Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ыран, каҫхине, шӑп та лӑп ултӑ сехетре, кантуртан таврӑннӑ чух эпӗ хулари йывӑҫ пахчи витӗр иртӗп, унта ман смотрительпе тӗл пулмалла.
Тавӑру // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7548.html
Эпӗ нимӗнле чӑрмавсӑрах ӑҫта ҫӳрес тенӗ унта ҫӳреме пултаратӑп, каҫпа тӗттӗмлене пуҫласан, уткаласа ҫӳренӗ пек пулса, кутузкӑн хыҫал еннелле тухакан чӳречи умӗнчи сукмакпа иртӗп.
X сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Эпӗ унран пӗр тӑватҫӗр фут ҫӳлерех иртӗп.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
— Хула тӑрӑх, урамсем, майтансем тӑрӑх пӑхса иртӗп, чунӑм юратнине шырӑп.— Пойду по городу, по улицам, по площадям, буду искать того, кого любит душа моя.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Вӑрман ҫийӗпе те, тинӗс ҫийӗпе те, хир-хир урлӑ та пӗтӗм ҫӗр урлӑ вӗҫсе иртӗп эпӗ.Я жив, я над лесом, над морем, над полем, над всей землёй пролечу!
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унта эпӗ ҫырансене курӑп, ҫӳлӗ ҫыран ҫинчен вӗҫсе иртӗп, вара эпир ҫил-тӑманран пӑрӑнса кайӑпӑр е калле Заполярьене таврӑнӑпӑр.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
16. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ, Пурне те Тытса Тӑракан, ҫапла калать: пур урамра та ӳлесе йӗрӗҫ, пур ҫул ҫинче те: «шел, шел!» тесе кӑшкӑрӗҫ, ҫӗр ӗҫлекенсене хуйхӑрма, хӳхлев юрри пӗлекенсене хӳхлеме чӗнӗҫ, 17. пур иҫӗм пахчинче те ӳлесе йӗрӗҫ, мӗншӗн тесен Эпӗ сирӗн хушшӑрпа иртӗп, тет Ҫӳлхуҫа.
Ам 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Эпӗ вара Кедемоф пушхирӗнчен Сигон патне, Есевон патши патне, ҫапла тату сӑмах калама элчӗсем ятӑм: 27. мана хӑвӑн ҫӗрӳ урлӑ иртме ирӗк парсамччӗ; эпӗ ҫулпа кайӑп, сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнса кӗмӗп; 28. апат-ҫимӗҫне мана кӗмӗлле сут, эпӗ ҫийӗп, ӗҫмелли шывне те мана кӗмӗлле пар, эпӗ ӗҫӗп, эпӗ урапа анчах утса иртӗп — 29. Сеир ҫинче пурӑнакан Исав ывӑлӗсем те, Ар хулинче пурӑнакан моавсем те мана ҫавӑн пек тума ирӗк пачӗҫ, манӑн Иордан урлӑ каҫса хамӑра Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр паракан ҫӗр ҫине ҫитмелле тесе калама хушрӑм.
Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1