Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кайсах (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрсе кайсах калаҫать председатель:

Помоги переводом

Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.

Йӑвана-йӑвана кайсах тапаҫланатчӗҫ, апӑршасем.

Помоги переводом

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Манӑн пухӑва кайсах килмелле.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӗрессе те ҫатӑртатса, каҫса кайсах вӗрет, ют ҫын патне чи малтан ыткӑнать.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ырӑ пуҫлӑ чухне кайсах кил.

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тепӗр чухне пулсан, вӑл ку эсрелсенчен хӑй те каҫса кайсах кулӗччӗ.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Атя, мӗн пулсан та пултӑр ӗнтӗ, сӑмах хускатнӑ хутне кайсах килем», — ирӗксӗрех тӗвтурӗ Лукарье.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Картиш урлах карса хунӑ пӑралукран сӑнчӑрпа кӑкарнӑ йытти пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫне хӑрӑлтатса чупать, каҫӑхса кайсах уласа вӗрет.

Помоги переводом

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сисет Аттеней, ашшӗ те урӑхларах пӑхать халь ун ҫине, ывӑлӗ ҫын шутне кӗни, вӑл старостӑпа та хӑй патне кайсах, куҫа-куҫӑн тӑрса калаҫни ӑна та савӑнтарать пулас.

Помоги переводом

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лаҫри пысӑк хуранта плов валли така яшки вӗрерӗ, хан поварӗ тӑрӑшсах, питрен хӗрелсе кайсах шашлык ӑшаларӗ, тарҫӑсем пӑр хунӑ нӳхрепсенчен ӗҫмелли-ҫимелли йӑтрӗҫ.

Помоги переводом

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗне кайсах выртнӑ эсӗ, кӑшт ҫеҫ вилсе кайман.

Помоги переводом

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗнле хӑйрӑн эс манпа тавлашма? — тилӗрсе кайсах кӑшкӑрчӗ воевода.

Помоги переводом

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Апла пулсан кайсах кур хурӑнсене, — пӗр кулмасӑр каларӗ Ятламас.

Помоги переводом

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑрмана кӗрсе пӗр йывӑҫ кутне ларнӑ та тем ҫинчен хӗрсе кайсах тавлашаҫҫӗ.

Помоги переводом

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чимӗр-ха, ачсем, ҫутта сӗтӗрсе кайсах пӑхар-ха ӑна.

Помоги переводом

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Канӑҫсӑр пурнӑҫ ҫапах та ун ашшӗпе Магмет Беззубовӑн: вӗҫӗмсӗр ялтан яла ҫӳремелле, нухайсемпе ҫапӑҫмалла, ҫитменнине тата, Хусанти тӳре-шара патне те кайсах тӑмалла.

Помоги переводом

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Настаҫ кинеми тӗлӗнсе ҫапла калаҫни питӗ кулӑшла пулса тухрӗ те, Лев Борисович каҫса кайсах кулчӗ.

Помоги переводом

Чи хаклӑ парне // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 79–82 с.

— Ак ӑҫта ларнӑ иккен «киремечӗ», — каҫса кайсах култӑмӑр вара эпир Палюк мучипе.

Помоги переводом

Киремет хурами // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 51–53 с.

Ҫук, инҫетрен пӑхнипе чӑтса лараймарӑм эпӗ, кураксем патне кайсах курас терӗм.

Помоги переводом

Ула курак меслечӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 22–23 с.

Тепӗр сехетрен вӑл «Зорький-3» текен фотоаппарат йӑтса та килчӗ, инструкцине каҫса кайсах вуларӗ.

Помоги переводом

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 131–134 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней