Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ытларах кунта бук, чӑрӑш тата хыр ӳсет, паркӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ пайӗнче, Сӑртҫи Чоркова (Черкова увала) пӗчӗк хулара вырнаҫнӑскерӗнче, никам тӗкӗнмен букпа чӑрӑш вӑрманӗ ешерет, кунта сайра йышши йывӑҫсене тӗл пулма май пур.
Чи илемлӗ Европа вӑрманӗсем // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/5304.html
Масар ҫинче ҫав тери ырлӑх, унта лӑпкӑ, симӗс курӑк ешерет, кайӑксем юрра шӑрантараҫҫӗ.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Хуларан кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫнелле куҫпа виҫейми тӳремлӗх сарӑлса выртать, тӳремлӗхре тырӑ-пулӑ ешерет, аякра-аякра касса пӗтерме ӗлкӗреймен вӑрман лаптӑкӗ кӑвакарать.
I // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
— Пирӗн тырпул ҫапла ешерет.
XVIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Ҫамрӑксем ҫырма хӗрринчен пӑрӑнчӗҫ те ылтӑн пек сарӑ та ҫӳлӗ ыраш пусси хушшинчи тӑвӑр та тарӑн канав тӑрӑх утрӗҫ; ыраш пуссин пӗр енчен вӗсен ҫине сулхӑн ӳкет; хӗвел шевли пучахсем ҫийӗн шунӑн туйӑнать, тӑрисем юрлаҫҫӗ, путенесем пӗтӗлтетеҫҫӗ; пур ҫӗрте те курӑк ешерет, ырӑ та лӑпкӑ ҫил вӗсен ҫулҫисене чӗтретет, ҫеҫкесен тӑррине силлентерет.
XI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Йӗри-тавра ҫара курӑк ӳссе ешерет, вырӑн-вырӑнпа gastrofolium горизонтри тӗтре юханшыв ӑҫтан юхнине аванах кӑтартрӗ.Перед заходом солнца полоса тумана на горизонте явственно обозначила местонахождение реки.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫамрӑк хурӑн пиҫиххи вӗҫҫӗн ҫеҫ пурӑнса ешерет пулсан, санӑн арифметикӑна ҫӗнтерме хӑват ҫитетех пулӗ ӗнтӗ, — терӗм эпӗ.Коли берёзка на одном ремешке живёт и зеленеет, то уж у тебя-то хватит духу на арифметику.
Пурнӑҫ пиҫиххи вӗҫӗнче // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 14–15 с.
Ҫыранӗ ик енӗпе йывӑҫ-курӑк сӗтек пухса ешерет пуль.На берегах по обе стороны зеленеют деревья и травы, вбирающие нектар реки.
Ылтӑн пан улми // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 84–97 с.
Пур ҫӗрте те акӑш-макӑш хаваслӑн ешерет ҫамрӑк курӑк, ун хӗрринчи кӑвак тӳпере темӗн чухлӗ тӑри вӗлтӗртетсе чӳхенет, тулӑх курӑк ҫинче инҫе ҫула тухнӑ хуркайӑксем апат ҫисе ҫӳреҫҫӗ, ҫу каҫма килсе тӗпленнӗ ҫеҫенхир кӑрккисем йӑва ҫавӑраҫҫӗ.
XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Дон хӗрринчи ҫумӑрпа исленнӗ вӑрман, ҫуркунне пуҫланнӑ чухнехи пекех, ҫамрӑк та чӗрӗ вӑйпа ашкӑрса ешерет.А омытый дождями прибрежный лес за Доном зеленел молодо и свежо, как в начале весны.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫатан картасем ҫывӑхӗнче ҫаралса юлнӑ курӑк ешерет, ҫил Дон леш енчен чӑнахах та топольсем кашланӑ сасса хӑваласа килет.
XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кӗнекесемпе, ҫӗлесе хунӑ «Правдӑпа» «Известия» хаҫат куписемпе юнашар пӗр ещӗк хура ҫӗр ларнӑ — унта ҫурхи тулӑ ешерет.
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сылтӑмми чӑнкӑрах, тӗл-тӗл бузина йывӑҫӗсемпе ешерет, тӗл-тӗл сарӑ хӑйӑр выртать; сулахай ҫыранӗ лутра, унта вара лапкипех тӗрлӗ йӑрансем: е тӑп-тӑваткал сарса хунӑ тутӑр пек, е такан пек авӑнчӑк, е салтак пашникӗн хӑлхисем пек темиҫе вӗҫлӗ тӑсӑлса каяҫҫӗ, е ахаль ансӑр сукмак пек курӑнаҫҫӗ…
VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑл паянхи кун та ҫамрӑклӑха аса илтерсе ешерет.
Вӗсем Ҫӗнтерӳпе яла таврӑннӑ // Николай Воронцов. «Канаш», 2020.02.14
Ун айӗнче лӳчӗркенчӗк курӑк нӳррӗн ешерет…
11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫырансен айӗнче, шывра, хӑмӑш симӗссӗн ешерет, йӑвӑ, тӗттӗм, ҫаврака ҫулҫӑсем хушшинче кӑкшӑм курӑкӗн пысӑк пуҫӗсем ҫуттӑн шуралса тӑраҫҫӗ.
XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Пур ҫӗрте те сип-симӗс курӑк ешерет, тӗлӗнмелле хитре чечексемпе ҫиҫсе тӑракан ӗшнесем, илемлӗ вӑрмансем чуна савӑнтараҫҫӗ, кайӑк юрри вӗҫӗмсӗр илтӗнет.Всюду здесь зеленые поляны, разукрашенные дивными цветами, прелестные рощи, звонко поющие птицы.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Уй-хир ылтӑн пек йӑлтӑртатса выртать; вӑл пӗтӗмпех чечекпе витӗннӗ, ун тавра ӳссе ларнӑ тӗмсем ҫинче те ҫӗршер, пиншер чечек, тӗмсем хыҫӗнче вӑрман ешерет, пӑшӑлтатать, чечекпе витӗннӗ пирки вӑл чӑпаррӑн курӑнать; хиртен, улӑхран, вӑрмана тулнӑ чечексенчен тутлӑ шӑршӑ юхса килет; туратсем ҫинче вӗҫен кайӑксем пӑрӑлтатса вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ, туратсем хушшинчен вара, тутлӑ шӑршӑпа пӗрле, пин-пин сасӑ килет; уй-хир урлӑ каҫсан та, улӑх леш енче те, тӗмсемпе вӑрман хыҫӗнче те, вӑрманпа кӗҫҫеленнӗ тусем патне ҫитичченех, каллех ҫапла ылтӑн пек ҫиҫсе выртакан хирсем, чечекпе пӗркеннӗ улӑхсем, вӗтлӗхсем курӑнаҫҫӗ, тусем ҫийӗнче унта-кунта ҫакӑнса тӑракан ылтӑнӑн-кӗмӗлӗн ҫиҫекен шупка хӗрлӗрех те витӗр курӑнакан пӗлӗтсем горизонт хӗрринчи сеп-сенкер тӳпене пӑртак тӗксӗмлетсе тӑраҫҫӗ.
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чечекре ларакан, ҫумӑр шывӗпе ҫӑвӑннӑ ҫеҫен хир хӗвел ҫутинче ытарма ҫук илемлӗ ешерет!И дивно закрасовалась под солнцем цветущая, омытая дождями степь!
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Инҫетре сӗлӗ пусси кӑваккӑн курӑнса ларать, ҫӗрулми ешерет.
33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951