Поиск
Шырав ĕçĕ:
5. Вӗсен наркӑмӑшӗ — ҫӗлен наркӑмӑшӗ пекех, хӑлхине хуплакан, нимӗн те илтмен аспид наркӑмӑшӗ пекех, 6. ҫав аспид вара ҫӗлен чӗлхине пӗлекене, ҫӗлен чӗлхине ӑста пӗлекене те илтмест.
Пс 57 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Чунӑма шыракансем танатасем караҫҫӗ, мана усал сунакансем мана пӗтересси ҫинчен калаҫаҫҫӗ, кулленех мана пӗтерме каварлашаҫҫӗ; 14. эпӗ, хӑлхасӑр ҫын пек, илтместӗп, ҫӑварне уҫман чӗлхесӗр ҫын пек, чӗнместӗп; 15. эпӗ ӗнтӗ илтмен ҫын пек, хирӗҫ тавӑрса калайман ҫын пек тӑрса юлтӑм.
Пс 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсенӗн сассине илтмен пӗр чӗлхе те, пӗр халӑх та ҫук.
Пс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Самуил унччен Ҫӳлхуҫа сассине илтмен пулнӑ-ха, халиччен уншӑн Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ уҫӑлман-ха.7. Самуил еще не знал тогда голоса Господа, и еще не открывалось ему слово Господне.
1 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Шкула кайичченех эпӗ купӑс курнӑ-ха, ӑна калама та пӗлнӗ, анчах тӗнчере баян пурри пирки илтмен.
Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Апла пулин те эпӗ вӑл пӗрре те ывӑнни пирки ӳпкелешнине илтмен.
Медальсен пухмачӗ тулсах пырать // ЕКАТЕРИНА ГРИГОРЬЕВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
«Каймастӑп, тухмастӑп, хӑратӑп» тенине хамӑр хушӑра илтмен."Не пойду, не выйду, боюсь", - среди своих таких слов не слышал.
Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№