Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Пс 57

Раздел: Библи –> Псалтирь

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.16 21:26

Предложений: 13; Слово: 149

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. «Ан пӗтерсем». Давид хайлавӗ.

2. Эй тӳресем, эсир этем ывӑлӗсене тӗрӗс сут тӑвас вырӑнне
хӑвӑр сӑмахӑрпа чӑнах та тӳрӗлӗхе путаратӑр-и?

3. Эсир чӑнах та чӗрӗрте йӗркесӗр ӗҫ тӗвӗлетӗр,
ҫӗр ҫинче тӗрӗсмарлӑх валли ҫул хыватӑр.

4. Усал ҫынсем ҫураличченех пӑрӑнса кайнӑ:
вӗсем амӑшӗ варӗнче чухнех суя суйса аташаҫҫӗ.

5. Вӗсен наркӑмӑшӗ — ҫӗлен наркӑмӑшӗ пекех,
хӑлхине хуплакан, нимӗн те илтмен аспид наркӑмӑшӗ пекех,
6. ҫав аспид вара ҫӗлен чӗлхине пӗлекене,
ҫӗлен чӗлхине ӑста пӗлекене те илтмест.

7. Эй Турӑ! вӗсен ҫӑварӗнчи шӑлсене аркат;
эй Ҫӳлхуҫа, арӑслансен янахне ҫапса салат!

8. Вӗсем юхса иртекен шыв пек ҫухалччӑр;
уххуна карӑнтарсассӑнах вӗсем ҫурмаран хуҫӑлса анччӑр.

9. Хуранӗнчен тухакан сӗлек пек пӗтчӗр;
вӑхӑтсӑр ҫуралнӑ ача пек, хӗвел ан курайччӑр.

10. Сирӗн хуранӑрсем кӳкен ҫуннине сисиччен
Вӑл сире, чӗррисене, Хӑйӗн ҫиллипе ҫапса салатӗ.

11. Тавӑру ҫитнине курсассӑн тӳрӗ ҫын савӑнӗ;
урине ҫылӑхлӑ ҫын юнӗпе ҫӑвӗ.

12. Этем ҫапла калӗ вара: «тӳрӗ ҫынна чӑнах сӑвап пулать иккен!
ҫӗр ҫинче сут тӑваканни — Турӑ — пур иккен!»
Мухтав:

Сайт:

 

Статистика

...подробней