Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗри ӗненет, иккӗмӗшӗ иккӗленет, виҫҫӗмӗшӗ шарламасӑр тӑрса юлать…
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Иккӗмӗшӗ, хулӑн мӑйлӑ тӑлпан матрос, Григорин сулахай хулпуҫҫине персе шӑтарма ӗлкӗрчӗ-ха, анчах ҫавӑнтах Прохор Зыков чалӑшшӑн туртса каснӑ пуҫӗпе ҫӗрелле тирӗнсе кайрӗ.
XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пӗрремӗш взвода ҫак виҫӗ кил пулать, иккӗмӗшӗ сулахай енчисене вырнаҫать, виҫҫӗмӗшӗн ҫав ҫӑл тӗлӗнчинчен йӗркипе тӑватӑ кил йышӑнмалла.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Ан тив, кам малтан тупнӑ, ҫав ҫисе ятӑр, — хирӗҫленӗ иккӗмӗшӗ.
Салӑ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
— Иккӗмӗшӗ, — васкамасӑр каларӗ Виктор, — вырӑнлах мар пек туйнатчӗ мана: хӗр Герой арӑмӗ пулма хатӗрленет, хӑй — лавҫӑ анчах.
XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Иккӗмӗшӗ?
XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Иккӗмӗшӗ — кӗтӳҫсем ҫывӑрмалли пӳлӗм пулнӑ, унта чӳречи те, сӗтелӗ те, кӑмаки те, стена тӑрӑх сурӑх тирӗпе утӑ сарнӑ путмарсем те пулнӑ…
XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Иккӗмӗшӗ, эсӗ ырлакан председателе — Артамашова Тутаринов колхоз членӗсен пухӑвӗ йышӑннӑ тӑрӑх ӗҫрен кӑларнӑ.
XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Ун шӑлӗ хушшине иккӗмӗшӗ лекрӗ апла?
XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫӗрлехи шӑплӑха хускатса ҫырма тӑрӑх, инҫетри тупӑ сасси евӗрлӗ, ухлатакан сасӑ янӑраса кайрӗ, ун хыҫҫӑн иккӗмӗшӗ, виҫҫӗмӗшӗ…
XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Аран кӑна асӑрхамалла арпашу пӑлхатрӗ господасене — свитӑна: аксельбантлӑ ҫӳллӗ офицер, юр пек шурӑ тӑвӑр перчетке тӑхӑннӑ аллипе куҫне сӗртӗнчӗ, иккӗмӗшӗ пуҫне чикрӗ, виҫҫӗмӗшӗ, темӗн ыйтса, тӑваттӑмӗшӗн питӗнчен пӑхрӗ…
23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӗсенчен пӗри чӑхӑмласа тӑнӑ утсене йӗвенӗсенчен туртать, иккӗмӗшӗ вӗсене палашпа хӗнет, ыттисем, учӗсем ҫинчен аннӑскерсем, тупӑ урапи шӑлӗсенчен уртӑннӑ та, ӑна вырӑнтан тапратасшӑн термекленеҫҫӗ.
13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Иккӗмӗшӗ Алдахин-и-ха унта?
XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Иккӗмӗшӗ: духовнӑй вӑйсем партире те, государствӑра та куллен-кунах хутшӑнса пыраҫҫӗ, государствӑна ертсе пыма ҫӗнӗ, пултаруллӑ ҫынсем ӳсеҫҫӗ.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Библиотекӑна пыракансенчен иккӗмӗшӗ Игнат Савельевич Хворостянкин пулчӗ.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пирвайхи докладӑн теми ҫапла: «Электричествӑпа колхоз производствинче усӑ курасси тата техникӑна вӗрентес ӗҫе ирттересси» — авторӗ Виктор Грачев; иккӗмӗшӗ — «Ҫутҫанталӑка улӑштармалли тата станицӑсене урӑхлатса ҫӗнетмелли плана пурнӑҫа кӗртесси ҫинчен» — кӑна Сергей Тутаринов ҫырнӑ.
XX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Иккӗмӗшӗ: мана халех кино-передвижка, — лешӗ, картинӑсем кӑтартаканскерне, — илме хушать.Второе: в срочном порядке требует от меня купить кинопередвижку — ту, что картины показывает.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Иккӗмӗшӗ — горючи кирлӗ мар.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Малти «юнкерсӗ» пикерен тухрӗ те, хӑй моторӗн сассине хир тӑрӑх сапалама тытӑнчӗ, иккӗмӗшӗ, ун хыҫӗнчен пыраканни, кӑшт каярах юлнӑ та тин ҫеҫ-ха оборона рубежӗ тӗлнелле килет.
XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Хупаха умлӑн-хыҫлӑн темиҫе ҫын кӗчӗ: малти — пӗчӗк пӳллӗ, тӑртаннӑ та ҫаврака питлӗскер, иккӗмӗшӗ — ҫӳллӗ ҫын, хӗрлӗ сӑмси унӑн пит те уҫҫӑн палӑрать; вӗсем хыҫҫӑн тата темиҫен кӗчӗҫ; урисемпе хыттӑн таплаттарса пуснӑран, хупах та чӗтренсе ҫеҫ тӑрать.
Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.