Поиск
Шырав ĕçĕ:
21. Сирӗн уявӑрсене кураймастӑп, йышӑнмастӑп, чаплӑ пухӑвӑрсем вӑхӑтӗнчи парнӗрсен ырӑ шӑршине хапӑлламастӑп.21. Ненавижу, отвергаю праздники ваши и не обоняю жертв во время торжественных собраний ваших.
Ам 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпӗ сирӗн патӑра Хамӑн чурамсене, пророкӑмсене, ярсах тӑтӑм, «ҫак путсӗр ӗҫе ан тӑвӑр, Эпӗ ӑна кураймастӑп» тесе калама вӗсене ҫине-ҫинех ярса тӑтӑм.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Мӗншӗн тесессӗн Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, тӳрӗлӗхе юрататӑп, пусмӑр туса ҫаратнине кураймастӑп, вӗсене тивӗҫлипе ырӑлӑх парӑп, вӗсемпе ӗмӗрлӗх халал хывӑп; 9. вара вӗсен вӑрлӑхӗ халӑхсем хушшинче, вӗсен несӗлӗ йӑхсем хушшинче паллӑ пулӗ; вара куракансем пурте вӗсем Ҫӳлхуҫа пилне илнӗ вӑрлӑх пулнине ӑнланӗҫ.
Ис 61 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Кам вӑрттӑн куҫ хӗсет, ҫавӑ усал шухӑш тытнӑ, ӑна никам та тытса чараймасть; 25. куҫу умӗнче вӑл ҫу пек ҫемҫе калаҫӗ, санӑн сӑмахусенчен тӗлӗнсе тӑрӗ, 26. кайран вара пачах урӑхлатса каласа парӗ, санӑн сӑмахна астармӑш сӑмах пек кӑтартӗ; 27. нумай япалана чунтан кураймастӑп эпӗ, анчах ҫавӑн пек ҫынна пуринчен ытла кураймастӑп; ӑна Ҫӳлхуҫа та курайми пулӗ.
Сир 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӑссӑрсем, ырӑ ӑса вӗренӗр, айваннисем, эсир те ӑса кӗрӗр. 6. Итлӗр: эпӗ чи кирлине пӗлтерӗп, манӑн чӗлхе-ҫӑварӑм калани пурте тӗрӗс: 7. чӗлхем чӑннине калать, манӑн чӗлхе-ҫӑварӑмшӑн усаллӑх — ирсӗр; 8. манӑн пур сӑмахӑм та тӗрӗс; унта ултавлӑх та, чеелӗх те ҫук; 9. ӑслӑ-тӑнлӑ ҫыншӑн вӗсем пурте уҫӑмлӑ, пӗлӳ шыракансемшӗн — тӗрӗс. 10. Кӗмӗле мар, эпӗ ӳкӗтленине хапӑл тӑвӑр; пӗлӳ таса ылтӑнран та хаклӑрах: 11. ӑслӑлӑх ахахран та лайӑхрах; мӗн ӗмӗтленни нимӗн те унпа танлашаймасть. 12. Манпа, ӑслӑлӑхпа, пӗрле — ӑс-хакӑл, эпӗ шухӑшлакан-шухӑшлаттаракан пӗлӳ шыратӑп. 13. Ҫӳлхуҫаран хӑрани вӑл — усала курайманни; эпӗ мӑнкӑмӑллӑхпа мӑнаҫлӑха, усал ҫула, ултавлӑ чӗлхе-ҫӑвара кураймастӑп. 14. Манра — канаш, манра — тӳрӗлӗх; эпӗ — ӑс-хакӑл, манра — хӑват. 15. Эпӗ ертсе пынипе патшасем патшара лараҫҫӗ, аслӑ пуҫлӑхсем тӳрӗлӗхе саккуна кӗртсе пыраҫҫӗ; 16. эпӗ ертсе пынипе ҫулпуҫсем, улпутсем, ҫӗр ҫинчи тӳресем пурте пуҫ пулаҫҫӗ. 17. Кам мана юратать — эпӗ те ӑна юрататӑп, кам мана шырать — ҫавӑ мана тупать; 18. манра — пуянлӑхпа мухтав, иксӗлми мулпа тӳрӗлӗх те — манра; 19. манӑн ҫимӗҫӗм ылтӑнран та, чи таса ылтӑнран та, лайӑхрах, эпӗ — тасатнӑ кӗмӗлтен те хаклӑрах. 20. Эпӗ тӳрӗлӗх ҫулӗпе, тӗрӗс сут сукмакӗпе ҫӳретӗп: 21. ҫапла эпӗ хама юратакансене пысӑк ырӑлӑх парнелетӗп, вӗсен пӳлмине тултаратӑп. [Кунсерен пулаканнине пӗлтернӗ чухне эпӗ ӗмӗртен малтан мӗн пулнине те манмастӑп.]
Ытар 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Тулса ҫитнӗ курайманлӑхпа кураймастӑп вӗсене: манӑн тӑшманӑмсем вӗсем.
Пс 138 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
163. Суяна кураймастӑп, унран йӗрӗнетӗп; Санӑн саккунна юрататӑп.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
127. Эпӗ вара Санӑн ӳкӗтӳсене ылтӑнран, таса ылтӑнран та ытларах юрататӑп, 128. ҫавӑнпа та Эсӗ хушнӑ пур йӗркене те, пурне те тӗрӗс тесе йышӑнатӑп; кирек мӗнле ултав ҫулне те кураймастӑп.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
113. Иккӗллӗ чӗреллисене кураймастӑп, Санӑн саккунна юрататӑп.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
104. Эпӗ санӑн йӗркӳсемпе ӑса кӗретӗп; ҫавӑнпа кирек мӗнле суя ҫула та кураймастӑп.104. Повелениями Твоими я вразумлен; потому ненавижу всякий путь лжи.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Куҫӑма эпӗ ирсӗр япала ҫине пӑхма памӑп; эпӗ йӗркесӗр ӗҫе кураймастӑп: вӑл ман ҫума ҫыпӑҫаймӗ.
Пс 100 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ӑҫтиҫук йӗрӗхсене пуҫҫапакансене кураймастӑп, эпӗ Ҫӳлхуҫана шанса пурӑнатӑп.7. Ненавижу почитателей суетных идолов, но на Господа уповаю.
Пс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.