Поиск
Шырав ĕçĕ:
Алексей Ладыков Пенза облаҫӗн маҫтӑрӗсен ӗҫӗсемпе самай киленсе тӑчӗ.
Туслӑх, пӗрлӗх ҫӑлкуҫӗсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№
Пӗрле ирттернӗ кашни кунпа, кашни самантпа киленсе пурӑнаҫҫӗ халӗ вӗсем.
Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №
Ҫуллахи кунсем ытармалла мар хитре те илӗртӳллӗ, анчах эпир ҫак илемпе киленсе пурӑнма пӗлместпӗр.
Вампилов пьесисем кивелмеҫҫӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
Чӑваш патшалӑх университетне тин кӑна вӗренме кӗнӗ хӗр «Алло, эпир талантсем шыратпӑр» конкурсра сӑвӑ илемлӗ вуланине историпе филологи факультетӗнче иккӗмӗш курсра ӑс пухакан Гена, «Вутчуль» драмкружока ертсе пыраканскер, киленсе итленӗ.
Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
9. Ҫӗр ҫинчи патшасем вара — унпа аскӑнланса, киленсе пурӑннӑскерсем — ӑна ҫунтаракан вут-ҫулӑма курсассӑн уншӑн уласа йӗрсе ярӗҫ, 10. вӑл мӗнле асапланнине аякран сехӗрленсе пӑхса тӑрӗҫ те кӑшкӑрса ярӗҫ: «эй аслӑ хула, хуйхӑ ҫитрӗ сана, эй хӑватлӑ хула Вавилон, хуйхӑ ҫитрӗ сана! сана сут тӑвасси пӗр сехетрех ҫитрӗ!» тейӗҫ.
Ӳлӗм 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Моисей те ӗненнӗ, ӳссе ҫитӗнсессӗн, Моисей хӑйне фараон хӗрӗн ывӑлӗ теме пӑрахнӑ; 25. ҫылӑха кӗрсе пӗр авка киленсе пурӑннинчен вӑл Турӑ халӑхӗпе пӗрле асапланса пурӑнма хавасрах пулнӑ; 26. Христос тӳснӗ мӑшкӑла Египетри мулран пысӑка хунӑ — вӑл пулас ырӑлӑха шанса тӑнӑ.
Евр 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Унччен эпир хамӑр та нимӗн те ӑнланмастӑмӑр, пӑхӑнмастӑмӑр, аташаттӑмӑр; ӳт кӗленине, киленсе пурӑнас шухӑша чурасем пек пӑхӑнса пурӑнаттӑмӑр, вӗчӗхеттӗмӗр, ӑмсанаттӑмӑр, эпир йӗрӗнмелле ҫынсемччӗ, пӗрне-пӗри кураймастӑмӑр.
Тит 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Чӑн-чӑн тӑлӑх арӑм, тӑр-пӗччен тӑрса юлнӑскер, Турра шанать, кунӗн-ҫӗрӗн йӑлӑнса, кӗлтуса пурӑнать; 6. киленсе пурӑнма юратакан тӑлӑх арӑм вара чӗрӗллех вилнӗ.
1 Тим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫав ҫынсем — чӗлхесӗр выльӑх пекех, ӳт туртнӑ хыҫҫӑн ҫӳрекен выльӑха вара тытма та вӗлерме ҫуратса янӑ, кусем те, пӑсӑлса ҫитнӗскерсем, хӑйсем ӑнланманнине хурла-хурлах хӑйсенӗн ултавӗпе пӗтсе ларӗҫ; 13. йӗркерен тухса пурӑннӑшӑн вӗсем мӗн тивӗҫлине илӗҫ, вӗсем куллен киленсе пурӑннине савӑнӑҫ вырӑнне хураҫҫӗ; намӑссӑрланса, ыттисене ирсӗрлетсе пурӑнаҫҫӗ, сирӗнпе пӗрле ӗҫсе ҫинӗ чухне вӗсем хӑйсем улталанипе киленсе лараҫҫӗ; 14. вӗсенӗн куҫӗсене асма юратасси, чарӑнмасӑр ҫылӑх тӑвасси тулнӑ; вӗсем тӗреклӗленсе ҫитеймен чунсене илӗртсе улталаҫҫӗ; вӗсенӗн чӗри мула иленнӗ, вӗсем — ылхан ывӑлӗсем.
2 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эсир ҫӗр ҫинче ытла та сарӑлса, киленсе пурӑнтӑр; пусма хатӗрленӗ пек, чӗрӗре самӑрлатса ятӑр.5. Вы роскошествовали на земле и наслаждались; напитали сердца ваши, как бы на день заклания.
Иак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ыйтсассӑн та илейместӗр, мӗншӗн тесессӗн ырӑ тума ыйтмастӑр, киленсе пурӑнасшӑн ыйтатӑр.3. Просите, и не получаете, потому что просите не на добро, а чтобы употребить для ваших вожделений.
Иак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иуда авланнӑ, лӑпланнӑ, киленсе пурӑннӑ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16-17. Хӑшӗ асӑрхануллӑ, перекетлӗ пулнипе пуян пурӑнать, «ӗнтӗ канӑҫлӑх тупрӑм, халӗ мулӑмпа киленсе пурӑнатӑп» тенӗ чухне шӑпах хӑйӗн тивӗҫлӗ пайне курать.
Сир 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӗсен илемӗпе киленсе вӗсене турӑсем тесе пуҫҫапнӑ пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа вӗсенчен епле лайӑхрах иккенне пӗлмеллех пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсене Вӑл, илемӗн Сӑлтавӗ, пултарнӑ.
Ӑсл 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пире ҫапла тархасламашкӑн санӑн каччу ыттисенчен мӗнрен лайӑхрах-ши вара?» 10. Манӑн савнийӗм шурӑ ӳтлӗ, хӗрлӗ сӑнлӑ, вунӑ пин каччӑран чаплӑрах вӑл: 11. пуҫӗ — таса ылтӑн; кӑтри — хумлӑ-хумлӑ, хура курак пек йӗпкӗн хура; 12. куҫӗсем — юхӑм шыв хӗрринче пурӑнакан, сӗтре чӑпӑл тӑвакан, киленсе ларакан кӑвакарчӑнсемех; 13. пичӗ — ырӑ шӑршӑллӑ чечек пахчийӗ, техӗмлӗ курӑксен йӑранӗ; тути — лили чечекӗ, мирра сӑрхӑнтармӑш; 14. аллисем — ахахлӑ-мерченлӗ икӗ ылтӑн чӑмӑр; хырӑмӗ — сапфир чулӗпе эрешленӗ, ӑстайлӑ якатнӑ сӑлан шӑммийӗ; 15. ури тунисем — ылтӑн никӗс ҫине лартнӑ икӗ мрамор юпа; пӗвӗ-сийӗ — Ливан тӑвӗ евӗр, кедр йывӑҫӗ пек мӑнаҫлӑн курӑнать; 16. чӗлхи-ҫӑварӗ — шерпет, кӑмӑлӗпе те вашават вӑл.
Юрӑ 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Акӑ эпӗ тата ыррине, кӑмӑллине куртӑм: ҫут тӗнчере ҫыннӑн Турӑ панӑ ӗмӗрӗ тӑршшӗпех ӗҫсе-ҫисе, хӑй тӑвакан пур ӗҫӗн ырӑлӑхӗпе киленсе пурӑнмалла: ку вӑл — унӑн шӑпи.
Еккл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18-19. Санӑн ҫӑлкуҫу пиллӗхлӗ пултӑр; ҫамрӑкла илнӗ арӑмупа — ачаш айпӑланупа, чипер ту качакипе — киленсе пурӑн: сана кирек хӑҫан та унӑн кӑкӑрӗ йӑпаттӑр, яланах унӑн юратӑвӗпе савӑн.
Ытар 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ырӑ ватлӑхра, пурӑнӑҫпа, пуянлӑхпа, чаппа туллин киленсе вилнӗ вӑл, вара ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Соломон, ларнӑ.
1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
56. Санӑн хутлӑхунта киленсе, рехет курса ӗлккен пурӑнӑҫпа пурӑннӑ [арӑм], черченленсе кайнипе ҫӗр ҫине урине те пусса курманскер, хӑйпе хӗве хупӑннӑ упӑшки ҫине, хӑйӗн ывӑлӗпе хӗрӗ ҫине пӗр шелсӗр, хаяр куҫпа пӑхма пуҫлӗ, 57. вӗсене вӑл пӗҫҫи хушшинчен тухакан ача кӗпине те, хӑй ҫуратакан ачисене те памӗ, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗм килӗр-ҫуртӑра тӑшман хӗссе-хӗсӗрлесе тӑнӑ чухне, тӑшман хупӑрласа илсессӗн, пӗр нимӗн те ҫуккипе, вӗсене вӑл хӑй вӑрттӑн ҫисе тӑрӗ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
53 ҫулти Гузелия Хатыповна хӗрӗн йӑл куллипе киленсе пӗтереймест, унӑн ҫитӗнӗвӗсемшӗн хӗпӗртет.
Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №