Поиск
Шырав ĕçĕ:
Федя йӗрӗнчӗкле нимӗн чӗнмесӗр, куҫӗсемпе ҫӗрелле пӑхса, нухайка вӗҫӗпе хӑйӗн атти пуҫне шаккакаласа тӑчӗ.Федя презрительно молчал и, опустив глаза, постукивал кончиком нагайки о конец своего сапога.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Штатски йӗрӗнчӗкле кулчӗ те, монахран парӑнса, манпа юнашар ларакан хайхи ачана хулпуҫҫинчен хыттӑн туртса илчӗ.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Пирӗн хурлӑхлӑ ҫуртра унӑн иртӗнсе кайнӑ, тискер юррине итлеме ытла та йӗрӗнчӗкле туйӑнать.Отвратительно было слышать его разнузданную, дикую песню в нашем печальном доме.
III сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Ҫынӑнне парса ырӑ пулассин ирсӗрлӗхӗ тата хама ҫавӑн пек йӗрӗнчӗкле тытма хӑтланни — ҫавӑ пурте хама тарӑхса ӳпкелешмелле, хама та, пурне те курас килмелле мар тӑватчӗ.
XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Пӑрах, — тетӗп эпӗ, — йӗрӗнчӗкле япала вӑл…
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Сӑнтан пӑхсан хӑй сарлака питшӑммиллӗ, монголла куҫӗсем хӗсӗк те чалӑшшӑн лараҫҫӗ, сулахай пичӗ тӑршшипех — тарӑн ҫӗвек: вӑл тути хӗррисен кӗтессине кӑштах хӑпартрӗ те Артюшкӑн сӑн-пичӗ ҫине хӑйӗн нихҫан улшӑнми йӗрӗнчӗкле куллине сарса хучӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Офицер хӑйне йӗрӗнчӗкле ҫепӗҫ тыткалани, ӑмӑртмаллах сӑмахлани, киревсӗр ыйтусем парса выляни, турӗ ответсем паманни ӑна пӑшӑрхантарнӑ та ҫиллентернӗ, алӑк хыҫӗнче часовой йывӑррӑн пусса ҫӳрени унӑн чӗрине ыраттарнӑ.
VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Йӗрӗнчӗкле йӑл кулни уҫҫӑнах ҫиленнипе пӑтрашӑнса кайрӗ.
1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑл ухмахла та, йӗрӗнчӗкле те калаҫмасть пулсан, тата хӑй хитре пулсан, эсӗ ҫавӑнтах ӑна чӑтма ҫук ӑслӑ та йӗркеллӗ тетен.
V // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Вӗсене эпӗ сире кӑтартса тӑмӑп… ытла йӗрӗнчӗкле ку маншӑн.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Килкарти варринче ҫӑмне ҫап-ҫара касса ҫаратнӑ ытла та йӗрӗнчӗкле ырхан сурӑх тӑрать, ун ҫумӗнче, амӑшӗ пекех шурӑ ҫӑмлӑ путекки малти урисемпе чӗркуҫленсе пӗшкӗннӗ те, ӑшталансах амӑшӗ ҫумне тӗрткеленет.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Салтаксем, ирӗксӗр пулсан та, ҫавнашкал хӑтланни ытла та намӑсла, йӗрӗнчӗкле япала пулса тӑнӑ; ку виҫ-тӑват ҫынӗ ҫавӑн ҫинчен салтаксене тӑна кӗртесшӗн пулнӑ, тӑна кӗртме тӑрӑшнӑ…
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Халӗ вара йӗрӗнчӗкле пулать сана… ман ҫине пӑхма…
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Эп сывалнӑ хыҫҫӑн ватӑ Мануйлиха чӑтма ҫук йӗрӗнчӗкле пулса кайрӗ, мана ялт уҫӑ курайманлӑхпа кӗтсе илме пуҫларӗ, — эпӗ хаттӑра ларатӑп пулсан, кӑмакари чӳлмекӗсене ҫав тери ҫиллес, ҫав тери шавлӑ хаярлӑхпа куҫаркалать, — ҫавӑнпа эпир Олеҫҫӑпа кашни каҫах вӑрманта курнӑҫма кӑмӑл турӑмӑр…
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
«Мӗнпур хусканӑвӗнче, кашни сӑмахӗнчех, — шутлатӑп эпӗ, — мӗнле-тӗр чыслӑх (ҫав самай йӗрӗнчӗкле сӑмахӑн чи аван пӗлтерӗшӗпе пӑхсан, паллах), ҫутҫанталӑк панӑ темле чечен виҫелӗх палӑрать унӑн…»
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Эпӗ — Робин Гуд, санӑн йӗрӗнчӗкле вилӗ келеткӳ ӑна часах пӗлсе илӗ.
8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
26. Ҫавӑнпа Турӑ вӗсене намӑссӑрланса асма ирӗк пачӗ: вӗсенӗн хӗрарӑмӗсем йӗркеллӗ арлӑ-арӑмлӑ пурӑнас вырӑнне ирсӗрле хӑтланаҫҫӗ; 27. ҫавӑн пекех арҫыннисем те хӗрарӑмпа пурӑнас йӗркене пӑрахса пӗр-пӗринпе асасшӑн ҫунаҫҫӗ, арҫынпа арҫын йӗрӗнчӗкле аскӑн ӗҫсем тӑваҫҫӗ; ҫапла аташнӑшӑн вӗсем хӑйсене тивӗҫлӗ тавӑру хатӗрлеҫҫӗ.
Рим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1