Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫавна пула вӑл кунсеренех чухӑнланса пынӑ та кӗлмӗҫе тӑрса юлнӑ.Он беднел, опускался все ниже и докатился до того, что стал попрошайкой.
Кун И-цзи // Хӗветӗр Уяр, Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 3–12 стр.
Анчах этемлӗх акӑ ӳссе ҫитӗнчӗ, ҫултан-ҫулах вӑйлӑран вӑйлӑ ӑслӑланса пырать, ачасен шавлӑ вӑййи вырӑнне ун шухӑшӗсем кунсеренех витӗмленсе те тарӑнланса пыраҫҫӗ.
XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Тӗлӗнсе, кичемлӗхпелен те хӑраса-сехӗрленсе ӑнланма пуҫларӗ Ромашов: шӑпа ӑна кунсеренех ҫакнашкал ҫӗршер сӑрӑ Хлебниковсемпе таччӑн тӗкӗнтерсе хире-хирӗҫ тӑратать, кашниех вӗсенчен хӑй хуйхипе чирлесе асапланать те хӑй савӑнӑҫӗпе савӑнса йӑпанать, анчах вӗсем пурте хӑйсен суккӑрлӑх-тӗттӗмлӗхне, пӗтӗмӗшпе чуралӑха, начальникле сӳрӗклӗхе, пуҫтахлӑхпа пусахлӑха пула этем сӑн-сӑпатне ҫухатнӑ, лӑштӑр тӗршӗнсе, путарӑнса ларнӑ.
XVII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
«Куҫӑм тӗрӗсех курманни улталать пулмалла, — тӗсе шухӑшласа илтӗм эпӗ. — Ҫав нумай ҫулсем хушшинче кунсеренех тинӗс ҫине пӑхнӑ пулин те, эпӗ кунта кимӗ ҫӳренине пӗрре те курманччӗ-ҫке».
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Турӑ сӑн-пичӗ унӑн сӑн-пичӗ, унӑн чӗрӗ сӑн-пичӗ, вӑл сӑн-пит чиперлӗхрен аякра тӑрать, унтан чиперрине Вера Павловна кунсеренех темиҫе те курать; ку вӑл унӑн юратупа ҫиҫсе тӑракан, авалхи скульптурӑсемпе живопиҫӗн аслӑ ӗмӗрӗнчи аслӑ живописецсем халалласа хӑварнӑ пур идеалсенчен те чипертерех сӑн-пит, ҫапла, ку вӑл хӑех, анчах, юрату ялкӑшӑвӗпе ҫуталнӑскер, вӑл, илем енчен чухӑн Петербургра унтан чиперрисем ҫӗршер шутланаҫҫӗ пулин те, Луврти Афродитӑран та чипертерех, ку таранччен палӑрнӑ чипер хӗрарӑмсенчен пуринчен те чипертерех.
5 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Халӗ ӗнтӗ Лопухов чирленине, тӗрӗсрех каласан, Вера Павловна упӑшки патӗнчен тухма та пӗлменнине пула Кирсановӑн эрне хушши ытла кунсеренех Лопуховсемпе тӗл пулмалла пулчӗ.
XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ман чи юратнӑ чӑхчӗ вӑл: кунсеренех ҫӑмарта тӑватчӗ.
II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Умра гаолян ани сарӑлса выртать, кунсеренех ҫав ана урлӑ сунара ҫӳренипе вӑл ӑна пит аван пӗлет, анчах ҫав ана ҫинче кайӑк-кӗшӗк юлманнипе И сунарҫӑ пӑхмарӗ те ун ҫине паян.
II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Ун чух вӑл хир сыснисене тытман пулсан, мӗнех вара, халь пӗри те ҫур ҫул ҫиме ҫитнӗ пулӗччӗ вӗт, килйыш та кунсеренех ҫимелли пирки пӑшӑрханса лармӗччӗ.
I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Эпӗ кунсеренех ик-виҫӗ ҫемьере пулатӑп.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кунсеренех ирхине тата каҫсерен ҫуршар кун ҫухалса ҫӳретӗн.Пропадаешь каждый день на целое утро и на половину дней пропадаешь по вечерам.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӗлле вара, вилтӑпри тӗмески юс тирӗнчен ҫӗлетнӗ чаплӑ тум евӗр курӑнан юрпа витӗнсе ларсан, тул ҫутӑлас умӗнхи кӑвакарчӑн пек кӑвак ӗнтрӗк киле пуҫласан, кунсеренех ун тӑррине хӗрлӗ-хӑмӑр ҫӑмлӑ ватӑ тилӗ аҫи чупса тухать.
34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Нагульнов пурӑнакан хваттер хуҫи арӑмӗ мана ҫапла каласа пачӗ: вӑл кунсеренех килне питӗ кая юлса таврӑнать иккен, вӑл ӑҫта ҫӳренине ҫав хӗрарӑм пӗлмест, анчах пире, юлташсем, вӑл ӑҫта ҫӳреме пултарни паллах ӗнтӗ!
32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Марина турӑ патнелле туртӑнчӗ, турра хытӑ кӗлтума тытӑнчӗ, аслӑ типӗре хӗрӗх кунӗпех типӗ тытса пурӑнчӗ, виҫҫӗмӗш эрнинче кунсеренех Тубянски чиркӗвне кӗлтума ҫӳрерӗ, ҫылӑх каҫарттарса, турӑ юнӗ сыпрӗ.
30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Дубцов, Любишкин, Демка Ушаков бригадирсем кунсеренех юланутпа хире туха-туха пӑхаҫҫӗ, ҫӗр пиҫсе ҫитнине тӗрӗслеҫҫӗ.
26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Нагульнов кунсеренех пухусем пуҫтарать, бригада пулӑшнипе, суя сӑмахсем тӗрӗс маррине халӑха ӑнлантарса, кӑтартса парать, кам та кам «совет влаҫне хирӗҫле калаҫнине» пӗлсен, ҫавсене питӗ хаяррӑн айӑплассипе хӑратать, анчах ҫапах та тырӑ ҫав тери вӑрахӑн пуҫтарӑнать.
24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Тӑхта-ха, акӑ тата мӗн: кунсеренех ятарласа юланутлӑ ҫынпа сводкӑсем ярса тӑр, ҫынсене хытӑрах тыткала.— Обожди, еще вот что: ежедневно коннонарочным шли сводки, подтяни там ребят.
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫитерсе самӑртнӑ вунӑ вӑкӑр та кӗтӳрен ҫирӗм вӑкӑр, вӑтӑр кор тулӑ ҫӑнӑхӗ те утмӑл — ытти кӗрпе-ҫарма, ҫӗр бат тӗрлӗрен эрех, виҫҫӗр сурӑх, — самӑртнӑ чӑхха-чӗппе, пӑлансене, ту качакисемпе сайгаксене шута хумасан, — ҫаксем йӑлтах ятарласа уйӑрнӑ вуникӗ ҫын алли витӗр кайса пынӑ Соломонӑн хӑйӗн, ҫаплах тата ун дворӗн, свитипе гвардин сӗтелӗсем ҫине кунсеренех.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Кайма хатӗрленнӗ май, ахалех йӑлӑнса, тархасласа пӑха-пӑха илтӗм эпӗ Олеся ҫине кунсеренех, — вӑл, ҫакӑн пӗлтерӗшне ӑнланман евӗр, курмӑш-илтмӗше ҫех печӗ.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Иксӗмӗр икӗ тӗрлӗ ҫын эпир, анчах кунсеренех хупа пӗрле юнашар ларса, торпеда атакипе вӗҫнӗ чухнехи хӑрушӑ ӗҫе пӗрле туса пыракан ҫынна юратмасӑр чӑтма пултараймастӑн.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951