Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӗҫӗнчи (тĕпĕ: вӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл алкум вӗҫӗнчи икӗ витрене илчӗ те пӳрте шыв ӑсса кӗчӗ.

Помоги переводом

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вара алкум вӗҫӗнчи кӑкшӑма тухса ярса пачӗ.

Помоги переводом

II сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫыру вӗҫӗнчи сӑмахсем пушшех тӗлӗнтерсе хумхатрӗҫ:

Помоги переводом

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Саня ял вӗҫӗнчи укӑлча алӑкӗ витӗр тухрӗ те васкасах улӑхпа Чӑваш Сурӑмнелле утрӗ.

Помоги переводом

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Вӑл, шӑпчӑк майлӑ юрлаканскер, пӗсехи хӗрлӗрех пулнипе ҫеҫ унран уйрӑлса тӑраканскер, шӑпчӑк юррин вӗҫӗнчи пӗр хӳхӗм кукрине ҫеҫ ҫавӑрса ҫитермесӗрех пӑрахса хӑварать.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Урам вӗҫӗнчи шӗвӗр тӑрӑллӑ пӳртре тин ҫеҫ улттӑн пурӑнатчӗҫ Караҫсем — ак ӗнтӗ сасартӑк вунна ҫитсе тӑчӗҫ.

Помоги переводом

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Электросварщик «пукан» шӑратса ҫыпӑҫтарнине чӑтӑмсӑррӑн пӑхса тӑрать-тӑрать те вӑл, кран стрели айне чупса пырса, троссен вӗҫӗнчи ҫекӗлсене ярса тытать, вӗсене панелӗн пралук йӑллисенчен хӑпӑл-хапӑл ҫаклатать.

Помоги переводом

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ытармалла мар кӗлеткине тӳп-тӳрӗ тытса, ҫивӗт вӗҫӗнчи хӗрлӗ лентӑна пӗтӗркелесе калаҫрӗ.

Помоги переводом

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Надя коридор вӗҫӗнчи чӳрече умӗнче тӑрать.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пӗр ҫулхине ирех Елчӗке ӗҫе кайма тухсан ял вӗҫӗнчи пӗр ҫуртра газ баллонӗ ҫурӑлнӑран пушар тухнӑ.

Помоги переводом

Алли ылтӑн унӑн // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b0%d0%b ... bda%d0%bd/

— Вӑтӑрмӗш ҫулсен вӗҫӗнчи пӑтӑрмахлӑ вӑхӑтра инкек тӳснӗ вӑл.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Малалли сӑвӑсем вӑраха кайнӑ вӑрҫӑн тӗрлӗ сыпӑкӗсемпе тапхӑрӗсем ҫинчен каласа параҫҫӗ, вӗсен вӗҫӗнчи ҫулталӑк паллисем те улшӑнса пыраҫҫӗ — 1942, 1943, 1944, унтан вара — 1945-мӗш, Аслӑ Ҫӗнтерӳ, хӑрушӑ вӑрҫӑн юлашки ҫулӗ.

Помоги переводом

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Ҫул леш енче сарӑлса выртакан сарӑ хӑмӑллӑ ыраш пусси вӗҫӗнчи тарӑн ҫырмаран тӳпене каллех хӗрен ҫӗкленчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Раман ура вӗҫӗнчи утияла хӑйӗн ҫинелле туртать-туртать, анчах ниепле те витӗнмелли ҫук.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Эпир хӳмен тепӗр вӗҫӗнчи чаплах мар хапхаран кӗтӗмӗр те пӗр пысӑк ҫурт патӗнче чарӑнтӑмӑр.

Помоги переводом

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тӑн умӗн ӗҫӗн тӗслӗхӗ --«чӗлхӗ вӗҫӗнчи сӑмах» — пулнӑ-и сирӗн кун пекки: мӗн калас тени куҫ умӗнчех, анчах сӑмахӗ ниепле те аса килмест?

Помоги переводом

Интуици ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1294

Участок вӗҫӗнчи станок патӗнче пулса иртрӗ те ӗнтӗ пӗтӗм инкекӗ.

Помоги переводом

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Чи хӑрушши вара ҫамрӑк рабочисемшӗн уйӑх вӗҫӗнчи пухуччӗ.

Помоги переводом

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Утӑ капанӗ енне чупаканскер, вӑл палт пӑрӑнчӗ те кас вӗҫӗнчи ҫӗрулми пахчине кӗрсе кайрӗ.

Помоги переводом

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Кас вӗҫӗнчи улӑхран пӗр михӗ пыллӑ пуҫ татса килчӗ.

Помоги переводом

Хуйхӑ // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 85-86 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней