Поиск
Шырав ĕçĕ:
Улпутсем гусара ҫӑварӗсене карсах итлеҫҫӗ, вӑл ӗнтӗ, ҫул ҫинчен килнӗ ятпа, хӗрме те ӗлкӗрнӗ, хӑюланса кайнӑ, сӗтеле шакка-шакка, тирӗк-чашӑка сиктерсе, бокалсене тӳнтерсе, хӑйӗн шухӑ калавне малалла юптарать.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Калаҫасса вӑл васкамасӑр калаҫать, тӗплӗн каласа парать, хӗрарӑмсем вара ӑна тӗлӗнсе итлеҫҫӗ.Он говорил медленно, подробно, и женщины слушали его с каким-то напряженным благоговением.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Разведчиксем итлеҫҫӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Иккӗшӗ те шӑпланса тимлӗ итлеҫҫӗ.
Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
«Микрофон умӗнче — театр», «Ылтӑн ҫӳпҫерен», «Пирӗн фондран» кӑларӑмсене радио итлекенсем юратсах итлеҫҫӗ, — калаҫӑва тӑсать Ираида Канавичева.
Иртнӗ ӗмӗрте ҫырса илнӗ спектакльсем - пирӗн пуянлӑх // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№
Халиччен ҫапӑҫӑва кӗрсе курайманнисем унӑн сӑмахӗ-сене каҫса кайсах итлеҫҫӗ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Ӑна пурте пӗлеҫҫӗ, итлеҫҫӗ, канашлаҫҫӗ.
Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
Вӑл вара яланах килет, унӑн чунран тухакан ӑшӑ саламӗсемпе сунӑмӗсене пурте тимлесе итлеҫҫӗ.
Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
32. Акӑ эсӗ вӗсемшӗн — кулӑшла юрӑҫӑ пек, евӗклӗ сасӑллӑ та кӗвве лайӑх калакан юрӑҫӑ пек; вӗсем сан сӑмахусене итлеҫҫӗ, анчах вӗсене пурӑнӑҫа кӗртмеҫҫӗ.
Иез 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Вара вӗсем сан патна халӑх пухӑвне пынӑ пек пыраҫҫӗ, Манӑн халӑхӑм сан умна ларать, санӑн сӑмахусене итлеҫҫӗ, анчах вӗсене пурӑнӑҫа кӗртмеҫҫӗ; вӗсем хӑйсен калаҫӑвӗнче ҫакӑнтан вӑйӑ тӑваҫҫӗ, вӗсенӗн чӗри мул хыҫҫӑн хавхаланса каять.
Иез 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
59. Акӑ ҫутатмашкӑн пултарнӑ хӗвелпе уйӑх, ҫӑлтӑрсем итлеҫҫӗ, хӑйсен ӗҫне тӑваҫҫӗ.59. Солнце и луна и звезды, будучи светлы и посылаемы ради потребности, благопослушны.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Рехав ывӑлӗн Ионадавӑн ачисем ашшӗ каласа хӑварнӑ ӳкӗте итлеҫҫӗ, Мана вара ҫак халӑх итлемест, 17. ҫавӑншӑн Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: акӑ Эпӗ Иудея ҫине, Иерусалимра пурӑнакансем ҫине вӗсем пирки Хам каласа хунӑ пӗтӗм хӗн-хура ярӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ вӗсене каларӑм — вӗсем итлемерӗҫ, чӗнтӗм — вӗсем хирӗҫ чӗнмерӗҫ.
Иер 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Рехав ывӑлӗ Ионадав хӑйӗн ывӑлӗсене эрех ӗҫме хушман ӳкӗте тытса пырса вӗсем паян кунччен те эрех ӗҫмеҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн ашшӗ хушса хӑварнине итлеҫҫӗ; Эпӗ вара сире пӗр чарӑнмасӑр, ҫине-ҫинех каларӑм, эсир пурӗпӗр Мана итлемерӗр.
Иер 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ӑслӑ ҫыннӑн лӑпкӑн каланӑ сӑмахне пӗр-пӗр пуҫлӑх ухмахсем хушшинче кӑшкӑрашнинчен лайӑхрах итлеҫҫӗ.17. Слова мудрых, высказанные спокойно, выслушиваются лучше, нежели крик властелина между глупыми.
Еккл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эсӗ хӑвна Ҫӳлхуҫа Турру паракан ҫӗре пырса кӗрсессӗн унти халӑхсем туса тӑнӑ ирсӗрлӗхсене тума ан вӗрен: 10. санӑн хушшунта хӑй ывӑлне е хӗрне вут-ҫулӑм витӗр кӑларакан, пӗлӗмҫӗ, юмӑҫ, тухатмӑш, асамҫӑ, 11. илӗртмӗш, сывлӑшсене чӗнсе кӑларакан, ӑрӑмҫӑ, вилнӗ ҫынсенчен ыйтса пӗлекен пулмалла мар: 12. ҫавна тӑвакан кирек хӑш ҫын та Ҫӳлхуҫа умӗнче ирсӗр, ҫав ирсӗрлӗхсемшӗн ӗнтӗ санӑн Ҫӳлхуҫа Турру вӗсене сан умӑнтан хӑваласа кӑларать; 13. хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче айӑпсӑр пул; 14. эсӗ хӑваласа яракан ҫав халӑхсем юмӑҫсемпе пӗлӗмҫӗсене итлеҫҫӗ, сана вара хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру ун пек тума паман.
Аст 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.