Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑюллисемпе хастаррисен йышне ҫавӑн пекех Чӑваш Ен чемпионне Александр Смирнова, Раҫҫей шкул ачисен спартакиадин призерне Максим Яковлева, Екатерина Мулендеевӑпа Надежда Сабуровӑна, Илья Маловпа Артем Горбунова кӗртме пулать.
Фристайл - хӑюллисем валли // А.МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.
Анчах та утравсен йышне шутлас меслет халӗ те 1987 ҫулта ҫыран хуралӗ тунӑ тӗпчев ҫинче никӗсленет.
Японири утравсен йышӗ икӗ хут ӳсме пултарӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34328.html
Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗреймен пулин те, пирӗн команда вӑйлӑ йӗлтӗрҫӗсем хушшинчи чуна тыткӑнлакан кӗрешӳре кайри те пулман, вӑй-хал енчен лайӑх хатӗрленнине кӑтартса панӑ.
Спартакиада пуҫланчӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%81%d0%b ... %87%d3%97/
Марине пыл хуртне чи телейлисен йышне кӗртет, мӗншӗн тесен Марине сарӑ чечеке пӳрнипе ҫеҫ ачашлать, пыл хурчӗ вара чечек ӑшне кӗре-кӗре тухать, сарӑ утрав ҫинче йӑваланать.
Сарӑ чечек // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 82-83 с.
Ҫавӑн пек чӗлхесен йышне чӑваш чӗлхи те кӗрет.
«Паян – Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ...» // Анна Егорова. https://t.me/c/1455316948/7430
Бригада Р.Малиновский генерал-лейтенант ертсе пынӑ 66-мӗш Армин йышне кӗнӗ.
Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/
Алексей Тихоновпа (Тӑрӑм) Валерий Архипов (Елчӗк) призерсен йышне кӗнипе те кӑмӑллӑ.
Ушкӑнпа старта тухса ярӑнтӑмӑр савӑнса // Н.ФЕДОРОВ. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d1%83%d1%8 ... %81%d0%b0/
Кооператив правленийӗн иртнӗ ҫулхи ӗҫне тишкерсе пӗтӗмлетнӗ май ҫакна та аса илмелле: 2021 ҫулхи ӗҫ кӑтартӑвӗсем тӑрӑх «Комбайн» ЯХПК республикӑри АПК тытӑмне кӗрекен 100 чи лайӑх предприяти йышне кӗнӗ.
Йӗркелӗх, ӗҫлӗх — чи кирли // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b9e%d1% ... %bb%d0%b8/
Ку проекта ырласан Тӗп суйлав комиссийӗн пайташне иноагентсен йышне кӗртсен вӑл тӳрех ӗҫлеме пӑрахӗ.
Иноагентсене Тӗп суйлав комиссийӗн пайташӗ пулма пӑрахтарасшӑн // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34222.html
Тивӗҫтерӳ подразделенийӗн йышне ертсе пырса Артемий Олегович хӑйсенчен чылай йышлӑ ВСУ ушкӑнӗпе ҫапӑҫӑва кӗнӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Пӗлтӗрхи пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх республика туристсен йышне 60 процент чухлӗ ӳстерсе туризма тата тараватлӑх индустрине аталантарассин ҫирӗплӗхӗпе Раҫҫейре 6-мӗш вырӑн йышӑнчӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес отрасльте те ӗҫе хӑвӑртлатассине малалла тӑсмалла, сӗт суса илессине, ӑратлӑ выльӑх йышне ӳстерессине тивӗҫтермелле.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Иртнӗ ҫул пирӗн 237 спортсмен Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ спорт командисен йышне кӗнӗ.237 человек вошли в прошлом году в составы сборных команд России.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне лекме Тутарстанри Марат Исхаковпа Патӑрьел енчи Роза Власова та тивӗҫнӗ.
Вӑрнар фермерӗн пылӗ - чи лайӑххи // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12162-v- ... -laj-khkhi
Шӑнкӑртамри Чулпан Пазюкова фермер хуҫалӑхӗ хатӗрленӗ проект вара РФ Ял хуҫалӑх министерствин конкурсӗнче чи лайӑх 10 проектсен йышне кӗрсе ҫӗнтернӗ, 10 млн тенкӗ илме тивӗҫнӗ.
Ырӑ улшӑнусем куҫ умӗнче // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44129-yr-ul ... uc-um-nche
«Красная поляна» хуҫалӑха миллионерсен йышне кӗртрӗ.
Пирӗн урам анаталла // Александр ЛЕОНТЬЕВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44182-pir-n ... m-anatalla
Пӗр сӑмахпа каласан — кантурта ларакансен йышне сахаллатмалла.
Суя пурнӑҫ — ҫур кунлӑх // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 62–66 с.
Вӗлле хурчӗсен йышне ӳстерес шутӑм пур, халлӗхе пирӗн виҫӗ вӗлле ҫӗр…
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ҫавӑн пекех «Пултарулӑхӑн техника тӗсӗсенче» Кӳстӳмӗрти шкулта вӗренекен Егор Ерлыгинӑн ӑста ӗҫӗ те чи лайӑххисен йышне кӗнӗ.
Финалта тупӑшӗҫ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10671-fi ... a-tup-sh-c
2012 ҫулта пултӑрана ҫумкурӑксен йышне кӗртнӗ.
Пултӑранпа кӗрешеҫҫӗ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10759-pu ... -k-reshecc