Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сӗтел хушшинче калаҫу ҫав тери вӑрӑма пычӗ, тата вӑл тӗлӗнмелле калаҫу пулчӗ.Разговор затянулся за столом предлинный, но, впрочем, как-то странно он был веден.
Кӳме // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Анчах, юри тенӗ пекех, хӑйсен кӗтмен-туман телейне пула, Юргин яланах калаҫӑва хӑйне кура мар шӳтлӗ пуҫларӗ, кайран вара, вырӑнлӑ калаҫу пуҫласа яма тесе юрӑхлӑ самант кӗтсе илме епле тӑрӑшсан та, нимӗн те тухмарӗ…
XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ку калаҫу — кирлӗ калаҫу, кун пек ыйту — хальхи вӑхӑтра кашнин пуҫӗнчех пур…Для меня это вопрос сурьезный, и такой вопрос ныне у всех на уме…
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Сӗтел хушшинче ларма савнӑҫлӑ пулчӗ, ҫакӑн пек чухне яланах пуҫланакан ахаль калаҫу пуриншӗн те питӗ кирлӗ калаҫу пек туйӑнать.
XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ӑна хирӗҫ васкавлӑ та савӑнӑҫлӑ калаҫу илтӗнет, кунашкал калаҫу пӗр вырӑнта ларма-тӑма пӗлмен ҫамрӑк партизанӑн, ялан Котлопа, пӗр хӑйне ҫеҫ паллӑ, ҫӗнӗ ҫул шырама хатӗрленекен Любкинӑн пулма пултарнӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Хальхи калаҫу ӑна ахаль чухнехи калаҫу пек ҫеҫ туйӑнчӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Чӑнах та, вӑл вӑйпа хистемен: анчах та эсир унтан хӑтӑлайман та — кирлӗ чухне вӑл хӑйӗн калас шухӑшне икӗ-виҫӗ сӑмахпа та пулин каласа панӑ-панах, эсир вара вӑл мӗн ҫинчен тата мӗнлерех калаҫассине ӑнланнах ӗнтӗ; унтан вӑл: «Калаҫу мӗн ҫинчен пулассине эсир халӗ пӗлетӗр ӗнтӗ; усӑллӑ пулас пек туйӑнать-и сире ҫак калаҫу?» — тесе ыйтнӑ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Манпа калаҫмарӗ, ыттисемпе те сахал калаҫрӗ, — калаҫӑвӗ ученӑй калаҫу пек мар хӑйӗн, пит кирлинех калаҫмасть.Со мною не заговаривал и с другими говорил мало, — разговор был не ученый и не важный.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӗсем ҫапла калаҫса илчӗҫ, — ку вӑл каччӑпа ҫураҫнӑ хӗр хушшинчи пӗрремӗш калаҫушӑн тӗлӗнмелле калаҫу ӗнтӗ, — пӗр-пӗрин аллисене тытса чӑмӑртарӗҫ, вара Лопухов хӑй ҫулӗпе килне кайрӗ, ун хыҫҫӑн Верочка алӑка хӑй питӗрсе юлчӗ, мӗншӗн тесен, Матрена, Павел Константиныч нумайччен хӑрлаттарса ҫывӑрасса шанса, полпивнойра ларнӑ.
XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗр самантлӑха пӗри те сӑмах хушмарӑмӑр, анчах лере, чӳрече тулашӗнче чӗлхесӗр калаҫу тӑрать — вӑл калаҫу Енисейӗн манӑҫнӑ ҫыранне чи малтанхи совет ҫынни ура ярса пуссанах пуҫланнӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах та Мересьев ҫак ҫынсем хушшинче уйрӑмах пысӑк калаҫу пулма пултарассине, ҫав калаҫу вӑхӑтӗнче виҫҫӗмӗш ҫын кирлӗ маррине туйрӗ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Телефонпа ҫакӑн пек ҫӑмӑллӑн савӑнӑҫлӑн та калаҫни, аякран итлесе тӑрсан, нимӗне те кирлӗ мар пушӑ калаҫу пек туйӑнма пултарнӑ, анчах тӗрӗссипе каласан вӑл пит те кирлӗ, тарӑн шухӑшлӑ калаҫу пулнӑ.
24 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Калаҫусен моралӗ: хӑшпӗр чух тутлӑ калаҫу та йӳҫӗ пулать.
Тутлӑ калаҫу // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 172-173 с.
Ку калаҫу хӗлле пулса иртнӗ, анчах ун хыҫҫӑн Петр Петрович урӑх нихҫан та хаваслӑ пулайман.
2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Калаҫу урӑх ҫыхӑнман.
1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Калаҫу часах ҫыхӑнмарӗ.
Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Ҫакӑн пек калаҫу илтрӗм эпӗ Мускавран килнӗ чухне.
Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
…Ҫак калаҫу вӑхӑтӗнче чаплӑ американец вилтӑприйӗ ҫине ҫаплах чечек ҫыххисем купаланчӗҫ.
Тӑваттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Ҫул ҫинче паллашу та, калаҫу та часах ҫыхӑнать.
Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Светланӑпа суд работникӗ хушшинчи калаҫу вӑрӑма пымарӗ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.