Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

каясран (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ хам, тӳррипе каласан, старик Яков вилсе каясран хӑрарӑм, мӗншӗн тесен, ун пек пулсассӑн, эпир хамӑр мӗн тӑвассине пӗлмерӗм.

Я же, по правде сказать, испугался, как бы старик Яков не умер, потому что я не знал, что же мы тогда будем делать.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

— Пӳлӗмре мӗн пуррине эпӗ пӗтӗмпех хам сӗвсе илсе ваннӑя пытарса хутӑм — вӑрӑсем килсе ҫаратса каясран.

 — Это я сам все посодрал и попрятал в ванную, чтобы не пришли и не обокрали воры.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Анчах вӑрӑсем мӗнле те пулин хаклӑ япаласем илсе каясран шикленсе, эпӗ ваннӑна шӑлса типӗтрӗм те унта пур кӗпе-йӗмсене, тумтирсене, атӑ-пушмаксене, сӗтел ҫиттисене, чӳрече каррисене пуҫтарса хутӑм, вара хваттерте Майӑн пӗрремӗшӗ умӗн тасатса пуҫтарнӑ чухнехи пекех пушӑ пулса юлчӗ.

Но так как мне жалко было, чтобы воры забрали что-нибудь ценное, то я вытер досуха ванну, свалил туда все белье, одежду, обувь, скатерть, занавески, так что в квартире стало пусто, как во время уборки перед Первым мая.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Вӗҫсе каясран эпир вӗсен ҫуначӗсен тӗкне касрӑмӑр та вӗсем пирӗн карташӗнче килти кайӑк-кӗшӗксемпе пӗрле пурӑнма тытӑнчӗҫ: пирӗн чӑхсем те, хурсем те пурччӗ.

Мы им крылья подрезали, чтобы не улетели, и жили они у нас на дворе вместе с домашними птицами: куры были у нас и гуси.

«Хайлавҫӑ» // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 10–14 с.

Ун хыҫӗнче ларакан салтак старик лашине ҫаптарса вӑрмана кӗрсе каясран хӑрарӗ.

У солдата, сидевшего позади, мелькнуло опасение, как бы старик не ускакал вперед и не скрылся в лесной мгле.

Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ҫӑлтӑр ҫинчен ҫӑлтӑр ҫине вӗҫсе ҫӳресси мар ҫав вӑл ҫӗр пичӗ тӑрӑх тап-тап утса пырасси — тайӑлса каясран та сыхланмалла, ӳкесрен те асӑрханмалла.

Уверенно ходить по земле — это тебе не со звезды на звезду перелетать: надо следить, чтобы не покачнуться, не упасть.

Ҫӗрле ҫутатакан ҫеҫкесем // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 116–118 с.

— Хӑратӑп эсӗ унта хытӑркаса каясран.

— Боюсь, замерзнешь ты там.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кам та пулин вӑрласа каясран пӗр-пӗр карӑшран сӑнчӑрпа кӑкарӑр.

Примкните его к карше, а то как бы кто не угнал.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Чӗлпӗре кӑрӑн-кӑрӑн хытарса, куклене-куклене илекен утне ӗрӗхсе каясран тытса чарса, Богатырев тупӑсем кӗмсӗртетнӗ шав витӗр кӑшкӑрчӗ:

Туго натягивая поводья, удерживая приседающего коня, Богатырев сквозь гул стрельбы кричал:

XXIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григорий унран вӑл мӗншӗн пӗр порошокне ҫӑтса ыттисене юр ҫине пӑрахса таптани ҫинчен ыйтсан, — Прохор ҫакна сывалас килнӗрен мар, чирӗ шала каясран ҫеҫ тунине ӑнлантарчӗ, мӗншӗн тесен кун пек чух, хӑйне татах ҫӗнӗрен тӗрӗслес-тӗк, чаҫе ярасран пӑрӑнса юлма ҫӑмӑлтарах пулать иккен.

И на вопрос Григория, почему он, выпив один порошок, остальные уничтожает, старательно затаптывая в снег, Прохор объяснил это тем, что хочет не излечиться, а только заглушить болезнь, так как при этом условии, в случае переосвидетельствования, ему будет легче уклониться от посылки в часть.

XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ильинична сарса хунӑ саппун ҫине типтерлӗн ҫӑкӑр касса хучӗ, хутаҫран кашӑк-чашӑк кӑларчӗ, турӑхӗ хӗвелпе ӑшӑнса каясран витсе хунӑ кофта айӗнчен ансӑр туталлӑ кӑкшӑм илсе лартрӗ.

Ильинична на разостланной завеске аккуратно порезала хлеб, достала из сумки ложки, чашку, из-под кофты вынула спрятанный от солнца узкогорлый кувшин с кислым молоком.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григорий, пӗр тарӑхсан, хӑйне хӑй тытса чарайманнине вӑл пӗлет, ҫавӑнпа та вӑл ҫилӗ килнипе вӑйӑрханса каясран шикленчӗ, анчах ун ҫине куҫ хӗррипе пӑхса илчӗ те тӳрех лӑпланчӗ: Григорий, йӗнер ҫинче каҫӑрӑлса ларнӑ та, мӑйӑх айӗнчен шӑлӗсене куҫа шартармалла йӑлкӑштарса, сасӑсӑр ахӑлтатса кулать.

Он знал, как несдержан бывает Григорий в гневе, и боялся вспышки, но, бросив на Григория мимолетный взгляд, тотчас успокоился: Григорий, откинувшись на седле, беззвучно хохотал, сияя из-под усов ослепительным оскалом зубов.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Каларӑм-ха арӑма: «Пӗтӗмпех ан ҫӗлесе хур, ухмах пуҫ. Ҫил сӳсе каясран кӑшт-кашт чиккелесе турт та — ҫитнӗ те!» — тетӗп.

Я говорю жене: «Не пришивай, дура, насмерть. Чудок прикилбни, лишь бы ветром не сорвало, и хорош!»

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Мӗн эсӗ ҫурта тӗкӗлесе тӑратӑн — тӳнсе каясран хӑратӑн-и?

Ты чего дом подпираешь — боишься, как бы не завалился?

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Восстани сарӑлса каясран чарма умлӑн-хыҫлӑнах вунтӑватӑ маршевӑй рота, пӳлсе тӑма вуншар отряд яраҫҫӗ; Тури Дон тӑрӑхне Тамбов, Воронеж, Рязань хулисенчи курсантсен отрячӗсем пырса ҫитеҫҫӗ.

Одна за другой были кинуты на локализацию восстания четырнадцать маршевых рот, десятки заградительных отрядов; прибывали отряды курсантов из Тамбова, Воронежа, Рязани.

LVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Уй-хир ӗҫӗсем пуҫланнӑ тӗле дезертирсем йышланса каясран командовани уйрӑмах хытӑ хӑрарӗ.

Командование особенно боялось дезертирства к началу полевых работ.

XLIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Мекеҫленнипе кӑвапи салтӑнса каясран хӑрать…

— Боится, пупок у него с натуги развяжется…

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑратӑп эсӗ хӗрлисем патне тарса каясран

Боюсь, переметнешься ты к красным…

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Манса каясран ҫырса хума пултаратӑн.

Можешь взять себе на заметку.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫеменпе Анфиса суйлав участокне кайма хатӗрлене пуҫласан, Сергей те сӗтел хушшинчен тӑрса тухса каясран Ниловна питӗ хӑрарӗ, вара вӑл ӑна курса та, унпа калаҫса та юлаймӗ.

Когда Семен и Анфиса стали собираться в избирательный участок, Ниловна боялась, что Сергей тоже встанет из-за стола и уйдет, а она так и не успеет и насмотреться на него и поговорить с ним.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней