Поиск
Шырав ĕçĕ:
28. Ҫӳлхуҫа эсир манпа мӗн калаҫнине илтрӗ те мана ҫапла каларӗ: санпа калаҫнӑ ҫак халӑх сӑмахне илтрӗм Эпӗ; вӗсем мӗн калани пурте ырӑ; 29. эх, вӗсен чӗри те ҫавӑн пекех пулинччӗ, хӑйсене те, хӑйсен ывӑлӗсене те ӗмӗрех ырӑ пултӑр тесе вӗсем ӗмӗр тӑршшӗпех Манран хӑраса тӑринччӗҫ, Манӑн ӳкӗтӗмсем вӗрентнӗ пек пурӑнинччӗҫ! 30. пыр, кала вӗсене: «чатӑрӑрсене таврӑнӑр» те; 31. эсӗ ху вара кунта Манпа пӗрле юл, Эпӗ сана пур йӗркене те, пур ӳкӗтпе саккуна та каласа парӑп, эсӗ вӗсене халӑха вӗрентме тивӗҫ: Эпӗ хӑйсене еткерлӗхе паракан ҫӗр ҫинче Израиль ывӑлӗсем [ҫав] йӗркепе пурӑнччӑр.
Аст 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл ҫавӑн чухне ҫапла каларӗ: 6. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, сана Египет ҫӗрӗнчен, ху чура пулса пурӑннӑ ҫуртран, илсе тухнӑ Турӑ.Он тогда сказал: 6. Я Господь, Бог твой, Который вывел тебя из земли Египетской, из дома рабства.
Аст 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] мана сирӗншӗн ҫилленчӗ те, эпӗ Иордан леш енне каҫаймасса, эпӗ Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, сана еткерлӗхе паракан ырӑ ҫӗре ҫитеймессе тупа туса каларӗ; 22. эпӗ ҫак ҫӗр ҫинчех, Иордан леш енне каҫаймасӑрах, вилӗп, эсир вара унта каҫса ҫав ырӑ ҫӗре хӑвӑр аллӑра илетӗр.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Анчах сыхлан, чунна тимлӗн упра, ху куҫупа курнӑ ӗҫсене манса ан кай, мӗн ӗмӗрӳ тӑршшӗпех вӗсем сан чӗрӳнтен ан тухчӑр; вӗсем ҫинчен эсӗ хӑвӑн ывӑлусене, ывӑлун ывӑлӗсене каласа пар, 10. ху Хорив тӑвӗ патӗнче [пуху кунӗнче] Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче тӑни ҫинчен каласа кӑтарт; ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: Ман патӑма халӑха пух, Эпӗ вӗсене Хамӑн сӑмахӑмсене пӗлтерӗп; ҫав сӑмахсене итлесе вӗсем хӑйсем ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Манран хӑраса тӑма вӗренӗҫ, ачисене те вӗрентӗҫ, терӗ.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Анчах сире пула Ҫӳлхуҫа мана ҫилленнӗччӗ те мана тӑнламарӗ, Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: ҫитӗ сана, ҫакӑн ҫинчен Мана урӑх ан кала; 27. Фасга тӑвӗн тӑррине хӑпар та хӑвӑн куҫупа тинӗс енне, ҫурҫӗр енне, кӑнтӑр енне, тухӑҫ енне пӑхса ил, хӑвӑн куҫупа ху курса юл, мӗншӗн тесессӗн эсӗ ҫак Иордан леш енне каҫаймастӑн; 28. Иисуса вӗрентсе хӑвар, ӑна вӑй илме, ҫирӗп тӑма пар; ӗнтӗ вӑл халӑх умӗнчен пырӗ, вӑлах эсӗ хӑвӑн куҫупа ху курас [пӗтӗм] ҫӗре халӑха пайӑн-пайӑн валеҫсе парӗ, терӗ.
Аст 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: унран ан хӑра, Эпӗ ӑна, унӑн халӑхне те, унӑн ҫӗрне те пӗтӗмпех санӑн аллуна парӑп, эсӗ вара ӑна Есевон хулинче пурӑннӑ Сигона, аморрейсен патшине, мӗн кӑтартнӑ, ҫавнах кӑтартӑн, терӗ.
