Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Хӗрӳ тапхӑра хатӗр

Автор: Лариса Никитина

Источник: «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Добавлен: 2016.03.20 19:17

Предложений: 78; Слово: 537

Тип текста: Интервью

По-русски Тема: Сельское хозяйство

Ака-сухана тухиччен вӑхӑт пур-ха. Шупашкар районӗнчи Ленин ячӗллӗ хуҫалӑх паркӗнче механизаторсем техникӑна тепӗр хут тӗрӗслеҫҫӗ, уй-хире тухма хатӗрлеҫҫӗ.

- Ака-сухара техника чӑхӑмлани алӑ-урана ҫыхать. Ҫураки мӗнле иртесси йӑлтах хамӑртан, яваплӑха туйса вӑй хунинчен килет,- терӗ Петр Николаевич Тунгулов.

Колхоза ертсе пыриччен вӑл чылай ҫул агрономра вӑй хунӑ. Ҫӗр ӗҫне ялан вӑхӑтра, тӗплӗ тума тӑрӑшать. Кӑҫал хуҫалӑхра 998 гектар ҫурхи культурӑсем акмалла.

- Вӑрлӑх ҫителӗклӗ, йӑлтах кондицие лартнӑ. Курӑк вӑрлӑхӗсем сутлӑх та пур. Ҫывӑх вӑхӑтра тулӑ, урпа, сӗлӗ туянасшӑн. Унччен куккуруса силослӑх кӑна ҫитӗнтернӗ. Халӗ 7-8 гектар фуражлӑх та акасшӑн. Тутлӑхлӑ апат выльӑх-чӗрлӗхшӗн уйрӑмах усӑллӑ, тухӑҫӗ пысӑк, гектар пуҫне 120 центнера яхӑн. Пӗлтӗр тӗш тырӑ гектартан 25,6 центнер тухнӑ. Хуҫалӑхра ӑна ытларах выльӑх-чӗрлӗхе тӑрантарма янине шута илсен куккурус уйрӑмах меллӗ. Пӗчӗк лаптӑкрах пысӑк тухӑҫ илме май пур.

- Куккурус вӑррине типӗтмесӗр упраймӑн, кӑвакӑшать.

- Пӗлтӗр тырӑ сортласа типӗтекен «СЗТ» оборудовани туянтӑмӑр. Хамӑрӑн укҫа ҫитменнипе Раҫҫей ял хуҫалӑх банкӗнчен кредит илме тиврӗ. Агрегат 14 млн тенке кайса ларчӗ. Тырӑ 1446 гектар йышӑнать. Иртнӗ ҫул 3437 тонна «сарӑ ылтӑн» пуҫтарса кӗртнӗ. Ӑна ӑҫта типӗтмелле? Киввисемпе тӑкак та пысӑк. Кӑҫал газ кӗртсе хута яратпӑрах. Вӑл пӗр сехетре 25 тонна тырӑ типӗтет. Куккурус вӑррине те унпа типӗтесшӗн.

- Апла эсир ҫурхи ака-сухана кӑна мар, вырмана та хатӗрленме пуҫланӑ.

- Ҫураки, вырма сисӗнмесӗрех ҫитеҫҫӗ вӗсем. Паянхи кунпа кӑна пурӑнаймӑн, малашлӑх пирки те шутламалла. Ҫурхи ӗҫсем валли минерал удобренийӗсем, ӳсен-тӑрана хӳтӗлемелли хатӗрсем унчченех хатӗрленӗ. ГСМ саппаслӑх 6-7 тонна пур. Банкран кӗске вӑхӑтлӑх кредит илесшӗн. Ҫак тапхӑрта тӑкаксем палӑрмаллах ӳсеҫҫӗ. Саппас пайӗсем, ҫунтармалли-сӗрмелли материалсем татах туянма тивӗ.

Уй-хире 11 трактор, 4 сеялка, 4 культиватор, ытти техника тухмалла. Тӑватӑ машина вӑрлӑх турттарӗ. Механизаторсемпе водительсене палӑртнӑ ӗнтӗ. Вӗсене кунне икӗ хут вӗри апат ҫитерӗҫ. Ҫанталӑк йӗркеллӗ пулсан ҫур акине икӗ эрнере вӗҫлемелле.

- Пушаннӑ уй-хире кӗркунне йӑлтах сухаласа хӑварнине пӗлетӗп. Хальхи вӑхӑтра чылай ҫӗрте тӑкака чакарма лаптӑка сӳрелесе кӑна акма тӑрӑшаҫҫӗ.

- Пӗлтӗр 1199 гектар ҫинче ҫӗртме тунӑ. Пушаннӑ пӗр лаптӑка та сиктерсе хӑварман. Чӑн та, тӑкаклӑ. Ҫав вӑхӑтрах уй-хирте ҫумкурӑк, чир-чӗр, сӑтӑрҫӑсем вӑй илмеҫҫӗ, тухӑҫ ӳсет. Капла ҫуркунне ҫӑмӑлрах, хими хутӑшӗсемпе сахалрах усӑ куратпӑр.

Уй-хирте ҫитӗнтернине ытларах выльӑх-чӗрлӗхе тӑрантарма яратпӑр, халӑха йӳнӗпе паратпӑр. Пӗр енчен тырра аякка сутманнипе паха вӑрлӑх илсе тӑкакланмалла мар пек. Анчах лаптӑка пӗрре ҫӳп-ҫапӑпа вараласан кайран тасатма йывӑр. Ҫавӑнпа ҫулсерен супер элита, элита туянса вӑрлӑх фондне ҫӗнететпӗр.

- Сирӗн кӗрхи культурӑсем те самай пысӑк лаптӑк йышӑнаҫҫӗ.

- Кӗркунне 448 гектар акса хӑварнӑ. Ҫанталӑк ӑшӑтнӑ май сӑртсем юртан тасалма тытӑнчӗҫ ӗнтӗ. Ун пек вырӑнсенче калча вӑй илсе симӗсленет. Апла йӗркеллех хӗл каҫнӑ. Сасартӑк сивӗтесрен кӑна хӑратпӑр. Япӑх шӑтнипе ҫуллен 5-6 гектар тепӗр хут сухаласа акма тивет.

- Хула ҫывӑхӗнчи хуҫалӑхсенче ӗҫлекенсем ҫителӗксӗррине пӑшӑр-ханса пӗлтереҫҫӗ. Сирӗн ку енӗпе мӗнлерех?

- Хуҫалӑх ӗҫне куллен ҫӗр ҫын хутшӑнать. Ҫу кунӗсенче ытларах та. Вӑтам ӳсӗм - 45-50 ҫул. Унччен хуҫалӑхра ӗҫченсем ҫитменни сисӗннӗ. Халӗ лару-тӑру улшӑнчӗ. Ҫамрӑксем те килеҫҫӗ. Кӑҫал акӑ Артем Николаев, Алексей Николаев механизаторсем ӗҫе вырнаҫрӗҫ.

Хуҫалӑхра ӑста механизатор-водительсем сахал мар: Виктор Викторов, Михаил Николаев, Василий Николаев, Борис Улюкин, Михаил Григорьев, Алексей Ильин, Владимир Егоров Николай Крылов тата ыттисем те. Хуҫалӑхӑн тӗп шӑнӑр пур-ха. Шел, хӗл кунӗсенче вӗсене ӗҫпе туллин тивӗҫтерейместпӗр. Хаклӑ кадрсене вырӑнтах хӑварас килет.

- Патшалӑх пулӑшӑвӗ сисӗнет-и?

- Тӗрлӗ пулӑшу, субсиди илсех тӑнӑ: сухаласа акса хӑварнӑ ҫӗршӗн, ӑратлӑ выльӑх ӗрчетнӗшӗн, сӗт туса илсе сутнӑшӑн, ӳсен-тӑран отрасльне аталантарнӑшӑн тата ытти те. 2014 ҫулхипе танлаштарсан пулӑшу хисепӗ чакрӗ. Кунта хамӑр та ӗҫлесе ҫитереймерӗмӗр-ши? Ҫапах патшалӑх пулӑшӑвӗсӗр ял хуҫалӑхне аталанма йывӑр. Пушӑ кӗсьепе ларас мар тесен ҫанӑ тавӑрса ӗҫлемелле, тупӑш ҫӑлкуҫне анлӑлатмалла. Выртан чул айӗнче шыв юхмасть.

Сайт:

 

Статистика

...подробней