Поиск
Шырав ĕçĕ:
7. Анчах Египет пулӑшасса кӗтни кӑлӑхах пулӗ; ҫавӑнпа Эпӗ ӑна: «лӳппер Раав» терӗм те.7. Ибо помощь Египта будет тщетна и напрасна; потому Я сказал им: сила их - сидеть спокойно.
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӑл ҫылӑх турӗ пулсассӑн — ҫылӑхӗ хӑй ҫинчех; тупа тӗлӗшӗнчен тимсӗр пулсассӑн икӗ хут ытларах ҫылӑха кӗрет; 13. кӑлӑхах тупа турӗ пулсассӑн тӳрре тухаймасть, унӑн кил-ҫуртне хӗн-хур пусса илет.
Сир 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ӑсчахӗ евӗклӗхӗпе кӑмӑла ҫавӑрать, ухмаххин евӗклӗхӗ кӑлӑхах пулать.13. Мудрый в слове делается любезным, любезности же глупых останутся напрасными.
Сир 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эхер те пӗр-пӗр ҫын, ҫӗр ача ҫуратса, нумай ҫул пурӑннӑ пулсассӑн, ӗмӗрӗ унӑн татах тӑсӑлса пынӑ пулсассӑн, анчах унӑн чунӗ ырӑлӑхпа киленеймен пулсассӑн, ӑна тирпейлесе те пытарайман пулсассӑн, эпӗ ҫапла каланӑ пулӑттӑм: вилӗ ҫуралнӑ ача унран телейлӗрех, тейӗттӗм, 4. мӗншӗн тесессӗн вӑл ҫӗр ҫине кӑлӑхах килсе ӗмӗрлӗх сӗмлӗхе кайнӑ, унӑн ячӗ те сӗмлӗх айне пулнӑ.
Еккл 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӗҫен кайӑксем умӗнче серепе карни кӑлӑхах; 18. кусем вара хӑйсем валли хӑйсем шӑтӑк алтаҫҫӗ, хӑйсен чунне сыхласа лараҫҫӗ.
Ытар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вӗсем Сана хирӗҫ йӗркесӗр калаҫаҫҫӗ; Санӑн тӑшманусем кӑлӑхах каварлашаҫҫӗ.20. Они говорят против Тебя нечестиво; суетное замышляют враги Твои.
Пс 138 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эсир кӑлӑхах ир тӑратӑр, ҫӗрлеччен ларатӑр, хурлӑх ҫӑкӑрӗ ҫиетӗр, юратнӑ ҫыннине ҫывӑрнӑ чухнех мӗн кирлине парать Вӑл.
Пс 126 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫурт лартма Ҫӳлхуҫа пулӑшмасассӑн тӑваканнисем кӑлӑхах тӑрӑшаҫҫӗ; хулана Ҫӳлхуҫа сыхламасассӑн хуралҫи кӑлӑхах куҫ хупмасӑр сыхлать.
Пс 126 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. [Вара ҫапла шухӑшларӑм:] апла чӗреме кӑлӑхах тасатмарӑм-ши, хам айӑпсӑррине кӑтартма аллӑма кӑлӑхах ҫумарӑм-ши, 14. кунсерен хама кӑлӑхах амантмарӑм-ши, ирсерен хама кӑлӑхах питлемерӗм-ши? терӗм.
Пс 72 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Мана пӗр айӑпсӑрах курайманнисем пуҫӑм ҫинчи ҫӳҫ пӗрчинчен те йышлӑрах; мана кӑлӑхах йӗрлекен тӑшманӑмсем вӑйлӑланчӗҫ; манӑн вӗсене хам илменнинех памалла-мӗн.
Пс 68 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Чӑнах, этем ӗмӗлке пек ҫеҫ ҫӳрет-мӗн; кӑлӑхах шараҫланать вӑл, мул пухать, вӑл кама юласса хӑй те пӗлмест.
Пс 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Кӑлӑхах тапӑнакан тӑшманӑмсем мана ҫӗнтерсе ан савӑнайччӑр, мана айӑпсӑр ҫӗртенех курайман ҫынсем пӗр-пӗрне куҫ хӗссе ан тӑрайччӑр; 20. тӑнӑҫлӑх ҫинчен калаҫмаҫҫӗ вӗсем, ҫӗр ҫинче татуллӑ пурӑнакансем ҫинчен чее кавар тӑваҫҫӗ; 21. ҫӑварне карса, манран кулаҫҫӗ: «аван-ха ку, аван, куҫӑмӑр курчӗ ӗнтӗ» тееҫҫӗ.
Пс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сана шанатӑп, [ӗмӗрне те] намӑс курмӑпинччӗ, тӑшманӑмсем манран кулаймӗҫинччӗ, 3. Сана шанакансем те пӗри те намӑс курмӗҫинччӗ; кӑлӑхах йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем намӑса юлӗҫинччӗ.
Пс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Айӑпсӑр алӑлли, таса чӗрелли, [ҫывӑх ҫыннине] хӑйӗн чунӗпе кӑлӑхах тупа туманни, улталаса чунлашманни — 5. ҫавӑ Ҫӳлхуҫаран пиллӗх илӗ, Турӑран, хӑйне Ҫӑлаканран, ырӑлӑх курӗ.
Пс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Аташнӑ этем кӑлӑха ан шантӑр, апла унӑн шанчӑкӗ те кӑлӑхах пулӗ.31. Пусть не доверяет суете заблудший, ибо суета будет и воздаянием ему.
Иов 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Патша ҫапла калать: Езекия сире ан илӗрттӗр — вӑл сире ман алӑран ҫӑлма пултараймасть; 30. «пире Ҫӳлхуҫа ҫӑлса хӑварать, ку хула Ассири патшийӗн аллине лекмест» тесе, Езекия сире Ҫӳлхуҫа ячӗпе кӑлӑхах ан шантартӑр.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Давид каланӑ: ҫапла ҫав, ку ҫын пурлӑхне пушхирте кӑлӑхах сыхларӑм эпӗ, унӑн пурлӑхӗнчен нимӗн те ҫухалмарӗ; вӑл вара мана ырӑшӑн усалпа тавӑрать; 22. тул ҫутӑличчен эпӗ Навал кил-йышӗнчи хӳме ҫумне шӑракансенчен пӗрне те пулин чӗрӗ хӑварас пулсассӑн, Турӑ мана ӑна та, кӑна та кӑтарттӑр, тата ытларах та кӑтарттӑр, тенӗ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эсир ҫакӑн хыҫҫӑн та Мана итлемесессӗн, ҫылӑхӑрсемшӗн янӑ хасана Эпӗ ҫичӗ хут ӳстерӗп, 19. эсир мӑнаҫланса чурӑсланнине ҫапса хуҫӑп, сирӗн пӗлӗтӗре тимӗр пек тӑвӑп, сирӗн ҫӗрӗре пӑхӑр пек тӑвӑп; 20. вӑй-халӑра пӗтерни те кӑлӑхах пулӗ, сирӗн ҫӗрӗр нимӗн те ӳстермӗ, [сирӗн] ҫӗрӗрти йывӑҫсем хӑйсен ҫимӗҫне памӗҫ.
Лев 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эсир Мана итлемесессӗн, ҫакӑ манӑн мӗнпур ӳкӗтӗме пурӑнӑҫласа тӑмасассӑн, 15. Эпӗ хунӑ йӗркесене вырӑна хумасассӑн, сирӗн чунӑр Манӑн саккунӑмсенчен йӗрӗнсессӗн, ҫапла Манӑн халалӑма пӑсса Манӑн мӗнпур ӳкӗтӗме пурӑнӑҫлама пӑрахсассӑн — 16. Эпӗ те сирӗнпе ҫапла пулӑп: сирӗн ҫине сехре хӑппи, нишлӗх, тар чирӗ ярӑп, ҫавсем пирки куҫӑрсем курми пулӗҫ, чунӑр халтан кайӗ, хӑвӑрӑн тырӑ вӑрлӑхне кӑлӑхах акӑр, ӑна тӑшманӑрсем ҫисе ярӗҫ; 17. Хамӑн сӑнӑма сирӗн енне ҫавӑрӑп та, эсир хӑвӑр тӑшманӑрсем умӗнче тӑкӑнатӑр, тӑшманӑрсем сире пуҫ пулса тӑрӗҫ, хӑвӑра никам хӑваламасӑрах тарма пуҫлатӑр.
Лев 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.