Аст 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ҫӳлхуҫамӑр мана каларӗ: акӑ Эпӗ Сигона [Есевон патшине, аморрей ҫыннине,] тата унӑн ҫӗрне сана пама пуҫлатӑп; унӑн ҫӗрне алла илме тытӑн, терӗ.
Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӑрҫа ҫӳрекенсем халӑх хушшинчен пӗр ҫын юлми вилсе пӗтсессӗн, 17. Ҫӳлхуҫа мана ҫапла тесе каларӗ: 18. эсӗ халӗ Моав чикки тӗлӗнчен, Ар хули тӗлӗнчен, иртсе пыратӑн, 19. аммонсем патне ҫывӑхарса ҫитрӗн; вӗсемпе хирӗҫсе ан кай, вӗсемпе вӑрҫӑ пуҫарса ан яр, Аммон ывӑлӗсен ҫӗрӗнчен Эпӗ санӑн аллуна нимӗн те памӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ вӑл ҫӗре Лот ывӑлӗсене еткерлӗхе панӑ; 20. вӑл рефаимсен ҫӗрӗ шутланнӑ; ӗлӗк унта рефаимсем пурӑннӑ; аммонсем вара вӗсене замзумимсем теҫҫӗ; 21. вӗсем — аслӑ та йышлӑ халӑх — Енак ывӑлӗсем пекех ҫӳллӗ ҫынсем пулнӑ, Ҫӳлхуҫа вӗсене аммонсем умӗнчен пӗтерсе тӑкрӗ те, аммонсем вара, вӗсене хӑваласа ярса, вӗсен ҫӗрӗнче пурӑнма вырӑнаҫрӗҫ, 22. Сеир тӑвӗ ҫинче пурӑнакан Исав ывӑлӗсемшӗн те Вӑл ҫавӑн пекех тунӑччӗ, вӗсен куҫӗ умӗнчен хоррейсене пӗтерсе пӑрахнӑччӗ, Исав ывӑлӗсем вара, вӗсене хӑваласа кӑларса, вӗсен ҫӗрне вырӑнаҫрӗҫ, паян кунчченех ҫавӑнта пурӑнаҫҫӗ; 23. Газа хули патне ҫитиех ларса тухнӑ ялсенче пурӑннӑ аввейсене те Кафтортан тухса килнӗ кафторимсем пӗтерсе тӑкрӗҫ те вӗсен вырӑнӗнче пурӑнма вырӑнаҫрӗҫ.
Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: Моавпа хирӗҫсе ан кай, вӗсемпе вӑрҫӑ пуҫарса ан яр; унӑн ҫӗрӗнчен Эпӗ санӑн аллуна нимӗн те памӑп, мӗншӗн тесессӗн Ар хулине Эпӗ Лот ывӑлӗсене еткерлӗхе панӑ, терӗ; 10. унччен унта эмимсем — аслӑ та йышлӑ халӑх, Енак ывӑлӗсем пекех ҫӳллӗ ҫынсем — пурӑннӑ, 11. рефаимсем хушшинче вӗсем Енак ывӑлӗсем пек шутланнӑ; моавсем вара вӗсене эмимсем теҫҫӗ; 12. Сеир тӑвӗ ҫинче ӗлӗк хоррейсем пурӑннӑ; анчах Исав ывӑлӗсем вӗсене унтан хӑваласа ярса хӑйсен куҫӗ умӗнчен пӗтерсе тӑкнӑ та вӗсен вырӑнне вырӑнаҫнӑ — Израиль йӑхӗ хӑйне Ҫӳлхуҫа еткерлӗхе панӑ ҫӗре йышӑннӑ пек вырӑнаҫнӑ; 13. ҫапла ӗнтӗ, тапранса тухӑр та Заред айлӑмӗпе иртӗр, терӗ Туррӑмӑр.
Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа мана ҫапла тесе каларӗ: 3. ҫак ту тавра ҫӳресе ҫитӗ сире, ҫурҫӗрелле ҫаврӑнӑр; 4. халӑха хуш, кала: эсир хӑвӑр тӑванӑрсен, Сеир ҫинче пурӑнакан Исав ывӑлӗсен, ҫӗрӗсем урлӑ иртӗр, вӗсем сирӗнтен хӑраса ӳкӗҫ; 5. анчах вӗсемпе вӑрҫӑ пуҫарасран сыхланӑр, Эпӗ сире вӗсен ҫӗрне ура лаппи пусмалӑх та памастӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Сеир тӑвне Исав аллине панӑ; 6. апат-ҫимӗҫе вӗсенчен кӗмӗлле туянса ҫийӗр, шывне те вӗсенчен кӗмӗлле туянса ӗҫӗр; 7. мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, эсӗ тӑвакан пур ӗҫе те пилленӗ, эсӗ ҫак аслӑ [та хӑрушӑ] пушхирте ҫӳренӗ чухне сан хутна кӗрсе тӑнӑ; акӑ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӗрӗх ҫул санпала пӗрле; эсӗ ҫитменлӗх мӗнне пӗлмерӗн, терӗ.
Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Анчах Ҫӳлхуҫа каларӗ мана: кала вӗсене: ан улӑхӑр, ан ҫапӑҫӑр, те, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сирӗн хушшӑрта ҫук, апла сире тӑшманӑртан ҫӑлаканӗ пулмӗ, терӗ.
Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа [Турӑ] сирӗн сӑмахӑрсене илтрӗ те ҫилленсе кайрӗ, вара тупа туса ҫапла каларӗ: 35. ҫак ҫынсенчен, ҫак усал ӑруран, пӗри те Эпӗ сирӗн аҫӑрсене памашкӑн тупа тунӑ ырӑ ҫӗре кураймӗ; 36. Халев — Иефонния ывӑлӗ — анчах курӗ ӑна; Ҫӳлхуҫана итленӗшӗн хӑй утса тухнӑ ҫӗре Эпӗ ӑна тата унӑн ывӑлӗсене парӑп, терӗ.
Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Моисей ҫак саккуна хӑй Сигона — аморрейсен патшине, Есевон хулинче пурӑннӑскере — тата Ога — Васан патшине, Аштерофпа Едреи хулисенче пурӑннӑскере — вӗлернӗ хыҫҫӑн 5. Иордан леш енчи Моав ҫӗрӗнче ӑнлантарма пуҫланӑ та ҫапла каланӑ: 6. Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, Хоривра пирӗнпе калаҫса ҫапла каларӗ: «сире ҫак ту ҫинче пурӑнса ҫитӗ! 7. каялла ҫаврӑнӑр, ҫула тапранса тухӑр: аморрейсен тӑвӗ ҫине тата вӗсен кӳршисем патне кайӑр, тӳремлӗхе, сӑртлӑха, айлӑм вырӑнсене, кӑнтӑрти ҫӗрсене, тинӗс хӗррине, Ханаан ҫӗрне тата Ливан тӑвӗ патне ҫитӗр, аслӑ юханшыв, Евфрат юханшывӗ, хӗррине ҫитиех кайӑр; 8. акӑ Эпӗ сире ҫакӑ ҫӗре паратӑп, кайӑр, Ҫӳлхуҫа тупа туса хӑвӑр аҫӑрсене — Авраама, Исаака, Иакова — вӗсене хӑйсене тата вӗсенӗн ӑрӑвӗсене пама пулнӑ ҫӗре ӗмӗрлӗхе илӗр» терӗ.
Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсене ҫӗр парать, мӗншӗн эсир вӗсене ҫак ҫӗртен сивӗтесшӗн, унта кайма чӑрмантарасшӑн? 8. сирӗн аҫӑрсем, эпӗ вӗсене Кадес-Варни хулинчен ҫӗр пӑхма ярсассӑн, ҫапла хӑтланнӑччӗ: 9. Есхол айлӑмӗ патне ҫитсессӗн, вӗсем унта ҫӗр курнӑччӗ, анчах Израиль ывӑлӗсем хӑйсене Ҫӳлхуҫа паракан ҫӗре ан кайччӑр тесе, вӗсене ҫав ҫӗртен сивӗтнӗччӗ; 10. ҫав кун Ҫӳлхуҫа ҫилли тӑвӑлса ҫитрӗ, Вӑл вара тупа туса каларӗ: 11. Египетран тухнӑ ҫак ҫынсем, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, [ырӑпа усал мӗнне пӗлекенскерсем,] Эпӗ Авраама, Исаака тата Иакова пама пулнӑ ҫӗре кураймӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Мана итлемерӗҫ, 12. унта Халев — Иефонния кенезей ывӑлӗ — тата Нав ывӑлӗ Иисус анчах кӗрӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Ҫӳлхуҫана итлесе-пӑхӑнса тӑчӗҫ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вара [Моисей] вӗсене каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр акӑ мӗн каларӗ: ыран канӑҫлӑх кунӗ, Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ шӑмачӗ; мӗн пӗҫермеллине паян пӗҫерӗр, мӗн ӑшаламаллине паян ӑшалӑр, мӗн юлнине уйӑрса хӑварӑр та ир валли пухса хурӑр, тенӗ.
Тух 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Тӑшман каларӗ: «хӑвалам, ҫитем, тупӑш уйӑрам; чунӑм вӗсемпе тӑранӗ; хӗҫӗме туртса кӑларам, аллӑм вӗсене тӗп тӑвӗ» терӗ.
Тух 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Кай, Израиль [ывӑлӗсен] аслӑ ҫыннисене пуҫтар та вӗсене кала: мана Ҫӳлхуҫа, аҫӑрсенӗн Турри — Авраам Турри, Исаак [Турри] тата Иаков [Турри] — курӑнчӗ, Вӑл: Эпӗ сирӗн патӑра пытӑм та сире Египетра мӗн кӑтартнине куртӑм тесе каларӗ, те, тенӗ.
Тух 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иаков Иосифа каланӑ: Пурне те Пултаракан Турӑ мана Лузра — Ханаан ҫӗрӗнче — курӑнса, мана пиллерӗ, 4. Вӑл мана каларӗ: акӑ Эпӗ сана ӗрчетӗп, сана йышлӑ тӑвӑп, санран темӗн чухлӗ тӗрлӗ халӑх кӑларӑп, ҫак ҫӗре сан хыҫҫӑн килес тӑхӑмна ӗмӗрлӗхе еткерлӗхе парӑп, терӗ.
Пулт 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Санӑн чуру, пирӗн атте, пире каларӗ: эсир манӑн арӑмӑм мана икӗ ывӑл ҫуратса панине пӗлетӗр; 28. пӗри мана пӑрахса кайрӗ, эпӗ: ӑна тискер кайӑк ҫурса пӑрахрӗ ахӑр, терӗм; эпӗ ӑна ҫак таранчченех курмарӑм; 29. кӑна та куҫӑм умӗнчен илсе кайсассӑн, ӑна пӗр-пӗр инкек пулас пулсассӑн, эсир мана ватӑлмалӑх кунӑмра хуйхӑртсах тупӑка кӗртетӗр, терӗ.
Пулт 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫав ҫӗрте пуҫлӑх пулса тӑраканӗ пире каларӗ: эсир тӳрӗ ҫынсем иккенне эпӗ акӑ епле пӗлӗп: хӑвӑрӑн пӗр тӑванӑра эсир ман патӑма хӑварӑр, килӗр-йышӑр выҫӑ ларасран ыттисем тырӑ илсе кайӑр, 34. ман патӑма кӗҫӗн шӑллӑра илсе килӗр; эпӗ вара эсир тӳрӗ ҫынсем иккенне, вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем маррине пӗлӗп; тӑванӑра хӑвӑрах парӑп, эсир ӗнтӗ ҫак ҫӗрте ҫӳреме те пултарӑр, терӗ, тенӗ.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.