Поиск
Шырав ĕçĕ:
Юлия Александровнӑн ҫамкипе питҫӑмартисем ҫапла, кӗреннӗн те шуррӑн, косметикӑпа тӑрӑшсах аппаланнӑран мар ялтӑраҫҫӗ пек…
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Хӗвел анӑҫалла сулӑнать; хурӑн вуллисем кӗреннӗн курӑнакан пулчӗҫ, уҫланкӑ варрине, кӗллӗ вучах хӗмленнӗ вырӑна, мӗлке ӳкрӗ.
Женька // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Чӳрече кантӑкне эрешлентернӗ пӑр йӗп пек ҫуталса, ирхи хӗвел хӗлхемӗсем пырса ларнипе кӗреннӗн курӑнса тӑрать.Морозные узоры на окнах играли игольчатыми блестками и студено розовели от раннего солнца.
2. Ирхине // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Лӑпкӑ сывлӑшра ҫеҫкесем ҫаврӑнса вӗҫеҫҫӗ, хӗвел ҫинче вӗсем ачаш кӗреннӗн курӑнаҫҫӗ.
XVIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Тен, ку йӑлтах пуш сӑмах кӑна, — ҫапах ман пуҫа тепӗр чух тӗлӗнмелле шухӑшсем килсе кӗреҫҫӗ, раснах ыйӑх килмен вӑхӑтра, тул ҫутӑлас умӗн, тӳпе кӗреннӗн те сенкеррӗн курӑннӑ чух.
XI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Анчах тул ҫутӑлнӑ майӗпе шур чуллӑ сӑртсен юпписем шупка кӗреннӗн курӑнма пуҫласанах анат енчен вӑйлӑ ҫил тухрӗ, юхӑма хирӗҫ хаяррӑн тулашса вӗрчӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫӳхе матери витӗр кӗреннӗн ҫуталнӑ унӑн ӳчӗ тата пӗтӗмпех курӑнса-палӑрса тӑнӑ ун йӑрӑс пӗвӗн мӗнпур таса йӗрӗсемпе мӑкӑрӑлчӑкӗсем; ӳт-пӗвӗ вара майра-патшан, вӑтӑр ҫула ҫитнине пӑхмасӑр, хӑйӗн пиҫӗлӗхне, илемӗпе сатурлӑхне ҫаплах ҫухатман-ха.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Юр хӗвел ҫинче кӗреннӗн ялтарать, сулхӑнра — кӑваккӑн.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
31. Эрехӗ епле кӗреннӗн йӑлтӑртатнипе, куркара еплерех хӗмленсе тӑнипе, епле тикӗссӗн ярӑнса юхнипе ан килен, 32. кайран вӑл сана, ҫӗлен пек, сӑхса илӗ, аспид пек амантӗ; 33. куҫу ют арӑмсене сӑхланӗ, чӗрӳ аскӑнла калаҫма пуҫлӗ, 34. вара эсӗ тинӗс варринче ҫывӑрса выртакан евӗр, карап юпин тӑрринче ҫывӑрса пыракан евӗр пулӑн.
Ытар 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1