Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӑҫалхи вӗренӳ ҫулне вӗрентекенсӗрех асапланкаласа ирттереҫҫӗ иккен ҫавна май.
X // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Хальхи вӑхӑтра хыпар хатӗрӗсем ҫӑмӑл мар вӑхӑта тӳссе ирттереҫҫӗ пулин те иртнӗ ҫулталӑк Тутарстанри хыпар хатӗрӗсемшӗн пӗтӗмӗшле илсен ӑнӑҫлӑ иртрӗ темелле.
Тӑваттӑмӗш власть — халӑх шухӑшӗ // Константин Малышев. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 1 стр.
Консультацине пулӑшу службин ӗҫченӗсем ирттереҫҫӗ.
Pompa бренд тумтирӗ: онлайн саккаслани тата илсе ҫитерни // Аҫтахар Плотников. https://ru.chuvash.org/news/7403.html
Ашшӗ-амӑшӗсен хӳттисемсӗр тӑрса юлнисене пулӑшу парассипе ӗҫлекен Ассоциацийӗн пуҫарӑвне тӗпе хурса,форума 2014-мӗш ҫултан пуҫласа йӗркелесе ирттереҫҫӗ.
«Ашшӗ-амӑшӗн хӳтлӗхӗсӗр тӑрса юлнисен шучӗ ҫулсерен чаксах пырать», - палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/16/ashs ... culseren-c
Ҫав суйлава федераци саккунӗсем тата Чӑваш Республикин саккунӗсем палӑртнӑ сроксенче ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
3. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн суйлавӗ пулман е тивӗҫлӗ пулман тесе йышӑнсан, федераци саккунӗпе палӑртнӑ вӑхӑтра суйлава тепӗр хут ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
2. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн суйлавне федераци саккунӗсемпе, Чӑваш Республикин Конституцийӗпе тата Чӑваш Республикин саккунӗпе килӗшӳллӗн ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
Советсен суйлавне суйлав комиссийӗсем ирттереҫҫӗ, вӗсене общество организацийӗсен, ӗҫ коллективӗсен тата ҫар ҫыннисен ҫар чаҫӗсенчи пухӑвӗсен представителӗсенчен тӑваҫҫӗ.
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.
Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ В литература музейӗнче «Ҫыравҫӑпа диалог» ярӑмпа тӗлпулусем ирттереҫҫӗ.
Ҫыравҫӑсем музейре ачасемпе тӗл пулаҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31558.html
Преподавательсем клубсенче ларса ирттереҫҫӗ, паллӑ монархистсем вырӑнтан туха-туха каяҫҫӗ.Преподаватели заседали по клубам, явные монархисты подали в отставку.
IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
— Провокаторсем лару туса ирттереҫҫӗ! — тетчӗҫ.
II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Условипе килӗшӳллӗн вӗсене «Самантлӑх ҫул ҫӳрев» сфери сарӑлнӑ географи пункчӗсенчен пӗрне, темиҫе пин ҫухрӑм инҫете, кайса леҫеҫҫӗ, вӗсем унта вун икӗ сехет ирттереҫҫӗ — ирхи улттӑран пуҫласа каҫхи улттӑччен; ҫав вырӑн ӑҫтине вӗсен пӗлмелле мар.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 276–284 с.
Ӑҫта мул пуррине те, милици ҫыннисем ӑҫта ҫӳренине те пӗлсе тӑнӑ чухне утлӑ хурахсем ӑнӑҫлӑ рейдсем ирттереҫҫӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Яра куна кӗр-кӗр пасарта ирттереҫҫӗ вара.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Крымра, Симферопольте, Евпаторире, Севастопольте Чӑваш культурин кунӗсене ирттереҫҫӗ.В Крыму, в городах Симферополь, Евпатория и Севастополь, проводятся Дни чувашской культуры.
Олег Николаев Крым Раҫҫейпе пӗрлешнӗ кун ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/03/18/gla ... aet-s-dnem
Чӑваш Республикинчи Раҫҫей УФСИНӗн 2-мӗш юсантару колонийӗ айӑпа кӗнӗ хӗрарӑмсен пултарулӑхне аталантарасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ, сӑнарлӑ тата декоративлӑ прикладной пултарулӑхӗн куравӗсене тӑтӑшах ирттереҫҫӗ, чи лайӑх ӗҫсене тӗрлӗ регионта ирттерекен тата регионсен хушшинчи конкурссене хутшӑнма яраҫҫӗ.
2-мӗш юсантару колонийӗнче «Ҫурхи тумлам» курав-конкурс иртнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31304.html
Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе шкул ачисене паллаштарас, чӑваш чӗлхине вӗренессине, унпа кӑсӑкланассине ӳстерес тӗллевпе сӑвӑ-хайлав хитре вулакансен «Упрар тӑван чӗлхемӗре» республикӑри конкурсне ирттереҫҫӗ.
«Упрар тӑван чӗлхемӗре» конкурс иртет // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31237.html
Шӑл тухтӑрӗ патне кайсан онкоскрининг ирттереҫҫӗ.
Стоматологсем рак чирне тупса палӑртаҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31238.html
Ҫавна май аукцион ирттереҫҫӗ.
Юмансарта икӗ хутлӑ культура ҫурчӗ пулӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31046.html
Вӗсенче физкультура, художествӑлла пултарулӑх занятийӗсем ирттереҫҫӗ, компьютер тата финанс пӗлӳлӗхне ӳстереҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1