Поиск
Шырав ĕçĕ:
Таманго, тӳрӗрен чупаканскер, чупсан-чупсан хайхи карап тӗлне ҫитсе куҫ тӗлне пулнӑ кимӗсенчен пӗрин ҫине сиксе ларнӑ та карапа хӑваласа ҫитнӗ; Вӑл пырса ҫитни Ледуна самаях тӗлӗнтернӗ, пуринчен ытла вӑл Таманго хӑй арӑмне каялла ыйтнинчен тӗлӗннӗ.
Таманго // Василий Алагер. Мериме Проспер. Таманго: [калав] — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с. — 6–24 с.
Анчах унӑн типҫӗр ҫинче пурнас килмен, вӑл чурасене турттаракан карап ҫине ӗҫе кӗнӗ, хӑйне кирлӗ кӗнекесем туянса, навигаци теорине вӗреннӗ, паллах, ку теорие вӑл ӗҫре пит те аван пӗлнӗ, анчах халь унӑн карапа ертсе пырас ӗҫе кӗрес кӑмӑлӗ пулнӑ.
Таманго // Василий Алагер. Мериме Проспер. Таманго: [калав] — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с. — 6–24 с.
Кӑштах вӑхӑт иртсен, суднӑсен командирӗсем пӗр карапран тепӗр карап патне е ҫыран хӗррипе ҫӳренӗ чух усӑ курмалли гичка текен пӗчӗк кимӗ корветран уйрӑлса кайрӗ.
X. Ҫӑлӑнатех-ши? // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Вӗсем хыҫҫӑн карап священникӗ хӑпарчӗ, вӑл карап тапранса кайнӑранпах офицерсен каютинче кӗлӗ туса ирттернӗ пулнӑ.
VI. Тараса икӗ енне те тайӑлать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Хумсем карапа хыҫал енчен ҫӗклесе янипе, каронада палуба тӑрӑх кусса кайнӑ та тӳрех ҫынсем ҫине пырса кӗнӗ, тӑватӑ ҫынна ҫавӑнтах лапчӑтнӑ, унтан, карап хӑяккӑн тайӑлнипе чалӑшса, тепӗр еннелле варт! ҫаврӑннӑ та пиллӗкмӗшне ҫурмаран татса кайнӑ, сулахай борта пырса ҫапӑнса туппа лафет ҫинчен сирпӗтсе антарнӑ.
IV. Вӑрҫӑ хӑрушлӑхӗсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ҫил хумсене хӑваланӑ пек, хумсем карапа тӗрте-тӗрте янӑ пек, карап та, хӑй куҫса пынӑ май, туппа хускатсах тӑрать.
IV. Вӑрҫӑ хӑрушлӑхӗсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Анчах ун ҫинчен нимӗнех пӗлеймерӗҫ пулин те, ҫак палламан ҫын мӗнле мужик иккенне, хӑйсен япаласем турттаракан карап мӗнле карап пулнине ӑнланнӑ пекех, лайӑх ӑнланчӗҫ.
I. Туссемпе тӑшмансем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Архангельскран Парижа пынӑ чухне вӑл хӑйсен «карапӗ» кӗҫ-вӗҫ путассине туйса илнӗ пулмалла, ҫавӑнпа та вӑл путакан карап ҫинчен тухса таракан ватӑ чее йӗкехӳре пекех туйӑннӑ.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Мачтӑсем авӑнаҫҫӗ, чӗриклетеҫҫӗ, пӑяв-канатсем хушшинче сивӗ ҫил шӑхӑрать, карап шунӑҫемӗн малаллах шӑвать; карапа хушӑран хӗвел те; ӑшӑтать, тӗттӗм каҫ та хупӑрлать, ун тӗлӗнче тӳпере пӗлӗтсем, тем шухӑша кайнӑ пек, хускалмасӑр тӑраҫҫӗ, е тата океан ҫинче аслати кӗрлеме, шавлама пуҫлать, кашлакан хумсем ҫине ҫиҫӗм йӑлтӑртатса ӳкет.
III // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Карап чылай инҫене кайнӑ ӗнтӗ, вӑл кӑларакан тӗтӗм, инҫерен инҫене кайса, пӗчӗкленсе пынӑ, халӗ вара Лозинскаяна ҫеҫ мар, карапне те тӗтрепе ытти кимӗсем хушшинче уйӑрса илме йывӑр пулнӑ.
II // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Хӑвалӑхсем пӑрахут пӗр карап ҫумне мӗнле пырса, тӑнине ҫӑварӗсене карсах пӑхса тӑнӑ, карап ҫине ҫинҫе шӑчӑ пек темӗнле вӑрӑм япала хунине, ун тӑрӑх вара ҫынсемпе тӗрлӗрен япаласем кӑткӑсем пек шума пуҫланине курнӑ.
II // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Шыв хӗрринчи пристаньрен икӗ пӗчӗк пӑрахут халӑха карап ҫине турттараҫҫӗ, мӗншӗн тесен океан карапӗсем шаларахра, тарӑн вырӑнта ҫеҫ чарӑнаҫҫӗ.
II // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ӑпӑр-тапӑр купинче тупнӑ леш тазпа эпир нимӗн те пӗҫермерӗмӗр, унӑн шӑтӑкӗсене сӗрсе лартнӑ замазка хӑйпӑнса ӳкӗ терӗмӗр; ун вырӑнне пирӗн валли Сайлас тетен питӗ селӗм пӑхӑр ҫатма тупӑнчӗ, йывӑҫ авӑрлӑскер, — ӑна вӑл пит упраса тыткалать, мӗншӗн тесен ку япалана унӑн мӑн аслашшӗсенчен пӗри, Англирен илсе килсе, пӗтӗм чунтан парнеленӗ, вӑл Вильгельм Завоевательпе пӗрле «Мейфлауэр» карап ҫинче-и е малтанхи урӑх карапсенчен пӗрин ҫинче ларса килнӗ пулать.
Вӑтӑр ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вӑл аллине тӑсрӗ те инҫетри темӗнле пӑнчӑ ҫине кӑтартса: — Карап! Юлташсем, унта карап пур! Мӗнпур вӑйпа ишме тӑрӑшӑр! — тесе кӑшкӑрса ячӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫулпуҫӗн хӑйӗн ҫуртӗнче пӗччен пурӑнас килет пулсан, ун ҫине те вӑл табу хурать; ютҫӗршывран килсе ларнӑ караппа ҫыхӑну тытас тӗлӗшӗпе ҫулпуҫӗ хӑй пуҫлӑх пулма шутласан, ҫав карап ҫине те табу хурать; ҫулпуҫне мӗнпе те пулин килӗшмен европеец-сутӑҫӑ хӗсмелле пулсан, ун ҫине те табу хураҫҫӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Кунти вырӑнсенче карапсем ҫӳремеҫҫӗ, ҫавӑнпа та ӑнсӑртран пурпӗр карап килсе ҫакланасса кӑна кӗтме пулать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Якӑрсен, карап хыҫне вырӑнтан хускатмасӑр тытса тӑрса, приливӑн мӗнпур пайне карапӑн хӑйӑр ӑшне кӗрсе ларнӑ сӑмсине ҫӗклесе илме партармалла.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Эдемпа Мельбурн хушшинче ялан ҫӳрекен карапсем ҫуккине пӗлсен, вал Эдем портӗнче тӑракан виҫӗ карап ӑҫта каяссипе интересленнӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ку истори те малтанхи пекех пуҫланса ҫавӑн пекех пӗтнӗ: утравӗ ҫинче хӑй ирӗккӗн чарӑнса юлнӑ, хӑйӗн карапӗ каялла ҫавӑрӑнса килмен, ют карап килсе хӗрӗх уйӑх асапланса ирттернӗ хыҫҫӑн робинзона хӑй ҫине илнӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Карап хӑвӑрт пынине виҫекен инструмента лаг теҫҫӗ, эпӗ ӑна карап хыҫне вырнаҫтараҫҫӗ тесе вуланӑччӗ, анчах Оська урӑхла лаг шухӑшласа кӑларнӑ иккен, вӑл мана хама лаг вырӑнне тӑма хушрӗ.
X сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.