Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кайсах (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑр-чӑр-чӑр сенкер куҫлӑ тӳпери каҫӑхса кайсах, халь-халь ирӗлсе тумланаслах ҫунакан пуҫ тӳпинчи хӗвелӗ Ҫӗр ҫинчи пур чӗрри-сыввине те ҫавра ҫатма ҫине хурса чӑш-чӑш-чӑш та ҫатӑр-ҫатӑр-ҫатӑр ӑшалать, тейӗн.

Помоги переводом

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Вӗсем, каҫса кайсах чакӑлтатса, хӑйӑлтатакан пуличченех кӑшкӑрашса, коммунистсене, ытти партисене «пиҫӗ хулӑпа» ӗселеҫҫӗ, кӳпкеҫҫӗ, Совет влаҫне хура юпа ҫумне пӑталаҫҫӗ, Б.Н. Ельцин ятне Раҫҫейӗн ҫӗнӗ ялавӗ вырӑнне ҫӗклеҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Пуҫ тӑрринчех, хурӑн ҫинче, каҫса кайсах шурӑ курак кранклатать; инҫех те мар, лӑппи-лаппи пӑрахкаланӑ пӗчӗк ҫапӑ купи тӗлӗнче, нӑрхлаткаласа, самӑр сысна ҫӗр ҫӗтет; хӳмелли хӑма купи тӗлӗнче йӑпшакрах ула лайка хура кушака вирхӗнсе хӳтерсе кайрӗ; лапӑркка шыв кӳленчӗкӗ ҫывӑхӗнче аҫаллӑ-амаллӑ хур пулкки какӑлтатать; таҫта, хыҫал касра, ытла та сывӑ, харсӑр, ясар саслӑ автан ял янратсах «кӑкӑрне тӗппи пушатать»: куккурукку-у-у-ук!

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Анчӑк вӑрӑммӑн йынӑшса илчӗ, унтан каҫса кайсах вӗрсе ячӗ.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Унччен те пулмин ҫывӑхри хӑва тӗми хыҫӗнчен пӗчӗк шурӑ йытӑ ҫӗмӗрттерсе тухрӗ те, ҫаплах антӑхса кайсах вӗре-вӗре, йӗкӗт еннелле ыткӑнчӗ.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Саншӑн тӗмсӗлсех ҫитсен, вӑл ӳкерчӗке эпӗ каҫса кайсах чуптӑваттӑм (хӑвна шкулта кашни курмассерен вара пуҫ ҫаврӑнса каятчӗ, чӗлхесӗрленсе те лараттӑм).

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кайӑксем те хӑйсен пулас ӑрӑвне аталантарасси пирки хыпаланаҫҫӗ пулас, савӑнма манса кайсах ырми-канми апат ҫӗклеҫҫӗ.

Помоги переводом

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫывӑрас килмерӗ-и? — терӗ вӑл, хӗрачана сывлӑх сунма манса кайсах.

Помоги переводом

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Юратать кӑна мар, каҫса кайсах вулать имӗш Владимир Ульянов вырӑс литературине.

Помоги переводом

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Вӗсем арпашса кайнипе усӑ курса, Виктор урса кайсах следователе пудрӑпа шуратнӑ питӗнчен вӑйлӑн турта-турта ҫапрӗ…

Пользуясь их замешательством, Виктор с остервенением продолжал наносить удары по свежему напудренному лицу следователя…

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл вӗриленсе кайсах аташрӗ.

Он бредил в жару.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Конструктор хушаматне илтсен, хула комитечӗн секретарӗ хӑй шухӑша кайсах пӑхса ларакан темӗнле чертежа сӗтел ҫинчен илчӗ те Горовиц еннелле темиҫе утӑм турӗ.

Услышав фамилию конструктора, секретарь горкома, углубленным до сих пор в изучение какого-то чертежа на столе, взял его и направился было к Горовицу.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Виктор кун пирки халиччен тӗплӗн шухӑшласа пӑхманччӗ, ҫавӑнпа та вӑл Доруца хӗрсе кайсах каланӑ сӑмахсене чӗреренех йышӑнчӗ.

Виктор, у которого до сих пор не было своего твердого мнения по этому вопросу, был покорен аргументацией и пылким темпераментом Доруцы.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Анчах директор умӗнче айӑпа кӗнӗ пирки унпа темиҫе хутчен те пӗрле нарядра пулнӑ ҫынсем парӑнасшӑн мар, вӗсем Бундука суйлама ыйтса хӗрсе кайсах ҫухӑрашаҫҫӗ.

Но его товарищи по штрафным работам не идут ни на какие уступки и продолжают горячо поддерживать его кандидатуру.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫапла вара, Доруца хӗрсе кайсах хута кӗнине пула, Ромышкануна комсомола илчӗҫ.

Так, благодаря страстной поддержке Доруцы, Ромышкану был принят в комсомол.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вара вӑл хӗрсе кайсах шкулта пӑс машини вырнаҫтарма кирли ҫинчен ревизора ӑнлантарма пуҫларӗ.

И с жаром начал убеждать ревизора в необходимости паровой установки в школе.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Государство влаҫӗн тӑхлан алли — ҫара илмелли ҫамрӑксене вӑрҫа кайма вӗрентсе хатӗрлени, стрэжери тата вӑрҫа хатӗрленес тӗлӗшпе ӗҫлекен фашистла организацисем урса кайсах тискерленни — ҫамрӑксен хулпуҫҫийӗсем ҫине чӑтма ҫук йывӑррӑн килсе выртрӗҫ.

Тяжело легла свинцовая рука государственной власти на плечи молодежи: допризывное обучение, стрэжерия и многие другие насильственно военизированные и фашизированные организации.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Директор ун ҫине темиҫе ҫекунд чӗнмесӗр пӑхса тӑчӗ, унтан, пукан ҫине кайса ларчӗ те, каҫса кайсах кулма пуҫларӗ.

Директор посмотрел на пего несколько секунд, затем, опустившись на стул, разразился хохотом.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«Ҫав тӑмсая кӑшламалӑх шӑмӑ ывӑтса патӑм вӗт-ха, мӗн кирлӗ-ши тата ӑна!» — урса кайсах тарӑхрӗ директор.

«Бросил я этому тупице косточку погрызть, что ему еще надо!» — бесился директор.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл «кафедра» патнелле вӑрӑм урисемпе тӑрнаккай пек ярса пусса пынине курсан, ачасем сасартӑк чыхӑнса кайсах кулса ячӗҫ.

Ребята прыснули со смеху, когда он, шагая словно на ходулях, приблизился к «кафедре».

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней