Поиск
Шырав ĕçĕ:
29. Ҫав ҫулсем иртсессӗн, Ман Ывӑлӑм Христос тата сывлакан ҫынсем пурте вилӗҫ.29. А после этих лет умрет Сын Мой Христос и все люди, имеющие дыхание.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Тӑхӑр сехет ҫурӑ иртсессӗн, хӑна йыхӑрас тӗлӗшпе патшана пӑхӑнса тӑраканӗ, чӗннӗ ҫыннисем пухӑнса ҫитнине кура, патшана вӑратма кӗнӗ.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Палӑртса хунӑ вӑхӑт иртсессӗн, ҫыруҫӑсем патшана: шутсӑр йышлӑ пулнӑран иудейсене эпир ҫырса тухма пултараймастпӑр, тесе пӗлтернӗ; ҫитменнине тата вӗсем ытларахӑшӗ ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнаҫҫӗ: пӗрисем килӗнчех пурӑнаҫҫӗ, тепӗрисем тӗрлӗ вырӑна саланса пӗтнӗ, ҫавӑнпа ку ӗҫе Египетӑн пӗтӗм пуҫлӑхӗ те туса пӗтереймӗ, тенӗ.
3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Виҫӗ ҫул иртсессӗн Иудӑпа унӑн ҫыннисем патне Селевк ывӑлӗ Димитрий вӑйлӑ ҫарпа — тип ҫӗр тата тинӗс ҫарӗпе — Триполис пристаньне ишсе килнӗ те, 2. ҫӗршыва ярса илсе, Антиохпа унӑн пеккунне Лисие вӗлернӗ текен хыпар ҫитнӗ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Кӑштах вӑхӑт иртсессӗн, патша пӗр ватӑ ҫынна, Афинӑ ҫыннине, иудейсене ашшӗсен саккунӗсене пӑрахма, Турӑ саккунӗпе пурӑнма чарӑнмашкӑн хистеме янӑ, 2. унӑн тата Иерусалимри Турӑ Ҫуртне ирсӗрлемелле, ӑна Олимп Юпитерӗн ятне памалла пулнӑ, Гаризинри Турӑ Ҫуртне вара, ку вырӑнта ютран килнисем пурӑннине кура, ҫул ҫӳрекенсене йышӑнакан Юпитер ҫурчӗ темелле пулнӑ.
2 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Виҫӗ ҫул иртсессӗн, Иасон ҫӳлерех асӑннӑ Симон тӑванне Менелая патшана укҫа леҫме тата хӑш-пӗр кирлӗ ӗҫ ҫинчен калама янӑ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Нумай ҫул иртсессӗн, Турра ҫырлахтаракан вӑхӑт ҫитсессӗн, Перси патши янипе килнӗ Неемия ҫав вут-ҫулӑма илмешкӗн ӑна пытарнӑ священниксен тӑхӑмӗсене янӑ.
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Икӗ ҫул иртсессӗн, Антиох патша Иуда хулисене хырҫӑ пуҫтаракансен пуҫлӑхне янӑ; ҫавӑскер Иерусалима пысӑк ушкӑнпа пырса кӗнӗ; 30. чееленсе, вӗсене тӑнӑҫлӑх суннӑ пек калаҫнӑ, лешӗсем ӑна ӗненнӗ; анчах вӑл кӗтмен ҫӗртен тапӑнса хулана пӗтӗмпех ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, Израиль халӑхне питӗ нумай пӗтернӗ; 31. хулана, ҫаратса тухса, вут тӗртсе янӑ, унӑн килӗ-ҫурчӗпе хӳмисене йӗри-таврипех ишсе хӑварнӑ; 32. хӗрарӑмӗсемпе ачисене тыткӑна илнӗ, выльӑх-чӗрлӗхне хӑваласа кайнӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Утмӑл икӗ ҫичӗҫуллӑх иртсессӗн, Христоса вӗлерме тытса парӗҫ, вара нимӗн те юлмӗ; килсе ҫитекен ҫулпуҫӑн халӑхӗ хулана та, сӑваплӑ Ҫурта та аркатӗ.
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Палӑртнӑ кунсем иртсессӗн, эпӗ, Навуходоносор, куҫӑма тӳпенелле ҫӗклесе пӑхрӑм та, ман патӑма ӑс-хакӑлӑм таврӑнчӗ; вара эпӗ Ҫӳлти Турра мухтарӑм, Ӗмӗр-ӗмӗрех Пуррине аслӑларӑм, мухтавларӑм: Унӑн патшалӑхӗ — ӗмӗрлӗх патшалӑх, пурте ӗмӗр-ӗмӗрех Унӑн аллинче.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вунӑ кун иртсессӗн вӗсен сӑн-пичӗ патша апатне ҫисе пурӑннӑ ачасенчен хитререх курӑннӑ, ӳт-пӗвӗ те вӗсен кӗрӗрех пулнӑ.
Дан 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа Турӑ тата ҫапла калать: хӗрӗх ҫул иртсессӗн халӑхсем хушшинче сапаланса пурӑнакан египетсене пӗр ҫӗре пуҫтарӑп; 14. Египета тыткӑнран тавӑрӑп та вӗсене каялла Пафрос ҫӗрне, хӑйсен тӑван ҫӗрне, илсе килӗп, вӗсем ҫавӑнта вӑйсӑр патшалӑх пулса пурӑнӗҫ.
Иез 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вара ҫиллӗм ҫаврӑнӗ те, вӗсем ҫине янӑ хаярлӑхӑм иртсе кайӗ те — лӑпланӑп; вӗсем ҫине янӑ хаярлӑхӑм иртсессӗн, Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, вӗсемшӗн хытӑ тӑнӑран ҫапла каланине пӗлӗҫ вара.
Иез 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вунӑ кун иртсессӗн Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ.
Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Чылай кун иртсессӗн Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: Евфрат патне кай та унтан Эпӗ сана пытарса хума хушнӑ пӗҫӗ ҫыххине ил, терӗ.
Иер 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫитмӗл ҫул иртсессӗн вара Ҫӳлхуҫа Тира пырса пӑхӗ; ӗнтӗ хула каллех тупӑш илме пуҫлӗ, тӗнчери пур патшалӑхпа та аскӑнланма тытӑнӗ.
Ис 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫитмӗл ҫул иртсессӗн вара Тир хулине аскӑн арӑм ҫинчен мӗн юрлани ҫитӗ: 16. «кӗсле ил, хула тӑрӑх ҫӳре, манӑҫа тухнӑ аскӑн арӑм!
Ис 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ах, Эсӗ мана Хӑвӑн ҫиллӳ иртиччен ҫӗр тӗпӗнче пытарса тӑринччӗ, маншӑн картса хунӑ вӑхӑту иртсессӗн мана аса илинччӗ!
Иов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
61. Кунта, виҫӗ кун иртсессӗн, тӑваттӑмӗш кунхине виҫнӗ ылтӑнпа кӗмӗле Ҫӳлхуҫамӑр Ҫуртне Мармоф священника, Урия ывӑлне, патӑмӑр.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫакӑ ӗҫ пулса иртнӗ чухне эпӗ Иерусалимра пулман: Вавилон патши Артаксеркс вӑтӑр иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне эпӗ патша патне кайнӑччӗ; темиҫе кун иртсессӗн, патшаран каялла таврӑнма ирӗк ыйтса илтӗм.
Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.