Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

карап сăмах пирĕн базăра пур.
карап (тĕпĕ: карап) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакна эпӗ карап ҫинчи матроссем хӑйсен капитанӗ Мадагаскар патнелле кайма шутлани тата карап асӑннӑ утравӑн кӑнтӑрпа хӗвеланӑҫ енче ишсе пыни ҫинчен калаҫнине вӑрттӑн итлени тӑрӑх чухласа илтӗм.

Я заключил об этом на основании подслушанных мной толков матросов о намерении их капитана идти на Мадагаскар и о том, что мы находимся к юго-западу от этого острова.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Англие таврӑнсан, эпӗ унӑн карапӗ путни ҫинчен, карап ҫинчи командӑран пӗр юнга кӑна ҫӑлӑнса юлни ҫинчен пӗлтӗм.

По возвращении в Англию я узнал, что корабль его потонул; из всего экипажа спасся один только юнга.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ кунта килнӗ карап ҫак ҫырансем патне чи малтан килнӗ пулнӑ, унта урӑх карап пырса кӗмен.

Корабль, на котором я прибыл сюда, был первым кораблем, показавшимся у этих берегов.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Карап парӑсӗсене антарчӗ те, эпӗ сентябрӗн 26-мӗшӗнче каҫпа улттӑмӗш сехетре карап ҫумне пырса тӑтӑм.

Корабль убавил паруса, и в шестом часу вечера 26 сентября я пристал к нему.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫитменнине тата эпир икӗ монархӗ те часах ирӗккӗн сывласа ярӑпӑр, мӗншӗн тесен Ту-Этем тӗлӗнмелле пысӑк карап тупнӑ та ҫав караппа тинӗсе тухса кайма пултарать, тесе хушса ҫырнӑ.

Впрочем, прибавил он, оба монарха скоро вздохнут свободно, ибо я нашел на берегу огромный корабль, на котором могу отправиться в море.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ ҫак каната шлюпкӑн сӑмсинчи ункӑран кӑкартӑм; тепӗр вӗҫне пӗр карап хыҫӗнчен кӑкарнӑччӗ, вара карап шлюпкӑна буксирласа ҫыран патнелле туртма тытӑнчӗ.

Я привязал этот канат к кольцу в носовой части шлюпки; другой конец каната был закреплен на корме корабля, который начал буксировать шлюпку к берегу.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ выҫса вилес патнех ҫитрӗм (юлашки хут карап ҫинче карап ҫӗмӗрӗлес умӗн темиҫе сехет малтан ҫинӗччӗ), ҫавӑнпа чӑтса тӑраймарӑм, хама чипер тыткаламалли йӗркене пӑхмасӑрах, ҫиес килнине пӗлтерес тесе, пӳрнене ҫӑвар патне час-часах тыта-тыта кӑтартрӑм.

Я почти умирал от голода (в последний раз я ел на корабле за несколько часов до крушения), поэтому я не мог сдержать своего нетерпения и, вопреки правилам приличия, поминутно подносил палец ко рту, желая этим показать, что хочу есть.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ултӑ ҫул хушши карап ҫинче хирургра пурӑнтӑм, икӗ карап ҫине куҫса куртӑм, Ост-Индипе Вест-Индие темиҫе хут ҫӳреве кайса килтӗм.

В течение шести лет я служил судовым хирургом, переменил два корабля и совершил несколько путешествий в Ост- и Вест-Индию.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Гранит хӳмеллӗ гаване Нина упӑшкин карапӗ (вӑл ҫав карап ҫинче ҫар службине ирттерет) каллех таврӑнмарӗ.

Помоги переводом

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Пирӗн вӑхӑтра та-ха карап капитанӗсен, уйрӑмах паруслӑ карап капитанӗсен, календарӗ пур: радио аван япала, анчах сасартӑк вӑл пӑсӑлсан?

Даже в наше время у капитанов кораблей (в особенности парусных) есть астрономический календарь: хорошая вещь — радио, а вдруг оно испортится!

Юпитер // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Пирӗн ракетӑллӑ карап шавлама тытӑнчӗ: карап хӑй те чӗтреннӗ пек пулать, сасӑ пирӗн ура айӗнчех илтӗне-илтӗне каять.

Нет больше на ракетном корабле тишины: корпус ракеты сотрясается от глухих взрывов; теперь они слышны у нас под ногами.

Ҫӗртен уйӑх патне ҫитиччен // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

«Тринидад» карап ҫаплах вара килне таврӑнайман: йышлӑ утравсем хушшинче тӗрлӗ май кумса ҫӳренӗ хыҫҫӑн вӑл пӗтӗм экипажӗпе тенӗ пекех пӗтнӗ, ҫав карапран пурӗ те тӑватӑ ҫын кӑна ҫӑлӑнса юлнӑ, каярахпа вӗсем аран Испание таврӑннӑ.

Здесь скажем, что «Тринидаду» не привелось вернуться на родину: после долгих странствий в архипелагах он погиб, и лишь четырем членам экипажа удалось добраться до Испании.

Тӗнче тавра пӗрремӗш хут ҫаврӑнни // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Хӑюллӑ тинӗс ҫӳревҫин ӗҫӗ ӑнса пынӑ ҫӗртех тепӗр инкек сиксе тухнӑ: «Сан-Антонио» карап капитанӗн помошникӗ экипажа пӑлхатнӑ та карапа Испание каялла вӑрттӑн ертсе кайнӑ.

На пороге к успеху отважного мореплавателя постигла новая беда: измена чуть не погубила все его дело. Помощник капитана корабля «Сан-Антонио» взбунтовал экипаж и тайно увел «Сан-Антонио» в Испанию.

Тӗнче тавра пӗрремӗш хут ҫаврӑнни // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Карап ҫине ларса кайма та май килес ҫук: сиртен нихӑшӗ те карапа тытса пыма пӗлмест.

Уплыть на корабле вам не удастся: никто из вас не умеет управлять кораблем.

XX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Эпӗ ҫапла шухӑшларӑм: Сильвер хӑйӗн вӑрӑ-хурахӗсенчен улттӑшне карап ҫине хӑварчӗ пулсан, эпир карапа хамӑр алла илме пултараймастпӑр.

Я рассуждал так: мы не можем захватить корабль, раз Сильвер оставил на борту шестерых своих разбойников.

XIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Персеваль тата ҫапӑҫу хирне тахҫанах Испанирен Европӑн ҫурҫӗр пайне куҫармалли пирки калакан Каслри ҫар министрӗ пусӑхласа ыйтнипе Британири министрсен кабинечӗ 1807 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗнче Каттегата датчансен карапӗсене сӑнаса тӑрас тӗллевпе 21 карап яма килӗшнӗ.

Под давлением со стороны Персеваля и военного министра Каслри, давно считавшего необходимостью перенесение боевых действий из Испании на север Европы, британский кабинет министров одобрил 14 июля 1807 года отправку 21 корабля в Каттегат для наблюдения за передвижениями датских кораблей.

Копенгагена бомбӑлани // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%BD%D0%B8

Карапа тӑвӑл путарсан карап ҫинчи пӗр ҫын ҫыран хӗррине ишсе тухнӑ.

Его корабль потопила буря — он доплыл до берега.

«Ну, каласа пар-ха…» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Ростра — авалхи Рим площадӗнче ораторсем каламалли трибуна (унӑн ячӗ вӑрҫӑсенче туртса илнӗ карап сӑмсисемпе илемлетнӗрен ҫавӑн пек пулнӑ; ростра — карап сӑмси).

Помоги переводом

Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.

Карапӗ, китсене тытма ҫӳрекен карап пулас, вӑл кунта инҫетри хӗвеланӑҫӗнчен, Мекензи юханшывӗ патӗнчен килнӗ пуль те халь ӗнтӗ Коронаци ятлӑ тинӗс уринче якӑр ярса тӑрать.

Этот корабль — китобойное судно, заплывшее далеко к востоку от устья реки Маккензи, оно стоит на якоре в заливе Коронации.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Шӑлне ҫыртса лартса Лось пусмапа аялалла вирхӗнчӗ, карап патне сиксе ҫитрӗ те хул пуҫҫипе тӗршӗнсе тӗртрӗ — мускулӗсем шӑтӑртатаҫҫӗ, — унтан карап кӑшкарне ун хыҫӗнче вӑрттӑн пытанса тӑнисем ҫинелле ывӑтрӗ.

Стиснув зубы, Лось кинулся вниз по лестнице, подскочил к кораблю, навалился плечом, — мускулы хрустнули, — и он опрокинул остов корабля на тех, кто таились позади него в засаде.

Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней