Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Пӗччене йывӑр… пӗччене йывӑр… пӗччене йывӑр… — хуравларӗ ахрӑм.
XIX // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
Ку ҫӑмӑл мар, йывӑр, хӑрушла йывӑр, революцине хӑйне тӑвассинчен те йывӑртарах пулать, анчах урӑхла май ҫук; унтан, акӑ, Коля пеккисем ӳссе ҫитӗнӗҫ, вӗсемпе те хӑйсене майлӑ йывӑрлӑхсем тупӑнӗҫ, анчах вӗсемпе ҫапах та ҫӑмӑлтарах пулӗ.
12 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Чӑматанӗ шуйттан пекех йывӑр, ун ӑшне япаласем тултарнипе мар йывӑр, ахаль, хӑй ҫавӑн пек йывӑр, Женька ӑна е сылтӑм аллипе, е сулахаййипе йӑтать.
Женька // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Ҫанталӑк условийӗсем йывӑр пулнине пӗлтерекен хыпар йывӑр промышленность наркоматне ҫитсенех, Йывӑр промышленность наркомӗ Орджоникидзе юлташ, задание пурнӑҫланӑ тесе шутласа, «N0-25» экипаж командирне, Чкалов юлташа, малалла вӗҫме чарса радио тӑрӑх приказ панӑ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Хӑйӗн вӑйӗ хавшаса пынине Маклай халӗ те туять ӗнтӗ: ту ҫине хӑпарма йывӑр, хӑвӑрттӑн утма йывӑр, тулли хутаҫа хулпуҫҫи ҫинче йӑтса таврӑнма та йывӑр.
Сунара! // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
— Пысӑк та йывӑр япаласене хӗлле, шартлама сивӗре, ҫула яланах юр шӑлса тӑнӑ вӑхӑтра, инҫете турттарса кайма йывӑр, питех те йывӑр.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
«Облаҫри, чи йывӑр районти, чи йывӑр ял Советӗнчи япӑх колхоз, — шухӑшларӗ Андрей, Первомайск ҫывӑхӗнче кӑранташпа ункӑсем туса, — унпа ӗҫлеме те йывӑр».
2. Ирхине // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
«83) йывӑр ҫын пулнӑ хӗрарӑмсем, йывӑр ҫын пулнӑ тата ача ҫуратнӑ май отпускра шутланакан хӗрарӑмсем, ача виҫӗ ҫула ҫитиччен ача пӑхма паракан отпускра шутланакан граждансем, енчен те вӗсем ӗҫ паракан ӗҫ договорӗ тума килӗшменнипе, ҫапла майпа Раҫҫей Федерацийӗн Ӗҫлев кодексӗпе палӑртнӑ гарантисене пӑснипе, малтанхи ӗҫе таврӑнассипе, ӗҫ укҫине шыраса илессипе, ҫав шутра ирӗксӗр тунӑ прогул вӑхӑчӗшӗн, ӗҫ параканӑн тивӗҫсӗр ӗҫӗсене (ӗҫлеменнине) пула кӳнӗ мораль сиенӗшӗн саплаштару укҫине шыраса илессипе, йывӑр ҫын пулнӑ вӑхӑтра тата ача ҫуратнӑшӑн тӳлекен пособие памалла тӑвассипе, ӑна ҫӗнӗрен шутласа парассипе тата шыраса илессипе, ача ҫуралсан пӗр хутчен паракан пособие, ача пӑхнӑшӑн кашни уйӑхра паракан пособие илессипе, ача ашшӗ кам пулнине палӑртассипе тата ҫавӑн пирки пуҫланнӑ тавлашӑва татса парассипе, алимент шыраса илессипе ҫыхӑннӑ ыйтусем енӗпе тӳлевсӗр право пулӑшӑвӗ пама ыйтнӑ чухне;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинчи тӳлевсӗр право пулӑшӑвӗ ҫинчен" саккунӗн 6 статйине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №7 от 13 февраля 2018 г.
Унччен эпӗ ватӑ ҫынсенчен те ҫапла каланине илтмен: «унӑн йывӑр инсульт, ҫавӑнпа сапланса утать»; «ҫав ҫынсен юн пусӑмӗ пӗрре ҫӳлелле хӑпарать, тепре анать»; «шӑммисем ҫийӗнеҫҫӗ, йывӑр формӑллӑ артроз»; «пурнӑҫ тӑршшӗпе ятарлӑ эмел ӗҫме тивет, йывӑр йышши анеми чирӗ»; «кашни уйӑхра 4 000 тенкӗлӗх сипленме тивет».
Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8
— Йывӑр ывӑлӑм, шутсӑр йывӑр, — пуҫне уснӑ вара Савельич та.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Вӑл йывӑр тӗттӗмлӗх витӗр Аслӑ Октябрь ҫутатнӑ кунсенче чӑвашра ирӗклӗ те ҫутӑ пурнӑҫ тӑвассишӗн ӗҫ халӑхӗн тӑшманӗсемпе хӑюллӑн кӗрешет; вӑл граждан вӑрҫи пынӑ юнлӑ хирсенче ютсемпе ҫапӑҫать; вӑлах, каярахпа, юхӑннӑ хуҫалӑха ура ҫине тӑратассишӗн, хӑш чух выҫӑ пулин те, пӗр ӳпкелешмесӗр йывӑр ӗҫе тӑрать.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
— Йывӑр ҫын эпӗ, Ваҫлей, йывӑр ҫын.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.
Ҫак сӑмахсем чи йывӑр айӑплавран та йывӑртарах пулчӗҫ Иринӑшӑн.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Кузнецова чӗнмерӗ, ӑна сывлама та йывӑр пулчӗ, калӑн, кӑкӑрӗ ҫине йывӑр чул хунӑ.
Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
1991 ҫулта Словени республики хӑйӗн никама пӑхӑнманлӑхӗ ҫинчен пӗлтернӗ хыҫҫӑн, Мариборти йывӑр промышленность Югославинчи рынокӗсене ҫухатнине пула хӑйӗн продукцине вырнаҫтарайманнине пула йывӑр вӑхӑта тӳссе ирттернӗ, хулара ӗҫсӗрлӗх шайӗ ун чухне 25% ҫитнӗ.
Марибор // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 0%BE%D1%80
Вара санӑн ҫав счетчике хирӗҫ юри мӗнле те пулин йӗркесӗртерех ӗҫ тӑвас е ӑна йывӑртарах нагрузка парас килсе каять, хӑй шакканӑ ҫӗртех чыхӑнтӑр та… хӑйне йывӑр килнипе тата хӑй тарӑхнипе ҫурӑлса кайтӑр.
15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ҫав саккунсӑр ӗҫсене витсе, хупласа тӑнӑ Сталинӑн авторитечӗ питӗ пысӑк пулнӑшӑн кӑна та мар йывӑр пулнӑ, ҫав вӑтӑр ҫиччӗмӗш ҫул та, ун хыҫҫӑнхи ҫулсем те ҫара саккунсӑр ӗҫсен историйӗ кӑна пулманшӑн йывӑр пулнӑ.
7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Укӑлча хапхинчен Кӗҫтукпа пӗрле тухса кайрӗ те пӗччен килсе кӗчӗ — епле йывӑр ӑна халь Укаҫ умӗнче тӑма, епле йывӑр пуль Укаҫа Тимуша курма.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Йывӑр кунта, йывӑр, ҫавӑнпа хӑвӑрт улшӑнчӗ шухӑшу.
VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Чӗнмесӗр ларсан-ларсан, ахлатсах сывларӗ те: — Йывӑр килет ҫав ҫемҫе кӑмӑллӑ ҫынна, йывӑр килет, — терӗ виҫҫӗмӗш хут.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.