Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ял ҫыннисем каланӑ тӑрӑх, шурлӑх ятне кӑнтӑра вӗҫсе каякан тӑрнасене хисеплесе панӑ, вӗсем ҫулсеренех кунта канма анса лараҫҫӗ имӗш.
Тӑрна шурӗ // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 37,39,41 с.
— Кӑнтӑра.
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫапларах йӑпатрӗ хӑйне: унпа кунашкал япала пулман, пулма та пултараймасть, паян та вӑл килне тӗрӗс-тӗкелех таврӑнать, унта ӑна арӑмӗ кӗтсе илет, вӗсем телевизор пӑхӗҫ, тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр ҫинчен калаҫӗҫ, тен, кинона та каймӗҫ-и-ха, ҫуркунне-ҫке, ҫулла вара кӑнтӑра, тинӗс хӗррине вӗҫтерӗҫ…
6 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Бушлатсемпе сӑран курткӑсем тӑхӑннӑскерсем, юр ҫинче вӗсем кӑнтӑра вӗҫсе каякан кураксен канма ларнӑ кӗтӗвӗ пек хуран курӑнаҫҫӗ…Одетые в бушлаты и кожаные куртки, они чернели на снегу, как стая присевших в отлете грачей.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Леш хӗрарӑмӑн ачи сывах марччӗ, тухтӑр каланипе кӑнтӑра кайнӑ та — ачине те вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ.А у той был слабый ребенок, переехали, по совету доктора, на юг — и спасли ребенка.
XVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ҫурҫӗр енче пурӑнма сывлӑхӗ япӑх пирки кунта кӑнтӑра куҫса килнӗ.Он переехал на юг потому, что здоровье не позволяло ему оставаться на севере.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Рахметов ҫухалнӑранпа ҫулталӑк иртсен Кирсановӑн пӗр пӗлӗшӗ ҫул ҫинче Венӑран Мюнхина кайнӑ чухне вагон ҫинче пӗр вырӑс ҫамрӑкне тӗл пулнӑ, — ҫав ҫамрӑк каланӑ тӑрӑх, вӑл мӗнпур славян ҫӗршывӗсене ҫаврӑнса тухнӑ, пур ҫӗрте те мӗнпур классемпе ҫывӑх паллашнӑ, халӑхӑн тӗп сийӗсен ӑнланӑвӗсене, йӑлисене, пурнӑҫри мелӗсене, йӑла учрежденийӗсене, мӗнле пурӑннине лайӑх пӗлсе ҫитес тесе, кашни ҫӗршыврах ҫителӗклӗ вӑхӑт хушши пурӑннӑ, хуласенче те, ялсенче те пурӑннӑ, ялтан яла ҫурран ҫӳренӗ, унтан вара ҫавӑн пекех румынсемпе тата венгерсемпе паллашнӑ, Ҫурҫӗр Германие ҫаврӑнса тухнӑ (утпа та, ҫурран та ҫӳренӗ), унтан вара каллех кӑнтӑра, Австрин нимӗҫсем пурӑнакан провинцийӗсене ҫитнӗ, ун чух вӑл Баварине кайнӑ, унтан — Швейцарине, унтан Вюртембергпа Баден урлӑ Францине каять, Францине те ҫаплах ҫаврӑнса тухать, Францирен вара ҫавӑншӑнах Англине кайса унта тепӗр ҫул курса ҫӳрет; ҫав ҫул кӑшт пушӑ вӑхӑт юлас пулсан, вӑл испанецсене те, итальянецсене те кайса курать, ал ҫитеймесен вара — юлтӑр ӗнтӗ, мӗншӗн тесен вӑл ытлашши «кирлех» мар, леш ҫӗршывсене курасах «пулать» — мӗншӗн курмалла-ши? — «шухӑшламашкӑн кирлӗ»; тепӗр ҫултан ун, кирек мӗнле пулсан та, Ҫурҫӗр Америкӑри штатсене ҫитмелле, вӗсене ун питӗ курмалла, урӑх пӗр ҫӗршыва та унӑн ҫавӑн пек курмалла «мар», унта вӑл нумайлӑха юлӗ, тен, пӗр ҫулталӑк ытлараха, тен, хӑйӗн валли ӗҫ тупас пулсан, ӗмӗрлӗхех юлӗ, анчах та пӗр виҫӗ ҫул пурӑнсан, вӑл Раҫҫее таврӑнӗ, мӗншӗн тесен халех мар, тепӗр виҫӗ-тӑватӑ ҫултан Раҫҫейре пулма «кирлӗ» пек туйӑнать.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Хам кӑнтӑра епле лекни ҫинчен каламӑп та.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӗвеланӑҫ, ниепле сивӗнсе ҫитеймесӗр, хӗрелсе тӑрать; горизонтӑн тепӗр енче, кӑнтӑра ҫывӑхарах, кӗмӗл тӗслӗ ачаш шевле чӗтренет — унта Мускав.
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӗсем кӑнтӑра канма килнӗ евӗр хура куҫлӑхсемпе, чечеклӗ кӗпе тата хӗрлӗ-кӑвак-шурӑ шорты тӑхӑннӑ.Они одеты в цветастые футболки, шорты красно-сине-белого цветов, оба в солнечных очках.
Токороро тата Токколоро // Владислав Николаев. Килти архив
Хӑйсем те ҫийӗнчех кӑнтӑра ҫул тытнӑ.
Прокат Грознӑя та илсе ҫитерет // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
34. Акӑ тухӑҫпа ҫурҫӗртен пуҫласа кӑнтӑра ҫитиччен пӗлӗтсем карӑнаҫҫӗ, вӗсем хаяррӑн курӑнаҫҫӗ, асар-писер тӑвӑл тухассӑн туйӑнать.34. Вот, облака от востока и от севера до юга, и вид их весьма грозен, исполнен свирепости и бури.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Палӑртнӑ вӑхӑтра вӑл каллех кӑнтӑра вӑрҫӑпа кайӗ, анчах урӑх унчченхи пек пулмӗ; 30. вӑл вӑрҫӑпа тухнӑ вӑхӑтрах Киттим карапӗсем пырса ҫитӗҫ; вара вӑл шикленсе ӳкӗ те каялла таврӑнӗ; сӑваплӑ халала кураймасӑр, хӑй шухӑшланине пурӑнӑҫлӗ, сӑваплӑ халалран уйрӑлса кайнисемпе каллех килӗшӳ тӑвӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫурҫӗре: «кӑларса яр» тейӗп, кӑнтӑра: «чарса ан тӑр» тейӗп; Манӑн ывӑлӑмсене аякран, Манӑн хӗрӗмсене ҫӗр хӗрринчен илсе кил, 7. Манӑн ятӑмпа ҫӳрекенсене, Эпӗ Хамӑн мухтавӑмшӑн пултарнисене, йӗркелесе-туса ҫитернисене пурне те илсе кил.
Ис 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.