Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

куртӑр (тĕпĕ: кур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗрлехи сӑн-сӑпата куҫӑм ан куртӑр тесе, Палюк мучин тӑлӑпӗпе пуҫ ҫийӗн пӗркенсе выртрӑм.

Помоги переводом

Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.

Веле-селе, унталла-кунталла пӑхкаласа ӗҫлекенсене малашне ман куҫӑм ан куртӑр, илтрӗр-и?

Помоги переводом

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Кукаҫи ҫемҫелнӗ кӑмӑлпа: — Ҫынна инкекре пулӑшакан ҫын ӗмӗр пархатар куртӑр. Ҫӗр сум пуличчен ҫӗр тус пултӑр тесе ваттисем ахаль каламан, — терӗ.

Помоги переводом

Пичче инкекӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Килтен тӗттӗм пулсан тин тухас пулать, ҫын ан куртӑр.

Помоги переводом

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Турӑ куртӑр сире! — кӑшкӑрчӗ Шӗшлӗ.

Помоги переводом

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Асту, ҫын ан куртӑр, сиплӗх пулмасть, — терӗ карчӑк, кукӑр пӳрнипе юнаса.

Помоги переводом

Эпӗ хама астума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тепӗр тесен кирек ӑҫта пултӑр, хӑтъ ҫӑва патне, ку фельдфебеле ҫеҫ куҫӑм ан куртӑр.

А хоть куда, лишь бы не видеть больше своего фельдфебеля.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Шӑмшак ҫеҫ сывӑ пултӑр, ӳт хутшӑнать вӑл. Ан тив, пӗр кун ҫеҫ те пулсан савӑнса куртӑр этем», — шухӑшлать таркӑн.

«Ничего, — думает беглец, — были бы кости, а мясо нарастет. А сейчас пусть хоть один день порадуются люди…»

Каллех ҫул ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫисе куртӑр пӗрре ыттисемпе тан.

пусть хоть раз в жизни поест по-людски.

Каллех ҫул ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ан куртӑр тесе Янтула юри ӑсатмарӗҫ-ши аяккалла?

Постой, уж не затем ли его сюда спровадили, чтобы он не увидел, как приносят жертву киреметю?

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кам куртӑр ҫӗрле?!

Кто нас увидит ночью?

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Куҫӑм ан куртӑр!

Глаза бы не глядели ни на что.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анчах пуласшӑн мар вӑл сӳтӗк: Парӑнтарасшӑн барона Халь дипломатиллӗ ӑспа, Пӗркентересшӗн шур пӑспа: Аваннине сӑнатӑр, куртӑр, Начаррине курсан ан култӑр.

Помоги переводом

XXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Куртӑр Левентей: вӑл судпа айӑпламалли ҫын мар, вӑл ыттисемпе тан ӗҫлеме пултарать, кил-ҫуртне пӑрахсах вӑрмана каять.

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫу-ук, — старик куртӑр тесе ҫӗҫҫине часрах йӗннинчен кӑларасшӑн пулчӗ Карачӑм, унтан ӑна аври таранах ҫӗр ҫине тӑрӑнтарса лартрӗ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Те Гариф умӗнче калаҫас мар тесе, те секретарь колхоз хуҫалӑхне хӑйӗн куҫӗпе куртӑр тесе Кабир Ятмана колхоз килкартине илсе кайрӗ.

Помоги переводом

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Леш тӗнчере те ырӑ ан куртӑр ҫав Урасмет, леш тӗнчере те тамӑк хуранӗнче асаплантӑр вӑл.

Помоги переводом

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗмӗр телей ан куртӑр мана ҫапла асаплантарнӑшӑн!

Помоги переводом

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Куртӑр Сахиб-Гирей Тукай уншӑн мӗнле тӑрӑшнине!

Помоги переводом

1. Ҫапӑҫу хирӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Куртӑр шурӑ ҫар ҫынни, ӑна та тытса тирне сӳсе, ҫак кашкӑр пек сӑнӑ ҫине тӑрӑнтаратпӑр.

Помоги переводом

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней