Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӗлӗк, Смольнӑй улпут хӗрӗсен институчӗ пулнӑ чухне, ку пӳлӗмре классная дама пурӑннӑ; халӗ те кунта ун чухне мӗнле япаласем пулнӑ, ҫавсем пурте ҫав-ҫавах тӑраҫҫӗ: пӗр кӗтесре — ҫирӗкрен тунӑ начаркка буфет тӑрать, тепӗр кӗтесре — пасартан туяннӑ, алӑкне куҫкӗскисем лартса хитрелетнӗ шкаф, тата якалса ҫитнӗ диванпа юнашар якалса пӗтнӗ креслӑсем тӑраҫҫӗ; пӳлӗмӗн шалти пайӗнче — шурӑ хӑмасемпе пӳлнӗ перегородка, ун хыҫӗнче Владимир Ильич тата Надежда Константиновна ҫывӑракан икӗ тимӗр койка тӑрать.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Кунта стенасене хаҫатсемпе ҫыпӑҫтарнӑ, куҫкӗскисем, патша тирӗсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.Стены здесь были оклеены газетами, на них висели зеркала, связки сухих беличьих шкурок.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Статуеткӑсем, куҫкӗскисем, ӑшӑ енче ӳсекен йывӑҫ-курӑксем хушшинче, ҫемҫе дивансемпе креслосем ҫинче, чирлисем канаҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Унӑн умне ҫак театрта нумаях та пулмасть пысӑк куҫкӗскисем умӗнче пит-куҫӗсене гримланӑ чухне савӑнӑҫлӑн шӳт туса ларакан, ҫине тӑрсах хӑйсен ролӗсене вӗренекен артистсем уҫҫӑнах тухса тӑнӑ.
7. Тӗлпулу // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.
Паллах, эпӗ вӗсене Гвинея ҫыранӗ патне хам икӗ хут кайса килни ҫинчен каласа параттӑм, унта негрсемпе мӗнле сутӑ туни ҫинчен, ниме юрӑхсӑр япаласем, шӑрҫасем, ҫӗҫӗсем, хачӑсем, пуртӑсем, е куҫкӗскисем парсах ылтӑн хӑйӑрӗ, слон шӑмми илме май пулни ҫинчен калаттӑм.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Пур ҫӗрте те алюмини те алюмини, кашни чӳрече хушшине вара пысӑк куҫкӗскисем лартнӑ.Везде алюминий и алюминий, и все промежутки окон одеты огромными зеркалами.
8 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Укҫа нумай пирӗн, «Мускав» гостиницӑра чи лайӑх номер илтӗмӗр — чаплӑ вара кунта куҫкӗскисем, картинӑсем туллиех, роялӗ те пур, — пилӗк пӳлӗмлӗ номер пирӗн.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унтан вара манӑн полевой хирургӑн клиникинче ӗҫлемелле пулчӗ, кунта та аманнӑ ҫынсен пит-куҫӗ ӗмӗрлӗхех пӑсӑлса юласран хӑранине пытарса тӑма ҫукчӗ, госпитальтен тухса каяс умӗн вӗсем чи малтанах илемне ҫухатнӑ пит-куҫне куратчӗҫ те куҫкӗскисем умне пырса темӗнччен пӑхса тӑратчӗҫ, хӑйсене вара кӑлӑхах чипертерех сӑн кӗртме, илемлетме тӑрӑшатчӗҫ…
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1