Поиск
Шырав ĕçĕ:
Обломов вӗсене диван ҫине илсе хучӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов чи малтанах ҫакӑн ҫинчен шухӑшларӗ те, урисене хӑвӑрттӑн диван ҫинчен ҫӗрелле усрӗ, анчах кӑшт шухӑшланӑ хыҫҫӑн, салхуллӑн сывласа, каллех хӑй вырӑнне майлашса выртрӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн Обломов, ыйхӑ пусса килнипе, диван ҫинче пуҫне сулса выртатчӗ, кил хуҫи арӑмӗн пӳлӗм алӑкӗ уҫӑлчӗ те Агафья Матвеевна икӗ купа чӑлха ҫӗклесе кӗчӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Мӗскӗн, мӗн туса хутӑм-ха эпӗ! — терӗ вӑл, пичӗпе диван минтерӗ ҫине выртса.— Несчастный, что я наделал! — говорил он, переваливаясь на диван лицом к подушке.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Илья Ильич, диван ҫинче сарӑлса выртса, хӑйӗн туфлипе вылятчӗ — пӗрре ӑна урайне пӑрахать, тепре илет те, сывлӑшра ҫавӑркаласа, каллех ӳкерет, урайӗнчен вара урипе ҫаклатса илет…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн театрти кӳренӗвӗ пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех сирӗлчӗ; вӑл каллех Ольга ҫине телейлӗн, хавхаланса пӑхма пуҫларӗ; вӑл пурин умӗнче те Ольга юрланине савӑнса, кӑшт ҫеҫ куҫҫуль юхтармасӑр итлет; киле таврӑнсан вара, Ольгӑна пӗлтермесӗр, диван ҫине выртать, анчах каска пек хускалми ҫывӑрмашкӑн мар, Ольга ҫинчен ӗмӗтленме, пулас телей ҫинчен шухӑшлама выртать, — вара хӑй Ольгӑпа арлӑ-арӑмлӑ мӗнлерех пурӑнасси ҫинчен шухӑшласа хӗпӗртет.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унтан дачӑрах вулама пуҫланӑ кӗнекесене вулама ларать, тепӗр чухне кӗнеке тытса диван ҫине тӑсӑлса выртса вулать.Потом сядет дочитывать начатые на даче книги, иногда приляжет небрежно с книгой на диван и читает.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эсир хӑҫан куҫатӑр тес? — ыйтрӗ Агафья Матвеевна, диван ҫинчен тӑрса.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Унта халӑх нумай пулать-им? — ыйтрӗ Обломов, хӗрарӑмӑн уҫӑлса кайнӑ тутӑрӗ витӗр курӑнакан кӑкӑрӗ ҫине пӑхса, — диван минтерӗ пекех, ҫав кӑкӑр нихҫан та хускалмасть пулас.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ҫук, эпӗ сирӗнпе курса калаҫас тесе килсеттӗм, — терӗ Обломов; хӗрарӑм мӗн пулсан та унран аяккарах пулас тесе, диван ҫине ларчӗ, хӑй ҫине витӗннӗ ашӑк пек пысӑк тутӑр вӗҫӗсем ҫине пӑхма тытӑнчӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ӑна диван ҫине лартрӗ, ун умне чӗркуҫленчӗ те кӑмӑлне ҫав тери ҫемҫетсе, темиҫе хутчен унӑн аллине чуптуса илчӗ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл урисемпех диван ҫине кӗрсе ларчӗ, ирхи апат тума мӗн те пулин ҫук-и, тесе те ыйтрӗ.Он сел с ногами на диван и даже спросил: нет ли чего позавтракать.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл сӳрӗккӗн чей ӗҫсе тӑранчӗ, пӗр кӗнеке те тытса пӑхмарӗ, сӗтел хушшине пырса лармарӗ, шухӑша кайса сигара туртса ячӗ те диван ҫине пырса ларчӗ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Шӑмӑ ҫӗҫӗпе касмаллаччӗ, ҫук вӑл; апат ҫӗҫҫи те ыйтса илме пулатчӗ, анчах Обломов кӗнекене хӑйӗн ҫумне хурса, диван ҫине выртма шутларӗ; вӑл лайӑхах вырнаҫса выртас тесе, минтер ҫине чавсаланнӑччӗ кӑна, Захар кӗрсе те тӑчӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Кирлех пуль шӑрӑхра сӗтӗрӗнсе ҫӳреме!» — терӗ те вӑл анасласа, киле таврӑнчӗ, диван ҫине выртрӗ те хытӑ ҫывӑрса кайрӗ, Гороховӑй урамри чӳречесене картланӑ тусанлӑ пӳлӗмре ҫывӑрнӑ пекех, ыйӑха тӑсрӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн ларни те, хускалкалани те килӗшӳллӗ, вӑл капӑр тутрипе питӗ меллӗ пӗркенет, минтер ҫине ҫав тери майлӑн чавсаланать, диван ҫине мӑнаҫлӑн сарӑлса ларать.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ҫук, ку пулма пултараймасть! — сасӑпа каларӗ вӑл, диван ҫинчен тӑрса пӳлӗм тӑрӑх уткаларӗ.— Нет, этого быть не может! — вслух произнес он, встав с дивана и ходя по комнате.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов ҫаплах, Ольгӑпа ирхине калаҫнӑ сӑмахсен шухӑшне ӗненсе те ӗненмесӗр, диван ҫинче выртать.Обломов все лежал на диване, веря и не веря смыслу утреннего разговора с Ольгой.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Няни каларӗш, «ҫамки ҫинче уйӑх ҫуталнӑ пек йӑлкӑшса», телейлӗскер, вӑл киле таврӑнчӗ те, диван кӗтессине лартса, тусанлӑ сӗтел ҫине пысӑк саспаллисемпе хӑвӑрт ҫырса хучӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольгӑн ӑслӑ та илемлӗ пуҫӗнче, Обломова апат хыҫҫӑн ҫывӑрма мӗнле пӑрахтармалли тӗплӗ план та йӗркеленчӗ ӗнтӗ — ҫывӑрма кӑна мар, вӑл ӑна кӑнтӑр кунӗнче диван ҫине выртма та памӗ, унран сӑмах илӗ.