Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл сӗтел патне ларчӗ те Нюшкӑ панӑ пӗр стакан чее тытрӗ, ӑна пӗчӗк кашӑкпа пӑтраштарма пуҫларӗ.И, присев к столику, Лузгин принял от Нюшки стакан чаю, машинально стал помешивать ложечкой.
23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫак чи кирлине ӑнланмасан, кирек мӗнле пуҫлӑх та, вӑл темӗнле пултаруллӑ, малтанах витӗр курса тӑракан ҫын пулсан та, тинӗсе кашӑкпа ӑсса пӗтерме хӑтланакан ҫын пек пулса тӑма пултарать».
8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Сурӑх ашне лартса панӑ пулсан — кашни татӑкӗ пӗрер килограмм; шарикленӗ ҫӗрулми пулсан — вӑл тем пысӑкӑш тиркӗсемпе ларать, ӑна ҫупа витернӗ; сӗтел тулли хӗрелсе кайичченех шарикленӗ хур е кӑвакал; пыл пулсан — ӑна пысӑк тӑм чашкӑсемпе лартнӑ, кашӑкпа ӑсса илмелӗхех; ҫӑкӑрӗ купи-купипе; редиска пулсан — вӑл кӗтесрен кӗтессе хӗрлӗ сукмак пекех тӑсӑлса выртать; ҫамрӑк хӑяр пулсан — витре тулли…
XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Хӑймине кашӑкпа ӑс…
X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пасара ҫитиччен ку хӑйма тарӑн нӳхрепре пулнӑ, йывӑҫ ывӑссемпе витнӗ кӑкшӑмсенче тытӑннӑ, ӑна йывӑҫ кашӑкпа пухнӑ, пӗр кӑкшӑмран тӑватӑ кашӑкран ытла илмен, чӑн ҫавӑн пек хӑйма пулнӑ ку.
XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
«Ҫук ӗнтӗ, — терӗ Вакула хӑй ӑшӗнче, — ку Чубран та кахал; лешӗ хуть, мӗнле пулсан та, кашӑкпа сыпса ҫиет, ку пур, аллине те ҫӗклесшӗн мар!»
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
— Ответсем пирки мӗн шутлатӑн эсӗ, Андрей Васильевич? — ыйтрӗ Никита Самойлов, турилкке ҫине ӳпӗнсе, ҫӗрулмине кашӑкпа ӑсса илчӗ.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ку вара… куратӑр-и, кашӑкпа мӗнле ӗҫлет?
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Тыткӑна лекнӗ ҫын хӑйӗн сӗмсӗрлӗхне пытармасӑрах котелок ӑшӗнче кашӑкпа епле ӗҫленине вӗсем интересленсех пӑхаҫҫӗ-мӗн.
XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ытларах тытса таврӑнсан, ҫинӗ чух пурте ӑнӑҫлӑ пулӑҫсене мухтанӑ; хӑй пулӑҫ пулнӑ Гриценко мучи: «Ну, ну, пулӑҫсем, ҫемьене тӑрантаракансем… Чӗлхӳсемпе ан палкӑр, чӑмлӑр икӗ енпе, пырӑрсене шӑмӑ ан лартӑр», тенӗ те, пулӑҫсене сӑмсисенчен хуллен кашӑкпа шакканӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Салӑ ямалла-и? — ҫиелти кӑпӑкне кашӑкпа пуҫтарнӑ май ыйтрӗ Степка.
V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Тӗтӗм ӑшӗнче Степка тӑрать, картса пӗтернӗ пысӑк кашӑкпа вӑл хуран пӑтратать!В дыму стоял Степка и большой зазубренной ложкой мешал в котле.
V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Вӑл хӑй те тарӑхса ҫитнӗччӗ, ҫатми ҫинчине кашӑкпа пӑтратса, ҫаплах ачисене ылханчӗ.Она сама была очень взволнована и, с силой мешая ложкой в сковородке, кляла своих сыновей.
IV. Хӑтипе кӗрӳшӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Анчах историксемпе психологсем: пӗтӗмӗшле сӑлтав кашни вырӑн, вӑхӑт, йӑх тата харпӑр хӑй элеменчӗсемпе (вӗсем каланӑ тӑрӑх) «хӑйне евӗр» пулса тӑрать тата шӑпах ӗнтӗ вӗсем, ӑрасна элементсем, кирлӗ пулса тӑраҫҫӗ, теҫҫӗ, — урӑхла каласан пур кашӑк та кашӑк ӗнтӗ, анчах кашниех шӳрпене е купӑста яшкине шӑпах хӑйӗн кашӑкӗпе, шӑпах хӑйӗн алинчи кашӑкпа ӑсса сыпать, ҫавӑнпа вара шӑпах ҫав кашӑка сӑнаса пӑхмалла та, теҫҫӗ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тӗрӗссипе каласан, бригадӑра мӗншӗн ним яман пӑтӑ ҫимелле-ха е мӗнле те пулин пули-пулми япалана тытасшӑн хурана кашӑкпа пӑтратмалла?
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хӑй патне ачашланма пынӑ кушак аҫине тапса сирпӗтрӗ, ирхи апата ларсан, арӑмне кӑлӑхах «ухмах» тесе хучӗ, сӗтел хушшинче хуҫалӑх ҫинчен калаҫнӑ чух вырӑнсӑр сӑмах хушнӑшӑн кинне кашӑкпа хӑмсарса илчӗ, ӑна ҫитӗннӗ хӗрарӑм мар, пӗчӗк ача вырӑнне хучӗ, тейӗн.
II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пӳрте кӗрсе тӑнӑ Андрее асӑрхамасӑр, вӑл пӗр витре кӗрекен шӑвӑҫ савӑтран кашӑкпа пыл ӑса-ӑса илет те, куҫӗсене тутлӑн хӗскелесе, чаплаттарса, хӑйӗн пӗчӗк сухалӗ ҫине сап-сарӑ тумламсем юхтара-юхтара, пыл ҫисе ларать…
7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пӗррехинче, кӑнтӑрлахи апата ларсан, Никитӑна кашӑкпа ҫамкинчен ҫапса илчӗ.А как-то раз за обедом звонко щелкнул Никитку по лбу ложкой.
13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хурлӑхлӑ Гаврик, тиркине Петяна тыттарса, ҫӗнӗ кашӑкпа кашни пыракан ҫыннӑн ывҫи ҫине кӑшт пӑтӑ ӑсса хурать.
XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пурте ахӑлтатса кулса ячӗҫ, эпӗ кашӑкпа стакана шаккаса илтӗм.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951