Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ирттереҫҫӗ (тĕпĕ: ирттер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна обществӑра ашшӗ-амӑшӗн ят-сумне ӳстерес, ҫемье институтне ҫирӗплетес тесе ирттереҫҫӗ.

Помоги переводом

«Ирӗклӗхҫӗсем - ачасене» // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Хальхи вӑхӑтра проект организацийӗсем инженерипе геодези тӗпчевӗсене туса ирттереҫҫӗ, пулас ӗҫсене планлассипе тата пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ трассӑна вырнаҫтармалли территорисене чикӗлессипе ҫыхӑннӑ проектсем хатӗрлеҫҫӗ.

В настоящее время проектные организации осуществляют инженерно-геодезические изыскания и разработку проекта планировки и проекта межевания территории под размещение высокоскоростной трассы.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Ача-пӑча уявӗсем, юбилейсем, ытти мероприятисем ирттереҫҫӗ.

Помоги переводом

Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

«Операци ирттермелли залсем кӑткӑс техникӑпа пуян, хӑйсен ӗҫне профессионалсен шайӗнче пурнӑҫлакан пӗр шухӑшлӑ сиплевҫӗсен туслӑ ушкӑнӗ чӑмӑртаннӑ. Операцисен 60 процентне ытла пӗчӗк инвазивлӑ технологисем пулӑшнипе ирттереҫҫӗ. Чи пӗлтерӗшли — ӗҫӗн ырӑ ҫимӗҫӗ: операцисен пысӑк эффективлӑхӗ тата пӗчӗк ачасем вилессин Раҫҫейри чи пӗчӗк кӑтартӑвӗ — 3,3 промилле. Вӗсене ҫӗнсе илмешкӗн мӗнлерех тӑрӑшма тивнине тата ача-пӑча хирургӗсем пысӑк тӳпе хывнине пурте аван туятпӑр», — ҫапла хакланӑ Владимир Круглый регионти ертсе пыракан ача-пӑча сиплевӗн учрежденийӗн ӗҫне.

Помоги переводом

Шупашкарта - ача-пӑча хирургӗсем // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пулӑшнипе ӑна ҫулленех ирттереҫҫӗ.

Помоги переводом

Шупашкарта - ача-пӑча хирургӗсем // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Волейбол выляссине сарас, вӗренекенсен сывлӑхне ҫирӗплетес, сывӑ пурнӑҫ йӗркине хӑнӑхса ӳсес тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенчи чи лайӑх командӑсене палӑртас тӗллевпе ҫулленех «Чӑваш Республикинчи шкулсен волейбол лиги» Чемпионатне ирттереҫҫӗ.

Помоги переводом

Тушкилсем - виҫҫӗмӗш // Е.ЕМЕЛЬЯНОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Хамӑр ялсем анчах мар, кӳршӗри Кушкӑпа Исемпел ялӗсенчи хӗрарӑмсем те хӗллехи вӑхӑтра кашни юнкун вулавӑша ҫӳресе хӑйсен вӑхӑтне усӑллӑ ирттереҫҫӗ.

Помоги переводом

Вӑхӑта усӑллӑ ирттереҫҫӗ // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

19. Ӗҫке рехетленме ирттереҫҫӗ, эрех пурӑнӑҫа хаваслӑрах тӑвать; ҫакӑншӑн вара кӗмӗл саплаштарать.

19. Пиры устраиваются для удовольствия, и вино веселит жизнь; а за все отвечает серебро.

Еккл 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Тӳнкӗрпе кӗсле кӗввине янӑратса, шӑхличӗ каласа савӑнаҫҫӗ; 13. ӗмӗрне телейлӗ пурӑнса ирттереҫҫӗ те ҫӗр тӗпне те сасартӑк, ҫӑмӑллӑн, анса каяҫҫӗ.

12. Восклицают под голос тимпана и цитры и веселятся при звуках свирели; 13. проводят дни свои в счастьи и мгновенно нисходят в преисподнюю.

Иов 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫавна май районти шалти ӗҫсен пайӗпе профилактика органӗсен специалисчӗсем шкул ачисемпе тӗл пулаҫҫӗ, калаҫусем ирттереҫҫӗ.

Помоги переводом

Ачасемпе тӗл пулаҫҫӗ // А.АХМЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Шупашкарта ӑна, сӑмахран, эрнипех ирттереҫҫӗ.

Помоги переводом

Эх, Ҫӑварни, ҫу эрни... // Татьяна НИКОЛАЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ҫулсеренех республикӑра «Хӗрарӑм-Лидер. XXI ӗмӗр» конкурс ирттереҫҫӗ.

Помоги переводом

Хӗрарӑм ертӳҫӗсене чысланӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Республикӑра Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне тата Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, ЧР вӗренӳ институчӗ, «Хыпар» хаҫат редакцийӗ, Чӑваш наци телерадиокомпанийӗ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ тата И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2016» акци ирттереҫҫӗ.

Помоги переводом

Кӑҫал та диктант ҫырӑпӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Кану кунӗсене ҫуркуннерен пуҫласа кӗркуннечченех кунта ирттереҫҫӗ.

Выходные дни с начало весны и до самой осени проводят здесь.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Эрнере 1-2 хутчен ҫӑм чавакансем, арлакансем пухӑнаҫҫӗ кунта, урӑхла каласан, хӑйне евӗрлӗ улах ирттереҫҫӗ.

Помоги переводом

Купăсçа ĕçе йышăннă клуб хупă пулĕ-и? // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Заведующий ӑнлантарнӑ тӑрӑх, плана пӑхӑнса уйӑхсерен мероприятисем ирттереҫҫӗ.

Помоги переводом

Купăсçа ĕçе йышăннă клуб хупă пулĕ-и? // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Пӗтӗм ҫӗршывӗпех ҫак пӗлтерӗшлӗ куна паллӑ туса мероприятисем ирттереҫҫӗ.

Помоги переводом

Тивĕçе, чыса мала хурса пурнăçланă // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.02.26

Министрсем, депутатсем юлташла хоккей матчӗсем ирттереҫҫӗ - хоккей формине мӗнле укҫапа туяннӑ?

Помоги переводом

«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Чӑвашпотребсоюз Канашӗ, Чӑваш Ен Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви, республикӑри Журналистсен союзӗ нумай ҫул ӗнтӗ пӗрлехи пултарулӑх конкурсӗ ирттереҫҫӗ.

В течении многих лет Совет Чувашпотребсоюза, Министерство информационной политики и массовой коммуникации Чувашии, республиканский Союз журналистов проводят совместный творческий конкурс.

Малти вырӑна йышӑннӑ // Хаҫат редакцийӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2016, нарӑс, 19.

Вӗсем полици академийӗн воспитанникӗсене вунӑ ҫула яхӑн теори пӗлӗвӗ параҫҫӗ тата практика занятийӗсем ирттереҫҫӗ.

Помоги переводом

Пур çавăн пек професси: Тăван çĕршыва хÿтĕлесси // Ирина АНИСИМОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней