Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӗлте сăмах пирĕн базăра пур.
кӗлте (тĕпĕ: кӗлте) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫул ҫине тухрӗ, икӗ кӗлте лавӗнчен иртсе кайрӗ те, тусан мӑкӑрлантарса, хуторалла вӗҫтерчӗ.

Выехал на шлях, обогнав два воза с хлебом, запылил в хутор.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пантелей Прокофьевич урапа уратине саваласа якатрӗ, кӗлте кӗртме кайнӑ чух тытса кӳлме хатӗр туса хучӗ.

Пантелей Прокофьевич подтесывал на арбе люшню, готовил хода к возке хлеба.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑлаҫланса илчӗ те Катерина, кӗлте пек, вилӗ ӳт ҫине тӗшӗрӗлсе анчӗ.

Всплеснула руками Катерина и повалилась, как сноп, на мертвое тело.

IX // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Вара вӑл, халран кайнӑскер, хӑйӗн пӗчӗкҫеҫ пӳртне чупса кӗчӗ те, кӗлте пек, ҫӗре тӗшӗрӗлсе анчӗ.

Выбившись из сил, вбежал он в свою лачужку и, как сноп, повалился на землю.

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Сергейӗн куҫӗсем шывланчӗҫ, анчах ҫил вӗрнипе мар: вӑл хӑй Мускава кайса килнӗ вӑхӑтра кунта мӗнле улшӑнусем пулнине савӑнса пӑхса пычӗ, вырса пӑрахнӑ анлӑ тырӑ пуссисене, кӗлте капанӗсене, комбайнсем вырнӑ уй-хирте выртакан улӑм куписене пӑхса пынипе унӑн куҫӗсем тӗтреленчӗҫ…

Глаза у Сергея заслезились, но не от ветра: он с удовольствием смотрел, какие здесь были перемены со времени своей поездки в Москву, Сергей видел желтые поля, жнивье, копны снопов, валки соломы, лежавшие всюду, где прошли комбайны, и взгляд его туманился…

XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Йӗтем йӗри-тавра та юпасем лартса тухнӑ, вӗсем ҫинче лампӑсем куҫа йӑмӑхтармаллах ялкӑшаҫҫӗ; молотилка сентрисем ҫинче те ҫутӑ ҫавӑн пекех ялкӑшать; унта кӗлте салтакан икӗ хӗрарӑмӑн тусанпа витӗннӗ пит-куҫӗсем, барабан умӗнче тӑраканӑн пӗкӗрӗлнӗ, хыльчӑкланса пӗтнӗ сарлака ҫурӑмӗ курӑнать.

По всему току, образуя порядочный круг, тоже поднимались столбы, а на них слепящим светом горели лампы, такое же сияние разливалось и над полками молотилки, освещая покрытые пылью лица двух женщин, развязывавших снопы, и согнутую, усыпанную остюками могучую спину зубаря.

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пӗрисем тӗксӗм пӑнчӑ пек, теприсем — ҫулӑмлӑн ҫунакан вучах пек ялкӑшаҫҫӗ, хӑшпӗрисем — пысӑк кӗлте пек пӗлӗтелле ывтӑнаҫҫӗ — ку Усть-Невински тракчӗпе пыракан автоколоннӑн прожекторӗсем…

Иные виднелись слабыми точками, иные красовались жаркими кострами, иные взлетали к небу широкими снопами: то прожекторы автоколонны на Усть-Невинском тракте…

III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ыран кӗлте ҫыхакан машинӑсем уя тухаҫҫӗ, Панкратов вӗсем патӗнче тӗп механик…

Завтра сноповязалки выйдут в поле, а Панкратов у меня возле них главный механик…

XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Кӗлте ҫыхакан хӗрарӑмсен хусканӑвӗсенченех, ҫулакансен сӑн-пичӗсенченех, ҫавасем мӗнле йӑлтӑртатнинченех пӗлме пулать: шӑрӑх ҫанталӑк пурне те вут пек ҫунтарать, пӑшӑхтарать.

По движениям баб, вяжущих снопы, по лицам косарей, по блеску кос видно, что зной жжет и душит.

I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Дениска ҫӑварне карса пӑрахнӑ, тур лашасем пуҫӗсене кӗлте енне тӑсаҫҫӗ, кӳме, чӗриклетсе, тулли лавпа сӗртӗнсе иртет, чикекен пучахсем Христофор аттен шӗлепкине шӑпӑрпа шӑлнӑ пек шӑлса илеҫҫӗ.

Дениска зазевался на нее, гнедые протягивают морды к снопам, бричка, взвизгнув, целуется с возом, и колючие колосья, как веником, проезжают по цилиндру о. Христофора.

I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Кӗлте ҫинче чи ҫӳлте хӗр выртать.

На самом верху лежит девка.

I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Анчах та акӑ, турра шӗкӗр, хирӗҫ кӗлте лавӗ килет.

Но вот, слава богу, навстречу едет воз со снопами.

I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Ҫав ҫын тахҫан авал хӗвелтухӑҫ енчен ҫил вӗрнӗ чух уйран итем ҫине кӗлте турттарма тытӑннӑ пулнӑ-мӗн.

Этот человек когда-то, давным-давно, в восточный ветер затеялся возить с поля на гумно хлеб.

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫултан-ҫулах Никита Хопров Лапшинова «пулӑшса» пурӑнчӗ: укҫасӑрах, ахалех сухаласа, сӳрелесе пачӗ, кӗлте парса тӑраканни пулса, Лапшиновӑн авӑн ҫапмалли машини ӑшне тулӑ кӗлтисене чиксе тӑратчӗ.

Из года в год «подсоблял» Лапшинову Никита Хопров; задаром пахал, волочил, совал лапшиновской молотилке лапшиновскую пшеницу, стоя зубарем.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней