Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Кӗтесри сарса хунӑ вырӑна курсанах — старик пӗччен мар иккенне, унпа пӗрле тата урӑх ҫын та пурӑннине ӑнланса илтӗм эпӗ.— Я как увидел в углу постеленную дерюгу, понял, что старик не один живет, а еще с кем-то.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Апла санӑн кӗтесри тепӗр вырӑн камӑн пулать? — тесе вӑл кӗтесри вырӑн ҫинелле тӑсса кӑтартрӗ.А чья это вторая постель у тебя в углу? — И он показал на дерюгу.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
— Тискер ҫынсем ташланӑ чух… — пурте ахӑлтатса кулнӑ май пиклетсе кӑларчӗ те вӑл — ҫухалчӗ, ҫаврака кӗлеткине кӗтесри пукансен пӑтрашӑвӗнче путарса обществӑн ӑнлануллӑ членӗ пулма чарӑнчӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Тӑван кӗтесри ҫут ҫанталӑка сыхласа хӑварма пирӗн чылай ӗҫ тумалла!Нам немало предстоит сделать для сохранения природы родного края!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Ав ҫавӑнта, салтаксен тӗмескисем хыҫӗнчи кӗтесри хурӑнсем ҫинче шыраса пӑх.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Нимӗн тума аптранипе Соколовпа Никоноров та пӗр кӗтесри пӳлӗме кайса ларчӗҫ.Соколов и Никоноров в отчаянии тоже сели в комнату одного из угла.
Вӗренӳ аван пырать, анчах… // К. Шупуҫсем. «Капкӑн», 1932, 1№, 10 с.
Чунӗнче халӗ лӑпкӑ пек, ӳсӗр хупахӑн янкӑр ҫутӑ ӳкерчӗкле нӗрсӗрлӗхӗнче ҫеҫ кӗтмен ҫӗртен Футрозсен хӑна пӳлӗмӗн хӗрлӗ-сарӑ сӗмӗсем канӑҫсӑррӑн ише-ише иртме пуҫларӗҫ, таҫти кӗтесри хӗрарӑмсен ахӑлтатӑвӗ вара Эллипе Ройӑн уҫӑ ӑшӑ куллине тӑшманла аса илтерет.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Кароле нимӗн те каламасӑр Мард иртен-ҫӳренрен кӑштах укҫа ыйткаласа тупрӗ, чернилпа перо туянчӗ те таса мар хупахра пӗр кӗтесри пушӑ сӗтел хушшине вырнаҫса ларчӗ.
Вӑрӑ вӑрманта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 243–251 с.
Тӗмсен хушшинчи ланкашка, кӗтесри пӑрӑнӑҫ, тайлӑк пӳрт тӑрри, консерв ҫинӗ хыҫҫӑн кӑларса пенӗ шӑвӑҫ банка… ҫаксем пурте — вӗсен!Яма среди кустов, поворот за угол, наклон крыши, даже выброшенная банка из-под консервов —
Акварель // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 226–232 с.
Бетси кӗтесри кӗпе-йӗм тултарнӑ карҫинкка ҫине куҫ ывӑтса урама тухрӗ.
Акварель // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 226–232 с.
— Нурс, тархасшӑн, ҫурҫӗр енчи, кӗтесри зала уҫсамӑр, — терӗ вӑл.Войдя, Геннисон сказал: — Нурс, откройте, пожалуйста, северную угловую.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 147–152 с.
Ҫакскер аякри кӗтесри сӗтел хушшинче; Гнор уттине илтсен унӑн усӑннӑ пуҫӗ ҫӗкленчӗ; Гнор чарӑнчӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Пӳртри юрлӑ-ҫуклӑ тӗрлӗ япала таврашне кӗтесри мӗскӗн вырӑн, чӑн-чӑн вырӑна пӑртак ҫеҫ аса илтерекенскер, тата пӑтаран ҫакнӑ куҫ кӗски катӑкӗ вӗҫлеҫҫӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Фук ҫак вӑхӑтра черетпе пӗрре юлташне ҫӑварӗнчен, тепре кӗтесри вӑрттӑн пичке ҫине пӑхкалать.В то время как Фук смотрел поочередно то в рот товарищу, то на таинственный бочонок в углу.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Вӑл кӗтесри сӗтел хушшине кайса ларчӗ те пӑлавуя, хулари пек, икӗ тӗрлӗ апат — купӑста яшкипе катлет — тата чей пырса пама хушрӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫапах Сӑпани пит именсех тӑмарӗ, тӗксӗм кӗтесри сӗтел хушшине ларса, пӑлавуя ҫимелли илсе килме хушрӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫӗлесе пӗтерсен Ассоль япалине кӗтесри сӗтел ҫине хуҫлатса хучӗ.Кончив шить, Ассоль сложила работу на угловой столик, разделась и улеглась.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
— Тамара, — кӗтесри хӗр патнелле утрӗ Миша.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Хӗр хӑй вырӑнне, кӗтесри сӗтел хушшине, кӗрсе ларчӗ.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Кӗтесри сӗтел ҫинче магнитофон.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.