Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кунӗсенче (тĕпĕ: кун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
4. Соломонӑн ватлӑх кунӗсенче арӑмӗсем ун чӗрине урӑх турӑсем еннелле ҫавӑрнӑ; ӗнтӗ унӑн чӗрийӗ хӑй ашшӗн Давидӑн чӗри пек пулман: Ҫӳлхуҫа Турра пӗтӗмпех парӑнса тӑман.

4. Во время старости Соломона жены его склонили сердце его к иным богам, и сердце его не было вполне предано Господу Богу своему, как сердце Давида, отца его.

3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Шел, хӗл кунӗсенче вӗсене ӗҫпе туллин тивӗҫтерейместпӗр.

Жаль, в зимние дни их не можем в полной мере обеспечить работой.

Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Ҫу кунӗсенче ытларах та.

В летний период и того больше.

Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Чӑхсене тустарма юратакан чее тилӗ, сурӑх-путеке курсан канӑҫне ҫухатакан кашкӑр, тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлман яла тутлӑ ыйхӑран вӑратса авӑтакан автан, хӗл кунӗсенче тутлӑ ыйха путакан тата тулли пыл чӗресӗшӗн каҫӑхса кайма хатӗр упа утаман, каҫсерен, кӗтӳ ансан ача-пӑчана тутлӑ сӗтпе савӑнтаракан ӗне...

Помоги переводом

Упа та, слон та — тем те пур кунта! // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Акӑ ҫурхи уяв кунӗсенче Вӑрмар поселокӗнчи Ҫӗнӗ Кӑнтӑр микрорайонӗнчи стадионта ҫурма финалпа финал вӑййисем иртрӗҫ.

Помоги переводом

«Хӗллехи классика» ҫуллахине те куҫӗ // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнакансем пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах хӗл кунӗсенче урана йӗлтӗр сырма васкаҫҫӗ.

Помоги переводом

Медальсен шутне ӳстерчӗҫ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Хӗл кунӗсенче лапка-лапка юр ҫумассерен пирӗн картишсем кӗрт айне пулнӑ тапхӑр хыҫа юлчӗ ӗнтӗ.

Помоги переводом

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

«Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ хушнипе ҫулсене юсакансем ҫанӑ тавӑрсах ӗҫе кӳлӗннӗ. Ӗҫ кунӗсенче ҫулсем ҫинчи шӑтӑксене ултӑ бригада таран саплать. Юсав ӗҫӗсем кану тата уяв кунӗсенче те чарӑнмаҫҫӗ», — пӗлтерет тӗп хула администрацийӗн пресс-служби.

Помоги переводом

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Куҫ курманнисен пӗрлӗхӗн кунӗсенче, пуху-канашлура Юрий Ефимович юсав укҫине тӳлемеллине, пухӑнса кайнӑ парӑма татмашкӑн кайран кансӗр пулассине аса илтерет.

Помоги переводом

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Нарӑсӑн юлашки кунӗсенче ҫӑмӑл атлетика енӗпе ҫӗршывра икӗ чемпионат иртрӗ.

Помоги переводом

Пӗрисем — Мускавра, теприсем — Сочире // Юрий ПЛОТНИКОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ҫу кунӗсенче хӗвел ҫав тери хытӑ хӗртнӗ вӑхӑтра та тулта ҫӳреме сӗнместӗп.

Помоги переводом

Ытлашши хĕвел те сиенлĕ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

«Халӑхпа час-часах тӗл пулни, муниципалитетсен социаллӑ экономика аталанӑвне пӗтӗмлетнӗ май ҫынсене пӑшӑрхантаракан ыйтусене сӳтсе явни, уйӑхсерен ирттерекен пӗрлӗхлӗ информаци кунӗсенче инҫетри ялсене тухса ҫӳрени ҫынсен шухӑшне уҫӑмлатма пулӑшать, чӑн информацие вӗсем патне вӑхӑтра ҫитерме тата ҫынсен ыйтӑвӗсене уҫӑмлатма май парать», - пӗлтерчӗ вӑл.

Помоги переводом

Чăваш тракторĕсен чапĕ-сумĕ таврăнатех // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней