Поиск
Шырав ĕçĕ:
11. Ҫӳлхуҫа Турӑ калать: акӑ Эпӗ ҫӗр ҫине выҫлӑх ярас кунсем ҫывӑхарса килеҫҫӗ, ҫакӑ вӑл ҫӑкӑрсӑр выҫӑхни е шывсӑр антӑхни мар, ҫакӑ вӑл Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсене илтесшӗн антӑхни пулӗ.
Ам 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Мана парне кӳнӗ чухне вӗсем аш илсе килеҫҫӗ те ҫавна ҫиеҫҫӗ; Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ мар вӗсем; халӗ Вӑл вӗсенӗн йӗркесӗрлӗхне астуса илӗ те вӗсене ҫылӑхӗсемшӗн хаса парӗ: вӗсем Египета таврӑнӗҫ.
Ос 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эсир вара, Израиль тӑвӗсем, туратӑрсене сарӑр та хӑвӑр ҫимӗҫӗре Манӑн халӑхӑм Израиль валли ӳстерӗр: вӗсем кӗҫех килеҫҫӗ.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Акӑ хӑв кӑларса янӑ ывӑлусем килеҫҫӗ, Святой сӑмахӗпе тухӑҫран пуҫласа анӑҫа ҫити пуҫтарӑннӑскерсем, вӗсем Турӑ мухтавӗ ҫитнӗшӗн савӑнса килеҫҫӗ.
Вар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Тӳпепе ҫӗр, вӗсем ҫинче мӗн пурри хӗпӗртенӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫурҫӗртен Вавилона тустаракансем килеҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Акӑ ҫурҫӗртен халӑх килет: хӑватлӑ ӑру, аслӑ патшасем тӗнче хӗрринчен ҫӗкленсе килеҫҫӗ; 42. вӗсен аллинче — ухӑ та сӑнӑ; вӗсем хаяр та шелсӗр; вӗсенӗн сасси тинӗс шавӗ пек; эй Вавилон хӗрӗ, вӗсем санпала тытӑҫмашкӑн учӗсемпе вирхӗнсе ҫитрӗҫ те — ӗнтӗ санпа ҫапӑҫма хатӗр.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Египет ҫӗлен пек чашкӑрать; тӑшманӗсем ҫарпа килеҫҫӗ, вӑрман касакансем пек, пуртӑсемпе килеҫҫӗ; 23. унӑн вӑрманне, чӑтлӑх вӑрмана, касса тӑкрӗҫ; вӗсем хӗрлӗ шӑрчӑкран та нумайрах, вӗсенӗн имӗ-сумӗ те ҫук, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иерусалим, куҫна ҫӗклесе пӑх-ха, кур-ха: ҫурҫӗртен килеҫҫӗ! Ӑҫта-ха сана панӑ кӗтӳ, ытарайми кӗтӗвӳ?
Иер 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ ҫурҫӗрти ҫӗршывран халӑх килет, тӗнче хӗрринчен аслӑ халӑх ҫӗкленет; 23. ухӑпа сӑнӑ тытнӑ; вӗсем хаяр та шелсӗр, вӗсенӗн сасси тинӗс шавӗ пек, юланутсем вӗҫтерсе пыраҫҫӗ, вӗсем ҫапӑҫма хатӗр, Сион хӗрӗ, вӗсем кар тӑрса санпа ҫапӑҫма килеҫҫӗ.
Иер 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Дан енчен сасӑ илтӗнет, Ефрем тӑвӗ енчен вилӗмле хыпар килет: 16. халӑхсене пӗлтерӗр, Иерусалима хыпарлӑр: инҫетри ҫӗршывран эшкерсем килеҫҫӗ, кӑшкӑрашса Иудея хулисене янӑратаҫҫӗ.
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫапла, Мана утравсем кӗтеҫҫӗ, кунталла Фарсис карапӗсем ишеҫҫӗ, вӗсем санӑн аякри ывӑлусене, ывӑлусемпе пӗрлех вӗсенӗн ылтӑн-кӗмӗлне санӑн Ҫӳлхуҫа Туррун ячӗпе, Израиль Святойӗн ячӗпе илсе килеҫҫӗ — Вӑл сана мухтава кӑларчӗ.
Ис 60 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Куҫна ҫӗкле те тавралла пӑхса ил: вӗсем пурте пухӑнаҫҫӗ, сан патна килеҫҫӗ; санӑн ывӑлусем аякран килеҫҫӗ, санӑн хӗрӳсене алӑ ҫинче ҫӗклесе килеҫҫӗ.
Ис 60 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Пуҫна ҫӗкле-ха, йӗри-тавра пӑх-ха — вӗсем пурте пухӑнаҫҫӗ, санӑн патна килеҫҫӗ.18. Возведи очи твои и посмотри вокруг, - все они собираются, идут к тебе.
Ис 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Акӑ пӗрисем аякран килеҫҫӗ; акӑ тата теприсем ҫурҫӗрпе тинӗс енчен, ыттисем Синим ҫӗрӗнчен килеҫҫӗ.12. Вот, одни придут издалека; и вот, одни от севера и моря, а другие из земли Синим.
Ис 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вара хыттӑн кӑшкӑрса янӑ: «хуҫамӑм! кунӗпех хуралта эпӗ тӑтӑм, ҫӗрле те хамӑн вырӑнтан каймарӑм: 9. акӑ курах кайрӑм — ҫынсем килеҫҫӗ, мӑшӑр ут кӳлнӗ ҫар ураписем пыраҫҫӗ».
Ис 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Пӗтӗм ҫӗре аркатмашкӑн Ҫӳлхуҫапа Ун ҫиллийӗн кӑралӗ инҫетри ҫӗршывран, тӗнче хӗрринченех, килеҫҫӗ.5. Идут из отдаленной страны, от края неба, Господь и орудия гнева Его, чтобы сокрушить всю землю.
Ис 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫуралсассӑн эпӗ те пурте сывлан сывлӑшпах сывлама пуҫланӑ, ҫак ҫӗр ҫинех ҫуралнӑ, ыттисем пекех чи малтан макӑрса сасӑ панӑ, 4. мана та кипкепе пиелесе, кӑкӑр парса ӳстернӗ; 5. пӗр патша та урӑхла ҫуралман: 6. пурӑнӑҫа пурте пӗр пекех килеҫҫӗ, пӗр пекех каяҫҫӗ.
Ӑсл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Пурӑнӑҫӗ — вилӗм патӗнчех, вилӗм кӳрекеннисем ҫывӑхарсах килеҫҫӗ.22. И душа его приближается к могиле и жизнь его - к смерти.
Иов 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ӑшчикӗм вӗресе тӑрать — лӑпланмасть; мана хирӗҫ хурлӑх кунӗсем килеҫҫӗ.27. Мои внутренности кипят и не перестают; встретили меня дни печали.
Иов 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эпӗ Шемаия патне — Мегетавел ывӑлӗн Делаиян ывӑлӗ патне — пытӑм, вӑл ун чухне килӗнчен те тухмастчӗ; вӑл мана каларӗ: Турӑ Ҫуртӗнче тӗл пулар, каяр та хамӑр хыҫҫӑн алӑка питӗрсе лартар, мӗншӗн тесессӗн сана вӗлерме килмелле, ҫӗрле сана вӗлерме килеҫҫӗ, терӗ.
Неем 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.