Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сергейпе Ирина пӳртрен тухсанах ачасем пек алла-аллӑн тытӑнчӗҫ те урампа мар, пахчасем витӗр кайрӗҫ; пахчасенче е пӑрҫапа сухан йӑранӗсем, е кӑшман ҫулҫисем, е ҫӗрулми лаптӑкӗсем ешерсе выртаҫҫӗ.
XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
«Эх, ҫутӑ тинӗс, мӗн пирки ятлаҫнӑ-ха вӗсем?» шухӑшларӗ вӑл, хӑрса кайнӑ хӑяр йӑранӗсем урлӑ утнӑ хушӑра.«Эх, и что ж они поругались-то?» — подумал он, шагая через посохшие огуречные гряды.
II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вӑл вара, чӳпӗкле пулнӑшӑн хӑйне хӑй ӑшӗнче ятласа, пахча йӑранӗсем ҫумӗпелен кукӑр-макӑр та лӗнчеке утӑмсемпе хӑярсемпе купӑстасене тапта-тапта пыракан Веткин хыҫӗнчен ӳркевлӗн сӗнкӗлтетрӗ.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Каллех — касӑ хыҫҫӑн касӑ выртса юлать, ҫӗр ҫулсем хушши ҫил-ҫумӑрпа ҫийӗнсе, пирченсе выртнӑ тӑпра, плуг шӑрчӗпе тӗренӗ айӗнче касӑлса, ҫаврӑнса выртать, пуҫхӗрлӗ ҫавӑрса пӑрахнӑ курӑксен хӑрса пӗтӗрӗнкелесе пӗтнӗ тымаррисем пӗлӗтелле кармашаҫҫӗ, касса вакласа тӗпретнӗ ҫиелти ҫеремлӗ тӑпра сийӗ хуп-хура касӑ йӑранӗсем айне пулса пытанать.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Стожарӑн тахҫанах ҫакӑн пек пулмалла! — Захар ачасем ҫине, унтан ҫӗр ҫырли йӑранӗсем ҫине пӑхрӗ — Мӗншӗн ҫырла пуҫтармастӑр?
33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл яр-уҫӑ алӑк патне утса пычӗ, алӑк сули ҫине тӑрса, хӑй пахчинчи ухмах курӑк пусса илнӗ помидор йӑранӗсем ҫинелле пӑхрӗ.
1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫӗрулми ани — 120, сухан — 15, купӑстапа хӑяр тата помидор йӑранӗсем — 10-шар, кишӗр — 8, ыхра — 5, хӗрлӗ кӑшманпа симӗс пӑрҫа — 3-шер, кавӑн, укроп-петрушка 2-шер тӑваткал метр йышӑнаҫҫӗ вӗсен.
Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
11. Галаад ӗнтӗ Авен пулса кайрӗ пулсан, вӗсем ниме те тӑмаҫҫӗ; Галгалра парне пама пӑрусем пусатчӗҫ, вӗсенӗн парне вырӑнӗсем ана йӑранӗсем ҫинчи чул куписем евӗрлехчӗ.
Ос 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.