Поиск
Шырав ĕçĕ:
Король вӗҫӗм пакӑлтатать, хулари пӗтӗм ҫын ҫинчен вӑлтса пӗлме тӑрӑшать, йытти-качки таранах пӗлесшӗн вӑл, кашнин ятне калать, хулара, Джордж ҫемйинче е Питер килӗнче мӗн-мӗн пулса иртнине асӑнать.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Грэнджерфордсем учӗсем ҫинчен анман, вӗҫӗм старик умӗнче каллӗ-маллӗ уттарса персе тӑнӑ, лешӗ те вӗсем ҫинелле пенӗ.Грэнджерфорды с лошадей не слезли, все гарцевали вокруг старика и палили в него, а он палил в них.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ик-виҫӗ кун эпӗ вӗҫӗм ҫакӑн пирки шухӑшларӑм, унтан хам куҫпа хам курас терӗм: мӗн чухлӗ те пулин тӗрӗслӗх пур-и кунта е ҫук.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Пирӗнтен аслӑрах салтаксем, хура-шур пайтах тӳснӗскерсем (вӗсен ҫумӗнче эпир аякра тӑратпӑр), чунтанах йӗреҫҫӗ, хӑйсем пӗр вӗҫӗм: — Тинех пӗтрӗ! Тинех пӗтрӗ!.. — тесе кӑшкӑраҫҫӗ.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Саша вара ҫав тери киленнипе куҫлӑхне пӗр вӗҫӗм тӳрлетет.Саша их без конца поправлял на носу, вероятно, от полного блаженства.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Сӗм тӗттӗмре пӗр вӗҫӗм Тем вӑрттӑн ҫеҫ хускалнӑн туйӑнать.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Сӗм тӗттӗмре пӑр вӗҫӗм Тем вӑрттӑн ҫеҫ хускалнӑн туйӑнать…
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
канлӗх ҫук-мӗн; ҫӑлтӑрсемпе чӑпарланнӑскер, вӑл вӗҫӗм хусканать, куҫать, чӗтрет; эпӗ шыв ҫинелле пӗкӗрӗлтӗм… анчах унта та, ҫак тӗттӗм, сивӗ тарӑнлӑхра, ҫӑлтӑрсем чӗтресе чӳхенеҫҫӗ; пур ҫӗрте те мана канӑҫлӑх ҫук пек туйӑнать — ҫавӑнпа пушшех ӑш вӑрка пуҫларӗ.
X // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Эпӗ ҫак чуна витӗрех куртӑм: ӑна яланах темӗнле йывӑрлӑх пусса тӑрать, ҫын умӗнче куҫран ӳкес мар текен шухӑш ӑна вӗҫӗм канӑҫ памасть, анчах унӑн пӗтӗм чунӗ тӗрӗсси патне ӑнтӑлать.
IX // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Эпӗ пур пӗр вӗҫӗм чарӑнса ларнӑ юмахрах супса ҫӳретӗп.
Партизан йысна // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 57–62 с.
Анчах пӗр вӗҫӗм чӗнмесӗр ларма та юрамасть.
XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Кашни кун ҫапла ҫул ҫӳре те пӗр вӗҫӗм ӗҫле!
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кӑнтӑрта, Донӑн сулахай ҫыранӗнче, повстанецсен икӗ дивизийӗ траншейӑсенче тымар янӑ пек ҫирӗпленсе ларнӑ, хӗрлӗармеецсен йышлӑ батарейисем хӑйсем ҫине пӗр вӗҫӗм тенӗ пек хаяррӑн персе тӑнӑ пулин те, вӗсене шыв урлӑ каҫма паман; ытти виҫӗ дивизийӗ повстанецсен территорине хӗвеланӑҫӗнчен, ҫурҫӗрпе хӗвелтухӑҫ енчен хӳтӗленӗ, пур ҫӗрте те, уйрӑмах ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ участокӗнче, вышкайсӑр пысӑк ҫухатусем тӳснӗ, ҫапах та каялла чакман, Хопер округӗн чиккисенчех тытӑнса тӑнӑ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Председатель пурнӑҫ тӑршшипех заводра ӗҫленӗ, хӑй ирӗкӗпе вӑхӑтлӑха ҫӗр ӗҫне кайма килӗшнӗ чухне кунта хӑйӗн ҫине кашни кунах кӗтмен япала йӑтӑнса анма пултарасса пачах та пӗлмен: пӗр шӑтӑкне хуплатӑн та — тепри сиксе тухать, пӗр инкекне сиретӗн те — тепри алӑкран шаккать, вӗҫӗм ҫапла.
9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл татах темле питӗ ҫепӗҫ, ачаш, хӗрарӑмла айван сӑмахсем каларӗ, аллипе пӗрехмай Григорин ҫаврака хулпуҫҫийӗсене ҫупӑрласа ачашларӗ, ӗмӗрлӗхе парӑннӑ куҫӗсемпе пӗр вӗҫӗм унӑн куҫӗнчен тинкерсе пӑхрӗ.
LXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл ҫӗтӗк йӗм пӗҫҫине аллипе хупласа тытнӑ, тути пӗр вӗҫӗм сиккелесе чӗтрет.Он шел, стыдливо придерживая порванную штанину, дрожа губами.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унӑн сайра пӗрчӗллӗ, сӳсленкӗ сухалӗ пӗр вӗҫӗм чӗтренсе тӑчӗ, сарӑрах хӗрлӗ ҫӳҫӗ сапаланса тӑрмаланчӗ.Редкая волокнистая бороденка его тряслась, седые с красной подпалиной волосы растрепались.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ванька Болдырев — Мигулин казакӗ — мыскарасем кӑтартма тата ҫынтан тӑрӑхлама юратаканскер, — хӑйӗнпе юлташлӑ пулеметчикран пӗр вӗҫӗм тӑрӑхласа кулчӗ.Ванька Болдырев — мигулинский казак, балагур и насмешник — подсмеивался над товарищем пулеметчиком:
XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хумханса ӳкнӗскер, чылайччен тӗлӗрсе каяймарӗ вӑл, пӗр вӗҫӗм чӗлӗм туртрӗ, хытӑ тӳшек ҫинче йӑшаланчӗ, хаваслӑн хашлата-хашлата сывларӗ.Взволнованный, он долго не мог уснуть, курил, ворочался на жестковатом тюфяке, радостно вздыхал.
XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫӳллӗ, тӗксӗм ҫутӑ куҫлӑ, ӗҫпе тата темиҫе каҫ йӗркеллӗ ҫывӑрманнипе туртӑнса хытӑрканӑ председатель ӑна хӑйӗн ӗҫ пӳлӗмӗнчи чӳрече патне ҫавӑтса пычӗ, калаҫнӑ хушӑра алла ҫыхмалли сехетне пӗр вӗҫӗм шӑлкаласа тӑчӗ (вӑл ларӑва кайма васкарӗ):
XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.