Поиск
Шырав ĕçĕ:
6. Вара кил-йыш пуҫӗсемпе Израиль йӑхӗсен пуҫӗсем, пинпӳсемпе ҫӗрпӳсем, патша хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗсем парне кӳме тытӑннӑ.
1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫаксем Израиль йӑхӗсен пуҫлӑхӗсем пулнӑ.
1 Ҫулс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Израиль йӑхӗсен пуҫлӑхӗсем вара ҫаксем пулнӑ: Рувим ывӑлӗсен — Зихри ывӑлӗ Елиезер; Симеонӑн — Мааха ывӑлӗ Сафатия; 17. Левийӗн — Кемуил ывӑлӗ Хашавия; Ааронӑн — Садок; 18. Иудӑн — Давид пиччӗшӗ Елиав; Иссахарӑн — Михаил ывӑлӗ Омри; 19. Завулонӑн — Овадия ывӑлӗ Ишмаия; Неффалимӑн — Азриил ывӑлӗ Иеримоф; 20. Ефрем ывӑлӗсенӗн — Азазия ывӑлӗ Осия; Манассия ҫур йӑхӗн — Федаия ывӑлӗ Иоиль; 21. Галаад ҫӗрӗнчи Манассия ҫур йӑхӗн — Захария ывӑлӗ Иддо; Вениаминӑн — Авенир ывӑлӗ Иаасиил; 22. Данӑн — Иерохам ывӑлӗ Азариил.
1 Ҫулс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Азаил вӗсене пӗтӗм Израиль ҫӗрӗнче аркатнӑ, вӑл ӗнтӗ Иорданран тухӑҫалла выртакан ҫӗре — пӗтӗм Галаад ҫӗрне, Гад, Рувим, Манассия йӑхӗсен ҫӗрӗсене — туртса илнӗ, Арнон шывӗ хӗрринчи Ароертан пуҫласа Галаадпа Васан таранах туртса илнӗ.
4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вара Самуил каланӑ: ху Израиль йӑхӗсен патши пулса тӑнӑ чухне, Ҫӳлхуҫа сана Израиль патши пулма ҫу сӗрсе янӑ чухне эсӗ хӑвна ху пӗчӗк ҫын вырӑнне ҫеҫ хуманччӗ-и-ха?
1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Израиль ывӑлӗсем вара Иисус мӗнле хушнӑ, ҫавӑн пек тунӑ: Ҫӳлхуҫа Иисуса каланӑ пек, Израиль йӑхӗсен шутне кура, Иордан тӗпӗнчен вуникӗ чул илнӗ те вӗсене хӑйсем ҫӗр каҫма чарӑннӑ вырӑна ҫӗклесе кайса ҫавӑнта хунӑ.
Нав 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иисус Израиль ывӑлӗсем хушшинчен вуникӗ ҫын — кашни йӑхран пӗрер ҫын — чӗнсе илнӗ те 5. каланӑ вӗсене: хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑр саккунӗн арчи умне, Иордан варрине кӗрӗр те [ҫавӑнтан] йӑхсерен пӗрер чул — Израиль йӑхӗсен шучӗпе вуникӗ чул [илсе] — хулпуҫҫи ҫине хурӑр: 6. вӗсем сирӗн аса илтерекен паллӑ пулччӑр, [ялан ҫакӑнта выртчӑр]; ӳлӗм ывӑлӑрсем хӑвӑртан: «Мӗнле чулсем кусем?» тесе ыйтсассӑн, 7. вӗсене ҫапла калӑр: «[Пӗтӗм ҫӗр] Ҫӳлхуҫи саккунӗн арчи умӗнче Иордан шывӗ икке уйӑрӑлса тӑнӑ; вӑл Иордан урлӑ каҫнӑ чухне шыв икке уйӑрӑлса тӑнӑ, ку чулсене ҫавна асӑнмалӑх хунӑ» тейӗр; ҫапла вара ҫак чулсем Израиль ывӑлӗсемшӗн ӗмӗрӗпе астутарса тӑракан палӑк пулӗҫ, тенӗ.
Нав 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Халӗ ӗнтӗ сирӗн хушшӑрта чӗрипе хамӑр Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑртан уйӑрӑлса ҫав халӑхсен туррисене пуҫҫапма ҫӳрекен арҫын е хӗрарӑм, ӑру е йӑх ан пултӑр; сирӗн хушшӑрта наркӑмӑшпа эрӗм ҫитӗнтерекен тымар та, 19. ҫакӑ ылханӑн сӑмахӗсене илтсессӗн, хӑй ӑшӗнче мухтанса: «эпӗ хамӑн чӗрем еккипе ҫӳресе те телейлӗ пулӑп-ха» тесе калакан ҫын та ан пултӑр; апла тутти выҫҫипе пӗрле пӗтӗ; 20. Ҫӳлхуҫа ун пек ҫынна каҫармасть, ун пек ҫын ҫине Ҫӳлхуҫа ҫиллипе Ҫӳлхуҫа хаярлӑхӗ самантрах хыпса илсе ӳкӗ, ӑна вара ҫак [саккун] кӗнекинче ҫырса хунӑ [ҫак халалӑн] пӗтӗм ылханӗ ҫитӗ, Ҫӳлхуҫа унӑн ятне те ҫӗр ҫийӗнчен пӗтерӗ; 21. Ҫӳлхуҫа вара ӑна, ҫак саккун кӗнекине ҫырса хунӑ халалӑн пӗтӗм ылханӗпе шайлашуллӑн, пур Израиль йӑхӗсен хушшинчен пӗтерме уйӑрса илӗ.
Аст 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Моисей вара вӗсем тӗлӗшӗнчен мӗн тумаллине Елеазар священника, Нав ывӑлне Иисуса тата Израиль йӑхӗсен пуҫлӑхӗсене пӗлтернӗ, 29. Моисей вӗсене каланӑ: Гад ывӑлӗсемпе Рувим ывӑлӗсем пурте кӑрал тытса сирӗнпе пӗрле Ҫӳлхуҫа умӗнче Иордан леш енне вӑрҫӑпа кайсассӑн, унти ҫӗре пӑхӑнтарсассӑн, вӗсене Галаад ҫӗрне парӑр; 30. кӑрал тытса сирӗнпе пӗрле [Ҫӳлхуҫа умӗнче вӑрҫа каймасассӑн, вӗсен хуҫалӑхне, кил-йышне, выльӑх-чӗрлӗхне хӑвӑр умӑртан Ханаан ҫӗрне ярӑр], вӗсем сирӗнпе пӗрле Ханаан ҫӗрӗнче пай илӗҫ, тенӗ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Израиль йӑхӗсен пуҫлӑхӗсене Моисей ҫапла тесе каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр мана акӑ мӗн хушрӗ, тенӗ: 3. кам та кам Ҫӳлхуҫана сӑмах парас пулсассӑн е карт туса тупа тӑвас пулсассӑн, унӑн хӑй сӑмахне пӑсмалла мар, унӑн хӑй мӗн каланине пурне те тӑвасах пулать.
Йыш 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӗсем — халӑх хушшинчи чи сумлӑ арсем, хӑйсен ашшӗсенӗн йӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, Израилӗн пин ҫын пуҫлӑхӗсем, тенӗ.16. Это - избранные мужи общества, начальники колен отцов своих, главы тысяч Израилевых.
Йыш 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2