Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑт вӑл, илемлӗ Радда, хӗр-патша пекех пӑхса кулать!
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Ял тӑрӑхӗсен администрацийӗсем вырӑнти ҫыравҫӑсен пурнӑҫӗпе, вӗсен илемлӗ произведенийӗсемпе паллаштаракан экспозицисем хатӗрленӗ.
Ҫак ӑнтӑлу халӗ те пӗрремӗш вырӑнта // Юрий Михайлов. «Хыпар», 2015.06.16
Аллисем патшан ҫепӗҫ, шурӑ, ӑшӑ та, хӗрарӑмӑнни евӗр, илемлӗ пулнӑ, анчах вӗсенче пурнӑҫӑн калама ҫук пысӑк вӑйӗ упранса тӑнӑ, ҫавӑнпа мар-и ывҫине ҫыннӑн лӗпки ҫине хунипех пуҫ ыратнинчен, шӑнӑр туртнинчен, усал шухӑшран та тилӗрнинчен сиплеме пултарнӑ вӑл.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Анчах юратупа е эрехпе, е влаҫ пылаклӑхӗпе ӳсӗрӗлнӗ, е вырӑнлӑ каланӑ ӑслӑ та илемлӗ сӑмахпа киленсе чӗререн хавхаланнӑ самантсем те пулкаланӑ патшан.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Илемлӗ кун пулать ыран!
40-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пирӗн пӗтӗм ҫӗр тӗлӗнмелле илемлӗ пулӗ.
39-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сан пуҫу тӑрринче темӗнле сӑмахпа калама пӗлмелле мар илемлӗ тӗнче ҫиҫсе тӑрать.Такая красота над тобой, такой простор — слов не находишь, чтобы выразить все это.
39-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Пӗлместӗн вӗт-ха эсӗ, ҫут тӗнчере сӑмах тупса сӑмах калама ҫук илемлӗ ҫӗршывсем пуррине.— Не знаешь еще, какие есть на свете места, географически необыкновенные.
39-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Лав ҫинче сӑпкари пек силлентерет, уттӑн пылак шӑрши, хуркайӑксем кӑшкӑрашнине аса илтерекен, чӗриклетекен урапа сассисем, лашасем хартлатни, йӗри-таврари илемлӗ уй-хир, пуҫ ҫинчи ӑшӑ ҫил — ҫаксем пурте, пурте Федьӑна амӑшӗпе совхозра пурӑннӑ кунсене аса илтерчӗҫ.
21-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Текех ачасем шкулти вечерта вӑйлӑн янӑракан сӑвӑсене пӑхмасӑр каласа пама ыйтмӗҫ, текех ӗнтӗ вӑл ашшӗн ҫумӑр яман тумтирне тӑхӑнса йӗпетмесӗр те лӳчӗркемесӗр виҫӗ каҫ хушши тертленсе праҫник валли ҫырнӑ илемлӗ плаката та йӑтса каяймӗ.
15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Малтанхи илемлӗ ирхинех-ха Захар Векшин участокри ҫӗре пусма тытӑнма палӑртрӗ.В первое же погожее утро Захар Векшин решил начать копать землю на участке.
11-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Никам та ашшӗ пек ӑста та илемлӗ шӑхлич тавраш туса парас ҫук ӑна, вӑрмана кӑмпа татма та ертсе каякан пулмӗ, ҫӗр ҫинчи чи лайӑх юрӑсене: Ҫӗпӗрпеле Атӑл ҫинчен, ямшӑкпа унӑн чӑрсӑр учӗсем ҫинчен кам юрласа парӗ ӗнтӗ халӗ.
10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Африкӑран пил шӑмми, упӑтесем, турткӑшсемпе антилопсем кӳрсе тӑнӑ вӗсем; Египетран — ҫав тери чаплӑ эрешленӗ урапасем, Месопотамирен — чӗрӗ тигрсемпе арӑслансем, ҫавӑн пекех тискер кайӑк тирӗсем, Кувӑран — юр пек шурӑ лашасем; Парваимӑн ылттӑн хӑйӑрне ҫулталӑка ултҫӗр утмӑл талантлӑх; Офир ҫӗршывӗнчен — хӗрлӗ тата хура йывӑҫпа сандал йывӑҫне; ассурсемпе калахсен тӗлӗнмелле ӳкерчӗксемлӗ ула-чӑла кавирӗсене — Таглат-Пилеазар патшан юлташла парнисем; Ниневипе Нимрудран тата Саргонран — илемлӗ мозаика; Хатуартан — питӗ хитре тӗрӗллӗ пусма-таварсем; Тиртан — ылттӑн куркасам; Сидонран — тӗрлӗ тӗслӗ кӗленчесем; Баб-эль-Мандеб ҫывӑхӗнчи Пунтран — сайра тӗл пулакан ырӑ шӑршӑллӑ нард, алоэ, хӑмӑш, киннамон, шафран, амбра, мускус, стакти, халван, смирнӑпа латӑн, — ҫак хаклӑ япаласене хӑйсен аллине ҫавӑрса илессишӗн пӗр хут кӑна мар юнлӑ вӑрҫӑсем пуҫара-пуҫара янӑ Египет фараонӗсем.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ӑна нимӗнле илемлӗ ултав та илӗртес ҫук, суя ҫул ҫине кӑларас ҫук; ан тив, ун тавра пӗтӗм киревсӗрлӗх, шырлӑх океанӗ хумхантӑр, пӗтӗм тӗнче наркӑмӑшпа пӑсӑлса, тӳнтерле ҫаврӑнтӑр — Обломов нихҫан та ултав туррине пуҫҫапас ҫук, унӑн чунӗ яланах таса, ҫутӑ, тӳрӗ пулӗ…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Мӗнле-ха ку? — ӗмӗтне татса ыйтать вӑл, илемлӗ, лӑпкӑ каҫ сӑпка умӗнче ларнӑ чух е упӑшки ачашланӑ, калаҫнӑ чух сасартӑк кичемленсе, нимпе те интересленмесӗр.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫав ҫулӑм кайран Ольга куҫӗсенче йӑлкӑшнине, хӑйӗн шухӑшӗ Ольга сӑмахӗсенче палӑрнине, хӑйӗн шухӑшӗсене Ольга ӑнланса илнине курсан, Штольц мӑнкӑмӑллӑн та телейлӗн савӑнать; Штольц кӗскен те кичеммӗн калани, вӑл каланинчен мӗн те пулин асра юлни кайран Ольга хӗрарӑмла илемлӗ каланӑран пушшех илӗртӳллӗ пек туйӑнать.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга пурнӑҫа тӗплӗ ӑнланакан пулнӑ; Андрейпе унӑн пурнӑҫӗ пӗр юхӑма пӗрлешнӗ; вӗсен юратӑвӗ виҫерен тухса тилӗрмен; йӑлтах илемлӗ те лӑпкӑ пулса пынӑ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗр урине теприн ҫине хурса ларать вӑл, пуҫне аллипе тӗревлет — ҫаксене йӑлтах питӗ ирӗклӗ, лӑпкӑ та илемлӗ тӑвать; калаҫасса та Тарантьевпа Мухояров пек мар, упӑшки калаҫнӑ пек мар калаҫать; вӑл каланинчен Агафья Матвеевна нумайӑшне ӑнланаймасть, анчах ун сӑмахӗсем ӑслине, ыррине, тӗлӗнмеллине туять; вӑл ӑнланакан сӑмахсене те Обломов темлерех, ҫынсенчен урӑхларах калать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫамрӑк та илемлӗ качча ӗмӗтленмерӗм эпӗ: сана чӗртӗп, эсӗ маншӑн пурӑнма пултарӑн-ха, терӗм, эсӗ пур — тахҫанах вилнӗ ӗнтӗ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эсӗ тӗнчере пуринчен те илемлӗ, эсӗ пӗрремӗш хӗрарӑм, эсӗ… эсӗ…
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956