Поиск
Шырав ĕçĕ:
11. Ҫапла ӗнтӗ, чухӑна таптанӑшӑн, унран парнелӗх ҫӑкӑр илнӗшӗн эсир, чутланӑ чулран ҫурт тусассӑн та, унта пурӑнаймӑр; хӳхӗм иҫӗм пахчисем лартса ӳстерсен те, иҫӗм ҫырли эрехне ӗҫеймӗр: 12. Эпӗ сирӗн йӗркесӗр ӗҫӗрсем мӗн тери нумаййине, ҫылӑхӑрсем мӗн тери йывӑррине пӗлетӗп: эсир — тӳрӗ ӗҫ тӑшманӗсем, эсир сӗрев илетӗр, сутра чухӑнсенӗн ӗҫне тӳнтерле кӑтартатӑр.
Ам 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иҫӗм йывӑҫне лайӑх хире тулӑхлӑ шыв хӗррине лартнӑ пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл туратсем хунатма, ҫимӗҫ ӳстерме, тӗлӗнмелле хӳхӗм иҫӗм йывӑҫӗ пулма пултарнӑ.
Иез 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 2. этем ывӑлӗ! иҫӗм йывӑҫӗ тепӗр йывӑҫран мӗн тӗлӗшӗнчен лайӑхрах, иҫӗм йывӑҫӗн турачӗсем вӑрманти йывӑҫсем хушшинче мӗн тӗлӗшӗнчен пахарах?
Иез 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Севамри иҫӗм пахчи, эпӗ саншӑн Иазершӑн хурланнинчен ытларах хурланатӑп: хунавусем тинӗс леш енне ҫитиех сарӑлатчӗҫ, Иазер патнех ҫитетчӗҫ; ӗнтӗ ҫуллахи ҫимӗҫне, пиҫсе ҫитнӗ иҫӗм ҫырлине вӑрӑ-хурах тапӑнать.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ун чухне ӗнтӗ: «ашшӗсем пиҫмен иҫӗм ҫырли ҫинӗ, ачисен шӑлӗ шаннӑ» тесе каламӗҫ, 30. кашниех хӑйӗн йӗркесӗр ӗҫӗшӗн вилӗ; пиҫмен иҫӗм ҫырли ҫиекенӗн чӑнах та шӑлӗ шанӗ.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Каллех тӳнкӗрне тытӑн та савӑнӑҫлӑн ташласа тухӑн; 5. Самари тӑвӗ ҫинче каллех иҫӗм пахчи ӗрчетӗн; иҫӗм ҫырли туса илекенсем ҫимӗҫӗпе хӑйсемех усӑ курӗҫ.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Израиль йӑлкӑмне, иҫӗм ҫырли пек, пӗтӗмпех пуҫтарса кайӗҫ; иҫӗм ҫырли татакан пек, аллуна кунтӑ енне тӑс.
Иер 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16-17. Езекияна ан итлӗр: Ассири патшийӗ ҫапла калать: манпа тату тӑвӑр, ман патӑма тухӑр, эпӗ сире ҫак ҫӗр евӗрлех тепӗр ҫӗре — тырӑпа эрех ҫӗрне, улма-ҫырлапа иҫӗм пахчийӗсен ҫӗрне — илсе кайиччен кашниех хӑйӗн иҫӗмне, хӑйӗн смоква йывӑҫӗн ҫимӗҫне ҫитӗр, хӑй ҫӑлӗнчи шыва ӗҫтӗр.
Ис 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эпӗ иҫӗм ҫырли татакансем хыҫҫӑн пуҫтартӑм, кайранхи пулса, тӑрӑшсах ӗҫлерӗм, 16. Ҫӳлхуҫа пиллӗхӗпе ӗҫӗм ӑнӑҫлӑ пулчӗ: юхтаркӑча иҫӗм ҫырли татса тултартӑм.
Сир 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Килсем, савнӑ каччӑм, тухар уй-хире, кӗрер ялсене; 13. ир-ирех каяр иҫӗм пахчине, курар-ха: иҫӗм турачӗ папкаланнӑ-ши, чечеке ларнӑ-ши, нар улмийӗн йывӑҫӗ ҫеҫкеленнӗ-ши; унтах сана ҫупӑрлайӑп, ачашлӑп.
Юрӑ 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Акӑ вӗсем, пушхир ашакӗсем пек, тупӑш шыраса, ир-ирех хӑйсен ӗҫне тума тухаҫҫӗ; ҫеҫенхир вӗсем валли, вӗсенӗн ачи-пӑчи валли ҫӑкӑр парать; 6. вӗсем ют уйра тырӑ выраҫҫӗ, йӗркесӗр ҫын пахчинче иҫӗм ҫырли пуҫтараҫҫӗ; 7. ҫарамасскерсем ним витӗнмесӗр, пӗр тумтирсӗр сивӗ ҫӗрте ҫӗр каҫаҫҫӗ; 8. тусем хушшинче ҫумӑрпа исленеҫҫӗ, хӳтӗлӗх тупаймасӑр чул хысакӗ ҫумне тӗршӗнеҫҫӗ; 9. тӑлӑх арӑмран ӗмӗртекен ачине туртса илеҫҫӗ, кӗлмӗҫрен парӑмӗ вырӑнне ачине илсе каяҫҫӗ; 10. тумтирсӗр хӑварса ҫарамас ҫӳретеҫҫӗ, выҫӑхса ҫитнисене пучах ҫитереҫҫӗ; 11. вӗсем ҫу йывӑҫҫисем хушшинче ҫу ҫапаҫҫӗ, юхтаркӑчра иҫӗм ҫырли таптаҫҫӗ, хӑйсем ӑш хыпнипе аптӑраҫҫӗ.
Иов 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫав кунсенче эпӗ Иерусалимра шӑматкун та юхтаркӑчра иҫӗм ҫырли тӗшӗрнине, кӗлте турттарнине, ашаксем ҫине эрех, иҫӗм ҫырли, смоква тата ытти япала тиесе Иерусалима иле-иле кайнине куртӑм.
Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. «Ҫапла хушатӑп: манӑн патшалӑхӑмра пурӑнакан Израиль халӑхӗн ҫыннисем, священниксемпе левитсем кам та кам Иерусалима кайма шухӑшлать, ҫавсем санпа пӗрле кайччӑр. 14. Сана патшапа унӑн ҫичӗ канашҫи Иудӑпа Иерусалима яраҫҫӗ: санӑн хӑвӑн Туррун саккунӗ пур, унти лару-тӑрӑва ҫак саккун тӑрӑх пӑхса тух. 15. Унсӑр пуҫне санӑн унта ылтӑнпа кӗмӗл — патшапа унӑн канашҫисем Иерусалимра пурӑнакан Израиль Турри валли панӑ ылтӑн-кӗмӗле — илсе ҫитермелле; 16. тата эсӗ пӗтӗм Вавилон ҫӗрӗ тӑрӑх кайса ылтӑн-кӗмӗл пуҫтарӑн та ӑна та, тата халӑхпа священниксем Иерусалимри хӑйсен Туррин Ҫурчӗ валли ырӑ кӑмӑлтан панӑ парнисене те хӑвӑнпа пӗрле илсе кайӑн; 17. ҫав укҫапа хӑвӑртрах вӑкӑрсем, сурӑхсем, путексем тата унсӑр пуҫне тырӑ-пулӑ парнисем туян, вӗсем ҫине сирпӗтме иҫӗм эрехӗ туян, ҫакна пӗтӗмпе хӑвӑр Туррӑрӑн Иерусалимри Ҫурчӗн парне вырӑнӗ ҫинче парне кӳр. 18. Ытти мӗн юлнӑ ылтӑн-кӗмӗлпе ху тата хӑвӑн тӑванусем мӗн тума шухӑшлатӑр, хӑвӑр Туррӑр ирӗкӗпе ҫавна тӑвӑр. 19. Сана хӑвӑн Туррун Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑма панӑ савӑтсене Иерусалим Турри умне ларт. 20. Хӑвӑн Туррун Ҫурчӗ валли тата мӗн кирлине сана патша мулӗн управӑшӗнчен илсе парӗҫ. 21. Эпӗ, Артаксеркс патша, юханшыв леш енчи мул управҫисене ҫапла хушатӑп: Ездра священник, Ҫӳлти Турӑ саккунне вӗрентекен, сирӗнтен мӗн ыйтать, ҫавна пӗр тӑхтаса тӑмасӑр парӑр: 22. ҫӗр талант таран кӗмӗл, ҫӗр кор таран тулӑ, ҫӗр бат таран иҫӗм эрехӗ, ҫӗр бат таран ҫу парӑр, тӑварне вара виҫме те кирлӗ мар. 23. Ҫӳлти Турӑ мӗн хушнӑ, ҫӳлти Турӑ Ҫурчӗшӗн ҫавна тимлӗн, тӑрӑшса тумалла; [асӑрханӑр, ҫӳлти Турӑ Ҫурчӗ ҫине кам та пулин алӑ ан тӑстӑр,] ҫавна пула патшалӑх ҫине, патшапа унӑн ывӑлӗсем ҫине Унӑн ҫилли ан ӳктӗр. 24. Эпир сире пӗлтерсе хуратпӑр: священниксенчен е левитсенчен, юрӑҫсенчен, хапха хуралҫисенчен, левитсене пулӑшакансенчен, ҫак Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракансенчен нихӑшӗнчен те хырҫӑ та, куланай та, нимӗнле тӳлев те илмелле мар. 25. Эсӗ вара, Ездра, Турру ӑслӑлӑхне чӗрӳне хывнӑскер, пуҫлӑхсемпе тӳресем лартса тух; вӗсем юханшыв леш енчи пӗтӗм халӑха — санӑн Туррун саккунӗсене пӗлекенскерсене — тӳррипе сут туччӑр, пӗлменнисене вара вӗрентӗр. 26. Кам та кам санӑн Туррун саккунне, патша саккунне пурӑнӑҫламасть, ҫавна ҫийӗнчех сут туса е вӗлермелле, е хӑваласа ямалла, е укҫа тӳлеттермелле, е тӗрмене хупмалла».
1 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Патша пурлӑхне Адиил ывӑлӗ Азмавеф сыхланӑ, уй-хирти, хуласемпе ялсенчи тата пашнесенчи пурлӑха вара Уззия ывӑлӗ Иоанафан пӑхса тӑнӑ; 26. уй-хирте ҫӗр ӗҫӗ тӑвакансене — Хелув ывӑлӗ Езрий; 27. иҫӗм ҫырли пахчисене — Рама ҫынни Шимей, иҫӗм ҫырли эрехне упракан вырӑнсене — Шефам ҫынни Завдий; 28. айлӑмри ҫу йывӑҫӗсемпе смоква йывӑҫӗсене — Гедер ҫынни Баал-Ханан, йывӑҫ ҫӑвне — Иоас; 29. Шаронра кӗтӳре ҫӳрекен шултӑра выльӑха — Шарон ҫынни Шитрай, айлӑмри выльӑха — Адлай ывӑлӗ Шафат; 30. тӗвесене — Исмаил ҫынни Овил, ашаксене — Мерониф ҫынни Иехдия; 31. вак выльӑха Агарь ҫынни Иазиз пӑхса тӑнӑ.
1 Ҫулс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ассири патши ҫапла калать: манпа тату тӑвӑр, ман патӑма тухӑр, эпӗ сире ҫак ҫӗр евӗрлех тепӗр ҫӗре — тырӑпа эрех ҫӗрне, улма-ҫырлапа иҫӗм пахчийӗсен ҫӗрне, ҫу йывӑҫҫисемпе пыл ҫӗрне — илсе кайиччен кашниех хӑйӗн иҫӗмне, хӑйӗн смоква йывӑҫӗн ҫимӗҫне ҫитӗр, хӑй ҫӑлӗнчи шыва ӗҫтӗр; ҫӗнӗ ҫӗре куҫса кайсассӑн та вилместӗр, пурӑнатӑр.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ахав Навуфее каланӑ: хӑвӑн иҫӗм пахчине пар мана, унта эпӗ пахчаҫимӗҫ туса илӗп, вӑл ман керменӗм ҫывӑхӗнчех; ун вырӑнне сана унтан лайӑхрах иҫӗм пахчи парӑп е, кӑмӑлу пулсассӑн, унӑн хакне кӗмӗлпе тӳлӗп, тенӗ.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Самуил хӑйӗнчен патша ыйтакан халӑха Ҫӳлхуҫанӑн мӗнпур сӑмахне каласа кӑтартнӑ, 11. каланӑ вара: сире тытса тӑрас патшанӑн ирӗкӗ акӑ мӗнле пулать: вӑл сирӗн ывӑлӑрсене илӗ те хӑйӗн ҫар урапийӗсем ҫумне тӑратӗ, вӗсене хӑйӗн юланутҫисем туса хурӗ, вӗсем унӑн ҫар урапийӗсем умӗнче чупса пырӗҫ; 12. вӗсене вӑл пинпӳсемпе алпӳсем туса лартӗ, вӗсем унӑн хирӗсене сухалӗҫ, унӑн тыррине вырӗҫ, ун валли вӑрҫӑ кӑралӗ тата ҫар ураписем тӑвӗҫ; 13. сирӗн хӗрӗрсене хӑй валли сӗрӗш хатӗрлеттерӗ, апат-ҫимӗҫпе ҫӑкӑр пӗҫерттерӗ; 14. сирӗн хирӗрсене, сирӗн иҫӗм пахчийӗсене, ҫу йывӑҫҫи пахчисене чи лайӑххисене илӗ те вӗсене хӑйӗн тарҫисене парӗ; 15. сирӗн хирӗрсем, иҫӗм пахчийӗсем кӳрекен ҫимӗҫрен вуннӑмӗш пайне илӗ те ӑна хӑйӗн хайранӗсемпе тарҫисене парӗ; 16. сирӗн чурӑрсемпе хӑрхӑмӑрсене, чи лайӑх яш ачӑрсене, ашакӑрсене суйласа илӗ, вӗсемпе хӑйӗн ӗҫӗсенче усӑ курӗ; 17. вак выльӑхӑртан вуннӑмӗш пайне илӗ, эсир хӑвӑр та унӑн чурисем пулса тӑрӑр; 18. ҫавӑн чухне вара хӑвӑр валли суйласа илнӗ патшана пула ахлатса йӗретӗр эсир; Ҫӳлхуҫа сире ун чухне нимӗн те хуравламӗ, тенӗ.
1 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вениамин ывӑлӗсене вара ҫапла тума хушнӑ, каланӑ вӗсене: кайӑр та ҫавӑнта иҫӗм пахчине пытанса ларӑр, 21. астӑвӑр, Силом хӗрӗсем вӑйӑ картине ташлама тухсассӑн, иҫӗм пахчинчен тухӑр та — кашнийӗ хӑй валли арӑмлӑха илме Силом хӗрӗсенчен пӗрне ярса тыттӑр та Вениамин ҫӗрне илсе кайтӑр, тенӗ; 22. хӗрӗсен ашшӗсем е тӑванӗсем пире ӳпкелеме килсен, эпир вӗсене ҫапла калӑпӑр: пире вӗсемшӗн каҫарӑр, вӑрҫӑран эпир вӗсем валли кашнийӗ валлиех арӑм илсе килеймерӗмӗр, эсир те вӗсене хӗр памарӑр; халь ӗнтӗ эсир айӑплӑ, тейӗпӗр, тенӗ.
Тӳре 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хӑвӑн иҫӗм пахчине икӗ тӗрлӗ вӑрлӑх ан ак: ун пек тусассӑн, кайран [хӑвӑн] иҫӗм пахчине акса хӑварнӑ вӑрлӑх ҫимӗҫне пӗтермелле пулӗ санӑн.
Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Халӑха пӑхса тӑракансем вара ҫапла каласа пӗлтерччӗр: кам та кам ҫӗнӗ ҫурт лартса ӑна хӑтлама ӗлкӗреймен, ҫавӑ кайтӑр, килне таврӑнтӑр: унӑн ҫапӑҫура вилмелле ан пултӑр, ҫуртне урӑххин хӑтламалла ан пултӑр; 6. кам та кам иҫӗм пахчи лартса ӳстерсе унпа усӑ курма ӗлкӗреймен, ҫавӑ та кайтӑр, килне таврӑнтӑр: унӑн ҫапӑҫура вилмелле ан пултӑр, иҫӗм пахчипе урӑххин усӑ курмалла ан пултӑр; 7. кам та кам ҫураҫса хунӑ хӗрне качча илме ӗлкӗреймен, ҫавӑ та кайтӑр, килне таврӑнтӑр: унӑн ҫапӑҫура вилмелле ан пултӑр, ҫураҫнӑ хӗрне урӑххин качча илмелле ан пултӑр, теччӗр.
Аст 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.