Поиск
Шырав ĕçĕ:
19. Ҫӳлхуҫамӑр ҫакна курчӗ [те ҫилленчӗ], ҫилли тӑвӑлса ҫитнӗрен Хӑйӗн ывӑлӗсенчен, Хӑйӗн хӗрӗсенчен пӑрӑнчӗ те 20. каларӗ: Хамӑн сӑнӑма вӗсенчен пытарӑп, вӗсем мӗнле пӗтнине курӑп: вӗсем — ирсӗрленнӗ йӑх; вӗсем — тӳрӗлӗх мӗнне пӗлмен ачасем; 21. вӗсем Мана турӑ маррипе тарӑхтарчӗҫ, хӑйсен ниме тӑман йӗрӗхӗсемпе кӳрентерчӗҫ: Эпӗ те вӗсене халӑх маррипе тарӑхтарӑп, ӑссӑр халӑх аллине парса кӳрентерӗп; 22. ӗнтӗ Манӑн ҫиллӗм вутла хыпса илчӗ, тамӑк тӗпне ҫитиех ҫунтарать, ҫӗре, ҫӗр ҫимӗҫне вут-ҫулӑм апачӗ тӑвать, тусен тӗпӗсене ӗнтсе хӑварать; 23. вӗсем ҫине пӗтӗм хӗн-асапа пуҫтарӑп, вӗсем ҫине пӗр ҫӗмренӗм юлмиччен вӗҫтерӗп: 24. выҫӑпа хӑрӑнӗҫ вӗсем, сивчирпе, ерекен хаяр чирпе вилсе пӗтӗҫ вӗсем; вӗсене тискер кайӑксен шӑлӗсемпе, ҫӗлен-калта наркӑмӑшӗпе витерӗп; 25. тул енчен вӗсене хӗҫ пӗтерсе пырӗ, килӗсенче каччи те, хӗрӗ те, кӑкӑр ачи те, кӑвакарнӑ ватӑ та сехри хӑпнипе вилсе выртӗҫ.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Иисуса та эпӗ ун чухне ҫапла астутарса каласа хутӑм: санӑн куҫу Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, ҫав икӗ патшана мӗн кӑтартнине пӗтӗмпех курчӗ; эсӗ иртсе тухас патшалӑхсене те Ҫӳлхуҫа ҫавнах кӑтартӗ; 22. вӗсенчен ан хӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, Хӑй сирӗн хута кӗрсе ҫапӑҫать, терӗм.
Аст 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Иссахар — тӗреклӗ ашак вӑл, шыв юпписем хушшинче выртакан ашак; 15. вӑл канӑҫ аваннине, ҫак ҫӗр илемлине курчӗ: хулпуҫҫине ҫӗклем йӑтма пӗшкӗртрӗ, хырҫӑ тӳлемешкӗн ӗҫле пуҫларӗ.
Пулт 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эрех парса тӑракансенӗн пуҫлӑхӗ фараона кала пуҫланӑ: эпӗ халӗ хамӑн ҫылӑхӑмсене аса илетӗп; 10. фараон хӑйӗн чурисене ҫилленнӗччӗ те мана тата ҫӑкӑр парса тӑракансенӗн пуҫлӑхне, патша сыхлавҫисен пуҫлӑхӗн ҫуртне хупса, хурал аллине панӑччӗ; 11. пӗр каҫхине эпир — эпӗ те, вӑл та — тӗлӗк куртӑмӑр, кашнийӗ хӑйне уйрӑм пӗлтерӗшлӗ тӗлӗк курчӗ; 12. пирӗнпе пӗрле унта пӗр ҫамрӑк еврей, патшамӑр сыхлавҫисен пуҫлӑхӗн чури, пурччӗ; эпир ӑна хамӑр тӗлӗксене каласа патӑмӑр та, вӑл пире харпӑр хӑй тӗлӗкне кура ӑнлантарса пачӗ; 13. вӑл пире епле каласа ӑнлантарчӗ, ҫаплах пулса тухрӗ: эпӗ хамӑн вырӑна таврӑнтӑм, лешне ҫакса вӗлерчӗҫ, тенӗ.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Манӑн асапӑмсене, манӑн аллӑм тунӑ ӗҫе Турӑ курчӗ те ӗнер манӑн хута кӗчӗ, тенӗ.Бог увидел бедствие мое и труд рук моих и вступился за меня вчера.
Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иван Борисович Тукай Мишер ялӗнчи Илфат Айсын хресчен-фермер хуҫалӑхӗн аш-какай тирпейлекен цехне ҫитсе курчӗ.
Ырӑ улшӑнусем пулмаллах // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№
Пӗрлешнӗренпе ҫичӗ ҫултан кӑна аслӑ хӗр пӗрчи Эстелла кун ҫути курчӗ, каярахпа иккӗмӗшне аист илсе килчӗ.Через семь лет супружеской жизни родилась дочь Эстелла, потом и второго аист принес.
Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).