Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӗресшӗн (тĕпĕ: кӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл кӑшкӑрать, пӗтӗм вӑйӗпе унтан-кунтан тытса кӗресшӗн мар тапкаланчӗ.

Он кричал, упирался и защищался изо всех сил.

Михел хӑйӗн ятне улӑштарать // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Дзыгӑ пукан айнеллех кӗресшӗн.

А дзыга всё под стулья убегала.

Эпир Клавӑпа дзыгӑ яни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Анчах Опанас пичче унта кӗресшӗн пулмарӗ, кайран кӗрсе курӑпӑр, терӗ вӑл.

А дядя Опанас не хотел туда идти и сказал, что это потом будем смотреть.

Эпӗ баштан курма кайни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Унӑн ӗҫес килет пуль терӗм эпӗ, анчах вӑл ӗҫме мар иккен, шыва кӗресшӗн пулнӑ мӗн.

Я думал, что он пить хочет, а он не пить. Он купаться хотел.

Слон шыва кӗни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Тӗме айӑккипе тарма та вырӑн пур хӑйне, анчах вӑл хӑранипе ним йӗпписем чикнине сисмесӗр, тӗмисем ӑшнеллех шӑтарса кӗресшӗн тӑрӑшать.

Можно было обойти куст, но от страха он не помнил ничего и лез на колючие ветви.

Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.

Лось каллех куҫӗсене хупрӗ, асӗн-ӑнӗн тӗттӗм пушӑлӑхне вирхӗнсе кӗресшӗн, анчах пушӑлӑх ун тавра курка евӗр ҫӗкленсе сарӑлнӑ, вара вӑл каллех курӑнми, ҫӑра ыйха путрӗ.

Лось опять закрыл глаза, силясь проникнуть в тёмную пустоту памяти, но пустота поднялась вокруг него чашей, и он снова погрузился в непроглядный сон.

Пулма пултараймилӗх // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Ну, тата тимӗрҫ лаҫҫинче молотобоец пулса ӗҫлеме кӗресшӗн эпӗ, тесе ҫыр.

 — Ну и напиши, что хочешь в кузницу молотобойцем.

Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.

— Эпӗ чи малтан кӗресшӗн

— Я первый войду…

36 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Эпӗ халех кӗресшӗн!

Сейчас зайду.

26 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Ачасем юр ҫинче тапӑртата-тапӑртата амӑшне пӳрте ҫӗклесе кӗресшӗн тӑрмашаҫҫӗ; нимӗн тума аптраса унӑн аллине вӗҫертеҫҫӗ те кӑкӑрӗ ҫине ӳкеҫҫӗ, тӑрмаланчӑк ҫӳҫлӗ пӗчӗк пуҫӗсене хурса чӗтре-чӗтре итлеҫҫӗ.

Дети упорно пытались поднять мать и отнести ее в дом; в отчаянии они то хватали, то выпускали ее руки и, замирая, прятали вихрастые головенки у нее на груди.

14 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Вӗренме кӗресшӗн ӑмӑртакан ҫак япӑх пӗлекен ҫынран хам маттуртарах пулнине туйса, эпӗ йӑл кулмасӑр чӑтма пултараймарӑм, анализ патне ҫитнӗ хыҫҫӑн Иконин хальчченхи пекех йӑлтах аптраса ӳксе чӗмсӗрленсен, вара ман кулӑ йӗрӗннине те кӑштах палӑртрӗ.

Чувствуя свое превосходство перед таким слабым соперником, я не мог не улыбнуться и даже несколько презрительно, когда дело дошло до анализа и Иконин по-прежнему погрузился в очевидно безвыходное молчание.

XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

«Эп чухӑн этем, — терӗм эпӗ, — ӑҫта та пулин фабрикӑна ӗҫлеме кӗресшӗн; тумтирӗм вара ҫулпа пынӑ чух ӳкнӗрен лапӑртанчӗ».

«Я бедный человек, — я сказал, — хочу наняться где-нибудь на фабрик; а платье мое в грязи оттого, что я упал на дороге».

IX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпир пилӗк таран шывра тӑратпӑр, тинӗс машина пӳлӗмне йӑтӑнса кӗресшӗн.

Мы стояли по пояс в воде, море врывалось в машинные люки.

«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.

Пӗр япала кӑна тӗлӗнтерчӗ ачасене: вӑл ним тусан та шыва кӗресшӗн марччӗ.

Одно было странно: он ни за что не хотел купаться.

35 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Анчах задача условийӗ пуҫа кӗресшӗн мар.

Но сосредоточиться он не мог.

Переменӑри хирӗҫӳ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Боевой пружина замока ниепле те кӗресшӗн мар.

Боевая пружина никак не желала влезать в замок.

ХIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Ильсеяр лесник патне кӗресшӗн пулчӗ, анчах хӑй тата Салавыча сӗт илме каясси ҫинчен аса илчӗ.

Ильсеяр хотела зайти к леснику, но вспомнила, что ей надо еще сходить в Салавычи за молоком.

III // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

— Хуҫамӑр, кунта пирӗн пата пӗр ҫамрӑк идальго кӗресшӗн! — тесе кӑшкӑрнӑ Бенито.

— Хозяин, к нам тут какой-то молодой идальго просится! — крикнул Бенито.

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Матроссем ҫапӑҫӑва кӗресшӗн ӑнтӑлаҫҫӗ-мӗн.

Матросы рвались в бой.

Смольнӑя // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Унтан та кунтан пӑхма, сӑнама, шала кӗресшӗн сӗкӗнме тытӑннӑ вӗсем.

Шныряли, подсматривали.

Большевиксем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней