Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

курсра (тĕпĕ: курс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Миҫемӗш курсра вӗренетӗр эсир?

Помоги переводом

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Даша тухса кайсан пӗр вунӑ минутран ун патне институтра иккӗмӗш курсра вӗренекен виҫӗ хӗрача килчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Пӗрремӗш курсра чухне ҫапла ҫырса хупӑччӗ:

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Кунта ӑна виҫӗ уйӑхлӑх курсра пулнӑ хыҫҫӑн ИЛ-18 самолет ҫине лартрӗҫ.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Аслӑ хӗрӗ института кӗнӗччӗ, пӗрремӗш курсра вӗренетчӗ, кӗҫӗнни пилӗк ҫулта кӑначчӗ-ха.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вӑл санпа пӗр курсра вӗреннӗ вӗт.

Помоги переводом

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

— Санпа пӗр курсра вӗреннӗ Тимофеев вара Шупашкарта пӗрлешӳ пуҫлӑхӗнче ӗҫлет — туятӑн-и?

Помоги переводом

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Хӗрӗ Хусанти ветеринари институтӗнчи 3-мӗш курсра кӑна вӗреннӗрен, вӑл фермӑри йӗкӗреш пӑрулакан ӗнене васкавлӑ пулӑшу пама пултарасса Якур мучипе Анук инке шухӑшламан та.

Помоги переводом

Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.

Ҫав ҫулах вӗсем, хӑйсен пӗрремӗш тата юлашки юратӑвӗн «чечекӗ» сарӑлса ҫитсен, «акана тухма ҫӗрӗ пиҫсе ҫитнӗ» май, студентла-комсомолла туй туса, пиллӗкмӗш курсра вӗренекен Полина Кораблевапа ҫемье ҫавӑрчӗҫ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пиллӗкмӗш курсра физика факультетӗнче вӗренекен лутака, чикан пек тӗксӗм сӑн-питлӗ Иванов Зинон ҫеҫ, ку авантюрӑна сивленҫи туса, «ну шульӑксе-е-ем!» тесе пуҫне сулкаласа илчӗ, анчах хӑй хыҫҫӑнах «шульӑксен урапи ҫине йӑпӑр-япӑр хӑпарса ларчӗ».

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑх! — хӑй тӗллӗн чӑхлатса илчӗ ҫак вӑхӑтра виҫҫӗмӗш курсра вӗренекен пулас филолог Чижиков Андрей, ӑшӗнчен яланах чӗрӗ пурнӑҫ тапса тӑнипе самантлӑха та хӑйне «сӳнме паман кӑвайт».

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗррехинче (ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пулчӗ ку) Ула Тимӗрӗн пӳлӗмре пӗрле пурӑнакан чи ҫывӑх юлташӗ, ют чӗлхесен факультетӗнче виҫҫӗмӗш курсра вӗренекен Саша Петров, каҫхине, ҫывӑрма выртас умӗн, хыпӑнса ҫулӑмлансах, ҫӗр айӗнче темле хаклӑ мул тупӑннӑ пек вӑрттӑн-хӗрттӗн савӑнса, пӗлтерӳ тума васкарӗ: чукун ҫул станцинче йӑтмарҫӑсем кирлӗ иккен — тавар пуйӑсӗн пӗр вакунне шултра сахӑр тултарнӑ михӗсенчен пушатмалла.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Икӗ этажлӑ йывӑҫ ҫуртра, пӗр пӳлӗмре, саккӑррӑн «шӑкӑл-шӑкӑл шӑкӑлтатрӗҫ, чӑнкӑл-чӑнкӑл чӑнкӑлтатрӗҫ» вӗсем, тӗрлӗ курсра вӗренекен студентсем.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тӑваттӑмӗш курсра, зоотехника факультетӗнче.

Помоги переводом

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ӑна ӗҫлеме Якутине янӑ, унта пӗр курсра вӗреннӗ тутар хӗрӗпе 1961 ҫулта ҫемье ҫавӑрнӑ.

Помоги переводом

Хисеплӗ учителе манмастпӑр // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10676-kh ... manmastp-r

Иккӗмӗш курсра тин студентсене техникум вӑрҫӑччен йышӑннӑ ҫуртсене куҫарнӑ.

Помоги переводом

Хисеплӗ учителе манмастпӑр // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10676-kh ... manmastp-r

Пӗрремӗш курсра пӗлӳ пухнӑ вӑхӑтра техникум ҫурчӗсенче Вӑрнарти госпитальсенчен сывалса тухнӑ салтаксенчен йӗркеленӗ Хӗрлӗ ҫар чаҫӗ тӑнӑ пирки занятисем Кив Мӗлӗшре иртнӗ.

Помоги переводом

Хисеплӗ учителе манмастпӑр // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10676-kh ... manmastp-r

2-мӗш курсра вӗренекен Владимир Шашкин, акӑ, 100 метрлӑ, чӑрмавсемлӗ дистанцие малтисен йышӗнче тухнӑ.

Помоги переводом

Спортӑн тӗрлӗ тӗсӗнче маттур // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikhttp://putpobe ... -slet-nche

Альбертӑн кивӗ пальтовӗ тӑвӑр: виҫҫӗмӗш курсра вӗреннӗ чух ҫӗлетнӗскер.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

4-мӗш курсра чухне ҫамрӑк педагог Евгений Акимов ӗҫлеме килчӗ.

Помоги переводом

«Эпӗ ӑсталанӑ ал ӗҫӗсем ректор пӳлӗмӗнче те пурччӗ» // А.МИХАЙЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11573-ep ... te-purchch

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней