Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӑра сăмах пирĕн базăра пур.
кӑра (тĕпĕ: кӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫилли кӑра унӑн, вӗтӗ пӑрӑҫ пек хаярри ҫук тесе ахальтен каламан пуль.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӗсӗк куҫӗсем ку ҫын хӑйне кура мар кӑра пулнине ҫирӗплетеҫҫӗ.

Помоги переводом

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Болгалам гальбет постне йышӑнса тӑнӑ, урӑхла каласан, король флочӗн адмиралӗ пулнӑ, император умӗнче пит шанчӑклӑ пулнӑ, хӑйӗн ӗҫне пит лайӑх пӗлнӗ, анчах кӑмӑлӗ унӑн тискер те кӑра пулнӑ.

Болголам занимал пост гальбета, то-есть адмирала королевского флота, пользовался большим доверием императора и был человеком весьма сведущим в своем деле, но угрюмым и резким.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Унӑн тимлӗ те кӑра сӑн-пичӗ, уйрӑмах хурҫӑ тӗслӗ кӑвак куҫӗсем вӑл пысӑк ӑс-тӑнлӑ, ҫирӗп чун-чӗреллӗ ҫын пулнине кӑтартса тӑратчӗҫ.

Недюжинный ум и волю выражало его серьезное, строгое лицо и в особенности серые стальные глаза.

«Пауль Pиберт» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Поселок тӑрӑх «кӑра прорабпа» юнашар утнӑ пекех туйӑнчӗ мана.

У меня даже появилось такое чувство, будто я вышагиваю по поселку рядом с самим «бешеным прорабом».

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Лёня ашшӗне ҫав вӑхӑтра «кӑмӑлла прораб» мар, «кӑра прораб» тетчӗҫ.

Ленькиного отца в то время называли уже не ласковым, а бешеным прорабом.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Вӑл манпала текех калаҫмарӗ, тен, хӑй нумай та пулмасть тӳррӗн каласа кӑтартнине манчӗ пулас, анчах хӑй начарланса ҫитнӗ пулин те тата кӑра ҫилӗлӗ, хаярланса пычӗ.

Он больше не заговаривал со мной и, по-видимому, позабыл о своей недавней откровенности, но стал еще вспыльчивее, еще раздражительнее, несмотря на всю свою слабость.

III сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Пӑвӑртрӑн-пӑвӑртрӑн мана ҫулталӑка яхӑн, тарӑхтартӑн-тарӑхтартӑн кӑра кӑмӑлупа…

Помоги переводом

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Ҫук, пулман, — терӗ хӗр, Нинӑн кас-кас кӑра та,кас-кас ӑшӑ-ӑшӑ кӑмӑлне тӑнласа.

Помоги переводом

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Пурнӑҫ вӑл — кӑра

— Жизнь строга…

VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл кӑра ҫилӗллӗ Лю-Шэнпа вӗри Сяо Ван Ли Чжэнь-цзяна хӗнесе тӑкасран шикленчӗ.

Он опасался, как бы вспыльчивый Лю Шэн и горячий Сяо Ван не избили Ли Чжэнь-цзяна.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫав хисеплӗ ҫыннӑн характерӗ кӑра иккенне шута илсен, ку ӗҫе ниепле те ӗмӗтленнӗ пек кӑларма ҫук туйӑннӑ.

Несколько крутой нрав сего, впрочем, достойного человека делал его предприятие почти невозможным.

VI сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Ҫак дворянин, хӑйне пӑхсан ӗренки ҫук, юрӑхсӑр кӑра характерлӑ, пӗрмаях турра хирӗҫле ятлаҫуллӑ чыссӑр сӑмахсемпе юла-юпса калаҫать!»

Оный дворянин, и сам притом гнусного вида, характер имеет бранчивый и преисполнен разного рода богохулениями и бранными словами…»

IV сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Ирпе вӑл пиҫнӗ чӗкӗнтӗр ҫиме юратать, чарӑна пӗлмесӗр элек сарать те, тӗлӗнсе тӑмалла кӑра ятлаҫма пӗлет, кирек мӗн тусан та унӑн пит-куҫӗ пӗр пек хытса тӑрать, ун пек тума хӗрарӑмран урӑх никам та пултараймасть ҫав.

Она сплетничала, и ела вареные бураки по утрам, и отлично хорошо ругалась, — и при всех этих разнообразных занятиях лицо ее ни на минуту не изменяло своего выражения, что обыкновенно могут показывать одни только женщины.

III сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Хӗвел вара — пурнӑҫӑн ашшӗпе патши, вӑл чӗрӗ пурнӑҫ кӳрет, тилӗрӳллӗ те кӑра, вӑл вилет те тепре ҫуралать.

Солнцу — отцу и владыке жизни, гневному и животворному, умирающему и вновь рождающемуся.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ку — ҫав тери кӑра, ҫӗкленчӗк ӗмӗр.

Это был суровый и возвышенный век.

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аҫу та, Бонапарт, йӑваш ҫынах мар, кӑра.

Помоги переводом

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Усӑнчӑк пуҫне ҫӗклерӗ те каччӑ тӳрех палласа илчӗ арҫынна: Иван Гаврилович иккен тан-тан сасӑ, Нина ашшӗ, кӑра та шӑрт сӑмахлӑ этем.

Помоги переводом

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Унӑн ҫитменлӗхӗсен графинче кӑра ҫиле пулнине эпӗ пӗлетӗп, халӗ вӑл хӑйне хӑй ҫӗнтерме тӑрӑшать.

Я знал, что в графе его пороков была вспыльчивость, и он теперь преодолевал себя.

ХLI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Нина Ивановна самантлӑха аптраса тӑчӗ: «Эп унпа ытлашши кӑра калаҫмарӑм-ши? Шкул директорӗпе канашласа пӑхас: вӑл кунта тахҫанах пурӑнать, тӑнлӑ, опытлӑ ҫын», — тесе шухӑшларӗ вӑл.

Нина Ивановна на мгновение растерялась: «Не слишком ли я круто повела с ним разговор? Надо посоветоваться с директором школы: он давно здесь живет, он умный и опытный человек».

Экэчо ывӑлӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней