Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

итлеҫҫӗ (тĕпĕ: итле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Абрамсон, куллине чараймасӑр, пит-куҫне пӗркелентернӗ; ҫывӑхра тӑракансем ӑшӑ кулӑпа ейӗлсе итлеҫҫӗ.

Морщился от улыбки Абрамсон, ближние прислушивались, улыбаясь.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Алексеев сӑмахӗсене пурте питех те тимлӗн итлеҫҫӗ.

Алексеева выслушали с большим вниманием.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тут йывӑҫӗ айӗнчи ҫерем ҫинче хӗрсем ларнӑ, пӗри чылаях алӑра пулса курнӑ кивӗ «Огонек» журнала вулать, ыттисем итлеҫҫӗ.

Под тутовником на траве сидели девушки — одна читала старенький, побывавший в руках журнал «Огонек», а остальные слушали.

XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӗр сехетрен килкартине лӑках халӑх тулчӗ, хапха умӗнче виҫӗ юланут тӑраҫҫӗ, урамра тулли лавсем чарӑнчӗҫ, лавҫисем урапа ӳречисем ҫине тӑнӑ, килкартинелле пӑхса, тухса калакансене итлеҫҫӗ.

Через час весь двор был запружен народом, у ворот даже стояли трое верховых, а на улице остановились подводы, — возчики взобрались на дробины и смотрели во двор, прислушиваясь к голосу оратора.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Казаксем паҫӑрах ӗнтӗ юрлама чарӑнчӗҫ: юнашар вакунра ӑнтан кайнӑ пек хытӑран-хытӑ тӑпӑртатса ташланине итлеҫҫӗ, пӗр-пӗрин ҫине куҫ хӗссе кӑтартса, хӑйсем те кӗҫ-вӗҫ ташша тӳме пуҫлас пек, йӑл-ял кулкалаҫҫӗ.

Казаки давно уже оборвали песню и вслушивались в бесшабашный гомон, разраставшийся в соседнем вагоне, перемигивались, сочувственно улыбаясь.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казаксем виҫҫӗмӗш сотня урядникӗн сӑмахӗсене ним хускалмасӑр тенӗ пек тимлӗн итлеҫҫӗ.

Казаки с неослабным вниманием слушали речь урядника третьей сотни.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вара итлеҫҫӗ вӗсем сана.

Тогда они будут слушаться тебя.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сывламасӑр итлеҫҫӗ.

Слушают не дыша.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тӑраҫҫӗ, пӑхаҫҫӗ вӗсем пиҫсе кайнӑ куҫӗсемпе Хлопушӑн капмар ӳт-пӗвӗ ҫине, унӑн кашни сӑмахне итлеҫҫӗ.

Стоят, смотрят воспаленными глазами на огромную фигуру Хлопуши, ловят каждое слово.

Ӗмӗрлӗхе панисем // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Дамӑсем ӑна ӑнтан кайса итлеҫҫӗ, героя тухнӑ казакӑн шатраллӑ та вӑрӑ-хурахӑнни евӗр пичӗ ҫине ниҫта кайса кӗме пӗлми «савӑнӑҫлӑн пӑхаҫҫӗ.

Дамы восторгались, с восхищением смотрели на рябоватое разбойницкое лицо казака-героя.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӑна ҫав тери тинкерсе итлеҫҫӗ, хутран-ситрен кӑна, юмахри паттӑр хӑйӗн ҫулӗ ҫине тӗрлӗ-мӗрлӗ шуйттансем кӑларса тӑратнӑ чӑрмавсенчен питӗ ӑслайлӑн ҫаврӑнса тухни ҫинчен каланӑ вырӑнсенче, вут ҫути ярӑмӗнче хӑшӗн те пулин шурӑ алли, ҫӗкленсе илсе, пӗҫҫине шартлаттарса ҫапать те, тӗтӗмленсе кайнӑ чыхлануллӑ сасӑ хавасланнӑн кӑшкӑрса ярать:

Слушают с неослабным вниманием, изредка лишь, когда герой рассказа особенно ловко выворачивается из каверз, подстроенных ему москалями и нечистой силой, в полосе огня мелькнет чья-нибудь ладонь, шлепнет по голенищу сапога, продымленный, перхающий голос воскликнет восхищенно:

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗҫӗмсӗр ҫапӑҫӑва пула салтаксем пурте халтан кайнӑ, хӑранине пула тискерленнӗ; вӗсем таса мар, салхуллӑ, тар шӑрши, ҫӗр шӑрши тата юнпа тӗрле ҫӗрӗк шӑрши ҫапнӑскерсем, хӑйсен тӗттӗм шӑтӑкӗсенче шукаласа ҫӳреҫҫӗ, хӑйсем мӗн тунине ӑнланмасӑр, хӑнӑхнине пула ҫеҫ темскер аппаланаҫҫӗ, кашни секундрах хӑйсен пуҫӗ тӑрринче кӗрлеме, кӗмсӗртетме пуҫласса кӗтсе, сехӗрленсех таврари шӑплӑха итлеҫҫӗ

Все солдаты обессилели от бесконечных боев, одичали от страха; грязные, унылые, пропахшие потом, землей, кровью и разной гнилью, ползают они по своим темным норам, что-то делают по привычке, не понимая существа дела, и с ужасом прислушиваются к тишине, каждую секунду ожидая гула и грохота над собой…

XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӗсем пурте мембрана чӗтренине тимлӗн итлеҫҫӗ.

Все они напряженно прислушивались к дребезжанию мембраны.

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Салтаксем хресченсен мунчисенче ҫӑвӑнса тухрӗҫ, таса кӗпе-йӗм илчӗҫ, юлашки эрне хушшинче ҫывӑрмасӑр ирттернӗ кунпа ҫӗрсемшӗн ҫывӑрса тӑранчӗҫ те халь тӗрлӗ ӗҫпе вӑхӑта ирттереҫҫӗ: хӗҫпӑшалсене юсаса тасатаҫҫӗ, тумтирӗсене йӗркене кӗртеҫҫӗ, политработниксемпе агитаторсем ирттерекен калаҫусене итлеҫҫӗ, хаҫатсемпе кӗнекесем вулаҫҫӗ, кӑнтӑрла тата ҫӗрле тӑшмана мӗнле шырамаллине вӗренеҫҫӗ, снайпер ӗҫне хӑнӑхаҫҫӗ, боеприпассем турттараҫҫӗ, ҫӗнӗрен килнӗ салтаксене вӑрҫӑн йывӑр искусствине вӗрентеҫҫӗ.

Солдаты батальона помылись в крестьянских банях, получили свежее белье, выспались за всю последнюю неделю и теперь занимались самыми различными делами: ремонтировали и чистили оружие, приводили в порядок обмундирование, слушали беседы политруков и агитаторов, читали газеты и книги, писали письма, учились проводить дневные и ночные поиски, изучали снайперское дело, подвозили боеприпасы, знакомили новичков из пополнения с тяжелым искусством войны.

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Сирӗн калаҫӑва итлеҫҫӗ, — мӑшкӑллӑрах кулчӗ Никита, пушшипе хӑмсарса, — председателӗн епле улшӑнусем пулассине пӗлме вӗсене те интереслӗ вӗт…

— Прислушались к вашей беседе, — с усмешкой ответил Никита, взмахнув кнутом: — Им же тоже интересно знать, какие у председателя ожидаются перемены…

XXVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Травкин, тӗрӗссипе калас-тӑк, ӑшӗнче кӳренсе те илнӗ: ҫынсем театра ҫӳреҫҫӗ, музыкӑна итлеҫҫӗ, туслашаҫҫӗ, вӗренеҫҫӗ.

Травкин даже, по правде сказать, обиделся, что люди ходят в театр, слушают музыку, влюбляются, учатся.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Разведчиксем ҫӗрлехи сехетсенче, ӗлӗк ҫыран хӗрри пулнӑ вырӑнта ларса (халь ӑна нейтральнӑй полоса тесе ят панӑ ӗнтӗ) нимӗҫ пурттисем шакканине тата хӑйсен малти крайӗн ҫирӗплетекен нимӗҫ сапёрӗсем калаҫнине итлеҫҫӗ.

Разведчики, сидя по ночам на бывшем берегу реки (теперь это зовется нейтральной полосой), слушают стук немецких топоров и голоса немецких саперов, тоже укрепляющих свой передний край.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Ҫапла ҫав, йӗрки ҫавӑн пек халь: ашшӗ каланине итлесех каймаҫҫӗ ҫав кучухнехи ывӑлсем, арӑмӗсене ытларах итлеҫҫӗ.

Да вот, порядки нынче такие: сегодняшние сыновья не слушают, что говорят отцы, больше жен слушают.

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Шӑппӑн, шухӑша кайса итлеҫҫӗ пионерсем амӑшӗ каласа панине.

Тихо, задумчиво слушают рассказ матери пионеры.

Володя урамӗ (Эпилог) // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫӳлти вӗҫӗ-хӗррисӗр уҫлӑха аса илтерекен, ӑнланма ҫук чӑштӑртатнӑ сасса пурте итлеҫҫӗ.

Все прислушивались к таинственным шорохам, которые напоминали о необозримом пространстве, существующем там, наверху.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней