Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑйсем вӗсем икшерӗн, виҫшерӗн пӗр пӳлӗмре пурӑнаҫҫӗ; вӗсен тӑванӗсем хӑйсене мӗнле меллӗрех, ҫавӑн пек вырнаҫнӑ: икӗ карчӑкӑн кашниннех хӑйне уйрӑм пӳлӗм пур, ытти карчӑксем пӗрле пурӑнаҫҫӗ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пуҫне ҫӗклерӗ те вара, хӗсӗр чунсем пек, икшерӗн те виҫшерӗн кумса ҫӳрекен тӗлӗнмелле ҫынсене асӑрхарӗ.
I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.
Ҫулланнӑ ҫынсем те, ҫамрӑккисем хыҫҫӑн куҫ айӗн пӑхса, таҫта икшерӗн, виҫшерӗн васкамасӑр, салхуллӑн утнӑ.Пожилые люди угрюмо, не спеша, тоже шли куда-то по двое и по трое, исподлобья глядя вслед молодым.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Ку таранччен статуя пек хускалмасӑр тӑнӑ спецназовецсем ҫакна илтсен тӳрех алӑк патне икшерӗн тӑрса тухрӗҫ, унтан пӗрин хыҫҫӑн тепри аялалла сикрӗҫ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Чӑн та ачасене икшерӗн тӑратрӗҫ те, класа илсе кайрӗҫ.
XXVIII. Кутӑн аппа // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Номерсем ҫав самантрах тупӑ тавра тӑчӗҫ, унӑн хоботне ҫӗклерӗҫ, кашни кустӑрми ҫине икшерӗн уртӑнчӗҫ, кустӑрмасен калпакӗсенчен вӗренсем ҫаклатрӗҫ, унтан хашкаса илчӗҫ, ухлатрӗҫ те орудие малта чупса пыракан Биденко кӑтартнӑ ҫӗрелле ҫӑмӑллӑнах туртса кайрӗҫ.
25 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Татти-сыпписӗр, пӗрин хыҫҫӑн тепри, е икшерӗн те виҫшерӗн пӗр харӑс снарядсем сӑртӑн леш еннелле, Германие, пӗлӗчӗ те вырӑссенни пек мар, темӗнле йӗрӗнмелле, тӗксӗм тимӗр евӗрлӗ, уйрӑмах нимӗҫсен пӗлӗчӗ пек курӑннӑ ҫӗрелле вӗҫсе кайрӗҫ.
21 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Людмила Нямукова солистка, Людмила Белкова тата икшерӗн юрлакансем Надежда Корниловӑпа Маргарита Белкова, Еленӑпа Светлана Михайловасем куракансене хӑйсен уҫӑ та илемлӗ сассисемпе тыткӑнларӗҫ.
Пӗрле юрласа савӑнни аван // Н.ЕРШОВА. Каҫал Ен, 2019.02.26
14. Таврӑнӑр, Манран хӑпнӑ ачамсем, тет Ҫӳлхуҫа, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сирӗнпе пӗрлешнӗ, сире кашни хуларан пӗрерӗн, кашни йӑхран икшерӗн уйӑрса Сиона илсе ҫитерӗп.
Иер 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.