Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӗҫҫӗн сăмах пирĕн базăра пур.
вӗҫҫӗн (тĕпĕ: вӗҫҫӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пукан ҫине урапах хӑпарса ларса, юри ҫывӑрнӑ пек пулса выртса, хӗсӗк куҫ вӗҫҫӗн ҫак пысӑк чунхаваллӑ, ачалла селӗпрех калаҫакан, ҫӳҫне казакла тураса янӑ каҫхи хӑна ҫине пӑхса тӑнӑ чух шухӑшлама пултарнӑ-и вара тата темиҫе ҫултан ман хаман «пурнӑҫра ҫулҫӳрени» Саньӑна ҫак ҫыннӑн ҫуртне ертсе кӗрӗ тесе?

Сидя в кресле с ногами, притворяясь спящей, лениво рассматривая сквозь прищуренные веки нашего неожиданного ночного гостя, с его пылкостью, детской картавостью и его смешным казацким чубом, могла ли я вообразить, что моё «путешествие в жизни» через несколько лет приведёт Саню в дом этого человека?

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Петя пӗчӗк крават ҫинелле пӗшкӗннӗччӗ, кӗпе-йӗм вӗҫҫӗн ҫеҫ хӑй, ярханах, пӗтӗмпех пӗтсе кайнӑ.

Петя стоял над кроваткой, в одном белье, ужасно худой, с открытой грудью.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Клиникӑра ӗҫлекен сестра кӑкӑр ачине мӗнле тыткалани ҫинчен каланӑ май, ачана хӑрах алӑ вӗҫҫӗн ҫӳле ҫӗклерӗ те, ҫавна курсан эпӗ хам та ахлатса илтем.

Я ахнула, когда, рассказывая, как нужно обращаться с грудными детьми, сестра высоко подняла его на ладони.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Каҫӗ сулхӑн, эпӗ платье вӗҫҫӗн ҫеҫ, Ромашов мана пусма ҫинче тӑнӑ чухнех «Шӑнса пӑсӑласран сыхланӑр», терӗ.

Вечер был прохладный, а я — в одном платье, и Ромашов на лестнице сказал: «Вы простудитесь».

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫыруне эппин ун патне яриччен мана кӑтартӑн юрӗ-и? — терӗм эпӗ, анасланӑ май, ҫывӑрса каяс умӗн мӗн курнине ҫакна астӑватӑп тата: кӗпе вӗҫҫӗн ҫеҫ ларнӑ Кира сӗтел хушшинче темӗнччен ҫырчӗ…

— Только, прежде чем отослать, покажи мне, ладно? — сказала я сонным голосом, и последнее, что я ещё видела, засыпая, — это была Кира, которая в одной рубашке сидела за столом и писала, писала…

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Кам айӑплӑ?», «Св. Мария» шӑпи», «Татаринова ӑҫта шырамалла?» — ҫак статьясене вуласанах хам ача пулнӑ чухнехинчен юлнӑ хӑрушӑ куна аса илтӗм: Энскра чух анне сасартӑк ман пӳлӗме кӗрет, чаплӑ хура платйи унӑн чӑкӑртатса тӑрать, аллине хаҫат тытнӑ, эпӗ крават ҫинчен анса ун патне пӗр кӗпе вӗҫҫӗн ҫаруранах чупса пытӑм пулин те, мана асӑрхамасть вӑл.

«Кто виноват?», «Судьба «Св. Марии», «Где искать Татаринова?» — первое страшное впечатление детства вспомнилось мне при чтении этих статей: мама вдруг быстро входит в мою маленькую комнатку в Энске с газетой в руках, в своём чудном чёрном шуршащем платье, и не видит меня, хотя я говорю ей что-то, и соскакиваю с кроватки, и бегу к ней босиком, я одной рубашке.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ вӑратас тесе чӗнтӗм ӑна, анчах ҫавӑнтах хӗрхенсе кайрӑм, ун умне чӗрне вӗҫҫӗн пӗшкӗнсе лартӑм та ӑна ҫывӑхранах пӑхма тытӑнтӑм.

Я окликнула его, но мне сразу же стало жалко, и я присела подле него на корточки и стала рассматривать близко-близко.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пурте чӗрне вӗҫҫӗн утса ҫӳрерӗҫ, тухтӑра «вӑл» тесе чӗнчӗҫ.

Все бегали на цыпочках и называли доктора «он».

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӗпе вӗҫҫӗн те, ҫарран та ҫӳреме пулать.

В одной рубашке можно ходить и даже босиком.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл шартлама сивӗ пулин те, кӗске ҫанӑллӑ кӗпе вӗҫҫӗн кӑна, пуҫне те тӑхӑнман вӗт.

Она была без шапки и в платье с короткими рукавами — в такой мороз!

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сасартӑк вӑл сӗтел хушшинчен тухрӗ, аллисене кӑкӑрӗ тӗлне тытса, чӗрне вӗҫҫӗн тӑрса, урай тӑрӑх уткаласа ҫӳреме пуҫларӗ.

Вдруг он вставал из-за стола и начинал расхаживать по комнате, сложив руки на груди и приподнимаясь на цыпочках.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Судья саккӑрмӗш сехетре вӑранчӗ, мана аялти кӗпе вӗҫҫӗн ҫурҫӗр картти умӗнче ларнине курсан вара вӑл хӑрасах ӳкрӗ.

Судья встал в восьмом часу и испугался, найдя меня сидящим в одном белье у карты Севера,

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл таса мар халат тӑхӑннӑ, кӑранташне хӑлхи ҫине, пысӑк блокнотне хул хушшине хӗстернӗ; читлӗх патӗнче ҫара ҫерҫисене алӑ вӗҫҫӗн тӑрантарса тӑрать.

В грязном халате, с карандашом за ухом, с большим блокнотом подмышкой, он стоял у клетки и кормил из рук летучих мышей.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ питӗ асӑрханса, сывлама та хӑяймасӑр, пӗшкӗнтӗм те, хуллен тутасемпе кӑшт ҫеҫ перӗнсе, унӑн ҫытар ҫине ыткӑннӑ аллине чуптурӑм, унтан чӗрне вӗҫҫӗн, вӑл вӑранса каясран хӑраса, ним сас-чӗвӗсӗр корма ҫине тухрӑм.

Я наклонилась, не дыша, и очень тихо, едва касаясь, поцеловала закинутую на подушку руку; потом я вдруг испугалась, что он может проснуться и заметить меня, тихонько вылезла я на корму.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ачасем Расщепей тавра карах кӗпӗрленчӗҫ, пурте вӑл мӗскӗре кӑтартнине ун пӳрни вӗҫҫӗн курасшӑн.

Все обступили Расщепея, стараясь из-под его руки увидеть, что он показывает.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫил водохранилище ҫинчен ҫӑмӑл хумсем хӑвалать, яхта, ҫамрӑк урхамах пек, тимӗр тӑлӑсем вӗҫҫӗн чӗтренкелесе, халь-халь ӗрӗхсе каяс пек, пӑркаланах тӑрать.

Ветер гнал легкую волну с водохранилища, и яхта подрагивала, сдерживаемая расчалками, как горячий конь в стойле, поводила крутыми боками, готовая, казалось, вот-вот прянуть вперед и помчаться.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ умывальник патне чӗрне вӗҫҫӗн тӑрса чупатӑп, уҫӑ кантӑк умӗнче гимнастика тӑватӑп.

На цыпочках я бегу к умывальнику и делаю гимнастику перед открытым окном.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вара, чӗрне вӗҫҫӗн сӗтел патне пытӑм та, шӑнкӑртатса супнӑ телефон труькине тытрӑм.

Я на цыпочках подошла к столу и сняла трубку.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӑхӑр, ҫав ҫӑлтӑр Кассиопея, акӑ, акӑ, ҫапла тӑрас пулать, ман пӳрне вӗҫҫӗн пӑхӑр… — Ҫӑлтӑр йӑвашшӑн, алла вӗреннӗ кайӑк пек, унӑн пӳрни ҫине пырса ларчӗ.

Видите, вот это звезда Кассиопея, вот, вот, станьте так и смотрите на мой палец… — И звезда послушно, как ручная птица, садится ему на палец.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ, чӗрӗп пек хутланса, чӗрне вӗҫҫӗн утса кайрӑм.

Я съежилась и пошла на цыпочках.

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней