Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чулӗсем чи йывӑр гладиатортан — Эномайран та йывӑртарах пулчӗҫ.
XII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ах, йывӑр шухӑш, эсӗ сурантан та йывӑр.
Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.
Анчах йывӑр, питӗ йывӑр!
3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Вӑл ман пуҫа йывӑр бархӑтпа витсе лартрӗ, ӑвӑс тата ладӑн шӑршисем мана чыхӑнтарчӗҫ, калаҫма йывӑр пулчӗ, калаҫасах та килмерӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— …Мӗншӗн тесен вӑл пирӗн кӗрешӗвӗн чи йывӑр самантӗнче отрядра пӑлхав пуҫарса яма хӑтланнӑ, ҫавӑнпа питӗ йывӑр айӑпа кӗнӗ!
17 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пӗр-пӗринпе ытла та ансат калаҫасси вӗсен тепӗр чухне йывӑр сӑмахсем каласси патнех ҫитет, анчах йывӑр пек туйӑнакан сӑмахсем каланинче те пӗрне-пӗри кӳрентересрен шикленни палӑрать.
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ ҫапла шутлатӑп: Наталья Савишна йывӑр пурнӑҫпа пурӑннӑ, анчах Петровскинчи пысӑк та пушӑ ҫуртра, тӑванӗсемпе тусӗсем ҫук ҫӗрте, пӗччен вилесси ӑна тата та йывӑртарах пулнӑ.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Енчен сире йывӑр пулсан, мана сиртен уйрӑласси татах та йывӑртарах, — тенӗ атте, ӑна хулпуҫҫинчен лӑпкаса, — эпӗ халь урӑхла шухӑш тытрӑм.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Сан сӑмахна хирӗҫ эпӗ ҫакна ҫеҫ калатӑп: ӗненме йывӑр, эхер ҫын, хӑй утмӑл ҫула ҫитнине пӑхмасӑр, хӗлле те, ҫулла та ҫарран ҫӳресен, тумтире айӗнчи асап кӗпине пӗртте хывмасть пулсан, янтӑ пурнӑҫпа лӑпкӑн пурӑнма сӗннипе килӗшмесен, — ҫаксене пурне те вӑл хӑй кахаллине пула кӑна тӑвать тенине ӗненме йывӑр.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Ҫапла ҫав, — шухӑшлатӑп, — йывӑр, Петя Трофимов, ют ҫӗрте, ют кӗпӗрнере вилме йывӑр.«Да, тяжело, — думаю, — Петя Трофимов, помирать не в своей губернии.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Халӗ йывӑр, питӗ йывӑр — пограничниксем сӑнасах тӑраҫҫӗ.
Тинӗс пырӗнчи тӗлпулу // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Анчах хальхинче те ҫавна тума йывӑр иккен, пит йывӑр.
Пролог вырӑнне // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
«Хам тӑвас тенӗ пек тума йывӑр ҫав, питӗ йывӑр», — шухӑшларӗ Кэукай; аллисем вара ирӗксӗрех тума пуҫланӑ статуэтка патнелле туртӑнчӗҫ.
Переменӑри хирӗҫӳ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Тӗрес, пӗрре ҫырса илме йывӑр мар, — килӗшрӗ учительница, — анчах кашнинче ҫӗнӗрен ҫырма йывӑртарах пулать.
Кэргыль патӗнче хӑнара // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Пӗлетӗп, йывӑр, питӗ йывӑр тӑван ҫынна ҫухатма.
Кэргына пытарни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Урама, халӑх хушшине вӗсем хӑйсен шухӑшӗсене ҫынна каласа пама мар, ҫыннӑнне татса илме, ҫаклатса юлма тухаҫҫӗ, вара, ҫавна килне илсе таврӑнаҫҫӗ те, ҫултан-ҫулах вӑрахӑн тӑсӑлса пыракан куллен-кунхи ӗҫсем ҫинчен шухӑшлама хӑнӑхса ҫитнӗ пуҫри йывӑр шухӑшсем хушшинче ӑна ҫӗтӗлтерсе вӗтетсех яраҫҫӗ; кашни ҫыннӑн килӗ-ҫурчӗ тӗрме пулса тӑнӑ, алла ҫакланнӑ ҫӗнӗлӗх ҫавӑнта нумайччен йывӑр та тӗттӗм тыткӑнра тертленет, унтан вара, халтан янӑскер, нимӗн те ҫуратса хӑвармасӑрах хуллен вилсе выртать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Чӗрере питӗ йывӑрччӗ, ҫав тери йывӑр, анчах савӑнмалли минутсем те пурччӗ-ха; мана хамӑн талантшӑн упраса усратчӗҫ, тата эпӗ искусствӑна ҫав тери, ним юлми парӑнаттӑм та, таврара мӗн пулса иртнине те манса каяттӑм; мана — уншӑн халь хама та кулӑшла та, намӑс та — кунти театра питӗ лайӑх туни кӑмӑла кайса лӑплантаратчӗ.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Питӗ йывӑр, ытла та йывӑр пулас апат-ҫимӗҫ запасӗ тӗлӗшпе ҫӗршывра, мӗншӗн тесен доклад тӑваканни Халӑх Комиссарӗсен Совечӗн Председателӗн сӗнӗвӗ пирки нимӗн те шарламасть.
Халӑх япали // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
«Йывӑр, уйрӑмах йывӑр ҫакнашкал вӑхӑтра чи тӗрӗс туссене ҫухатма», — шухӑшлать Владимир Ильич.«Тяжко, особенно тяжко в такое суровое время терять верных друзей», думал Владимир Ильич.
Йывӑр ҫухатусем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Йывӑр, питех те йывӑр пӗрремӗш, чи пӗрремӗш, йӗрленчӗк тумашкӑн!
12 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.