Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

илесшӗнччӗ (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Суха тимӗрӗ илесшӗнччӗ Прохортан, вуникӗ тенкӗ хутӑм — парасшӑн мар.

— Запашник надысь торговал у Прохора, давал ему двенадцать целковых — угинается.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кондратьева кӗтме Сергей диван ҫине ларчӗ, пирус туртса ячӗ, куҫа хупса ларнӑ ҫӗртех кӑтӑш пулса илесшӗнччӗ, анчах пултараймарӗ.

Поджидая Кондратьева, Сергей уселся на диване, выкурил папиросу, закрыл глаза и так, сидя, хотел вздремнуть…

XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Ҫав-ҫавах куратӑп: манӑн шкул, — Никифор Васильевич хӑнӑхнӑ май сухалне мӑнаҫлӑн якатса илесшӗнччӗ, анчах вӑл ҫуккине аса илсе, янахне пӳрнепе хыҫса илчӗ.

— Все-таки вижу: моя школа, — Никифор Васильевич, хотел по привычке гордо разгладить бороду, но, вспомнив о ее отсутствии, почесал челюсть пальцем.

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Озеров тем тӑвасшӑнччӗ, темскер ярса илесшӗнччӗ, анчах ӗлкӗреймерӗ.

Озеров хотел что-то сделать, за что-то схватиться, но было поздно.

XXV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑл никама палӑртмасӑр питне аллисемпе хупларӗ те тутисемпе Шурочка тунӑ хусканусенех тума тӑрӑшрӗ; ҫапла майпалан вӑл хӑй асӗнче ҫав сӑмахсене тытса илесшӗнччӗ, анчах унӑн нимех те тухса пӗтмерӗ.

Он незаметно закрыл лицо руками и старался воспроизвести губами те же движения, какие делала Шурочка; он хотел поймать таким образом эти слева в своем воображении, но у него ничего не выходило.

XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Эпир хамӑрӑн гражданла тивӗҫе тытса ирттертӗмӗр, ирӗклӗхе хамӑр юнпа ҫапӑҫса илесшӗнччӗ, — ӗҫ тухмарӗ…

Мы выполнили наш гражданский долг, мы кровью своей попытались завоевать свободу… не вышло…

XIII. Малалли истори // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Рада ӑна ыталаса илесшӗнччӗ, лешӗ каялла чакса тӑчӗ.

Девушка кинулась было обнять его, но он отпрянул назад.

XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл ҫак ҫынна ятласа та илесшӗнччӗ.

Ему захотелось как-то осадить его.

XXX. Шапӑлти пӗлӗш // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Йӗкӗчӗ ӑна хӑех качча илесшӗнччӗ.

— Парень сам хотел на ней жениться.

ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӑй калавӗ питӗ витӗмлӗ тухнине туйса, Ҫӑрттан мучи кунта та сӑх-сӑхса илесшӗнччӗ, аллине ҫамки патнех илсе ҫитернӗччӗ ӗнтӗ, анчах вӑхӑтра тавҫӑрса илчӗ те, ҫамкине хыҫкаласа, именчӗклӗн хихиклетсе кулчӗ:

Под впечатлением собственного рассказа дед Щукарь хотел было и тут перекреститься, даже донес руку до лба, но вовремя одумался и, почесав лоб, смущенно захихикал:

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Манефа хӑва хуллипе ачасене кӑштах хӗртсе илесшӗнччӗ.

Манефа схватила хворостину и принялась охаживать их по спинам.

36-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акӑ вӑл ачасем патне ҫитрӗ; юрпа печӗ — тивертеймерӗ: хӑнӑхман; тата тепре юр чӑмӑртаса илесшӗнччӗ ҫеҫ, ун питне лаппӑшӗпех юр катрамкки хупӑрласа хучӗ; вӑл ӳкрӗ, выляма хӑнӑхманнипе ыратать те ун, унпа пӗрлех хавас та ӑна, вӑл ахӑлтатса та кулать, куҫӗсем те шывланнӑ…

Вот и мальчишки: он бац снегом — мимо: сноровки нет, только хотел захватить еще снежку, как все лицо залепила ему целая глыба снегу: он упал; и больно ему с непривычки, и весело, и хохочет он, и слезы у него на глазах…

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тинӗсрен тата тип ҫӗр ҫинчен штурмласа вӗсем пирӗн хулана тытса илесшӗнччӗ.

Штурмом с суши и с моря они хотели взять наш город.

Пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

— Тӗрӗсех каларӑр эсир, вӗсем ӑна туртса илесшӗнччӗ, — ҫирӗплетрӗ Маргарита.

— Вы угадали. Они его хотели у нас украсть, — подтвердила Маргарита.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ҫӗнӗ машина илесшӗнччӗ, ачасем патне тухса ҫӳреме аван-ҫке.

Хотели купить новую машину, ездить к детям удобно же.

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Вӑл Турӑран тӑхӑм илесшӗнччӗ.

он желал получить от Бога потомство.

Мал 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

«Оля ҫурта суд урлӑ пайлама шухӑшланӑ. Икӗ хутлӑ пӳрте ҫурмалла пайлама йышӑнчӗҫ, эпӗ ӑна хамӑн ҫӗр ҫинче, уйӑхӗ-уйӑхӗпе Ҫурҫӗрте тар тӑкса пухнӑ укҫапа ҫӗклесе лартнине шута хумарӗҫ. Малтанах Оля 300 пин тенкӗ, пӳрт хакӗн ҫуррине, шыраса илесшӗнччӗ. Хапсӑннипе тем чухлӗ те ыйтма пулать-ха, анчах пирӗн пек аякри ялсенче ҫуртсем йӳнӗ. Экспертиза 140 пин тенкӗрен ытла илейменнине палӑртсан та Оля ҫырлахмарӗ, Шупашкартан урӑх специалистсене чӗнсе килчӗ. Вӗсем 92 пин тенкӗ ҫеҫ шутласа пачӗҫ. Ку укҫана тыттарӑттӑм та — илесшӗн мар. «Эпӗ хамӑн пая ывӑла ҫырса паратӑп», — тесе ҫӳрет-ха, анчах пуҫӗнче унӑн урӑх шухӑш.

Помоги переводом

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней