Поиск
Шырав ĕçĕ:
14. Ҫӗленрен тарса пушхире, хӑй валли хатӗрленӗ вырӑна, вӗҫсе кайтӑр тесе, пӗр вӑхӑт, икӗ вӑхӑт тата ҫур вӑхӑт иртиччен ҫавӑнта тӑранса пурӑнтӑр тесе арӑма пысӑк ӑмӑрткайӑкӑн икӗ ҫунатне пачӗҫ.
Ӳлӗм 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Унтан эпӗ тӳпере ҫӳлте вӗҫсе пыракан пӗр ангела куртӑм, вӑл хыттӑн кӑшкӑрнине илтрӗм, вӑл: хуйхӑ, хуйхӑ, юлашки виҫӗ ангел трупапа кӑшкӑртса ярсассӑн ҫӗр ҫинче пурӑнакансене хуйхӑ ҫитӗ — вӗсем халь-халь кӑшкӑртса яраҫҫӗ! терӗ.
Ӳлӗм 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Пӗр чӗрчунӗ арӑслан евӗрлӗ; тепӗр чӗрчунӗ пӑру евӗрлӗ; виҫҫӗмӗш чӗрчунӗн сӑнӗ ҫын сӑнӗ пек; тӑваттӑмӗш чӗрчунӗ вӗҫсе пыракан ӑмӑрткайӑк евӗрлӗ.
Ӳлӗм 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл вӗсене ытарӑшсем каласа нумай вӗрентнӗ; вӗрентнӗ чухне Вӑл вӗсене ҫапла каланӑ: 3. итлӗр-ха, акӑ акаҫӑ акма тухнӑ; 4. акнӑ чухне ҫапла пулнӑ: хӑш пӗрчи ҫул хӗррине ӳкнӗ, кайӑксем вӗҫсе килнӗ те ӑна сӑхса пӗтернӗ; 5. хӑшӗ чуллӑ ҫӗре ӳкнӗ, унта тӑпра сахал пулнӑ; тӑпри ӑшӑх пулнӑран часах шӑтса тухнӑ; 6. анчах та хӗвел тухсанах шанса кайнӑ та, тымар ярайманскер, типсех ларнӑ.
Мк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗр ҫын сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи илнӗ те ӑна хӑйӗн хирне акнӑ: 32. ҫав пӗрчӗ, ытти вӑрӑсенчен пуринчен те чи пӗчӗкки пулин те, шӑтса ӳссессӗн пахчари пур ӳсентӑранран та пысӑкрах, йывӑҫ пекех пулса каять, ӗнтӗ вӗҫен кайӑксем вӗҫсе килеҫҫӗ те унӑн турачӗсем хушшине йӑва ҫавӑраҫҫӗ, тенӗ.
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
акӑ акаҫӑ акма тухнӑ; 4. акнӑ чухне хӑш пӗрчи ҫул хӗррине ӳкнӗ; вӗҫен кайӑксем вӗҫсе килнӗ те ӑна ҫисе янӑ; 5. хӑшӗ чуллӑ ҫӗре ӳкнӗ, унта тӑпра сахал пулнӑ; тӑпра ӑшӑх пулнӑран пӗрчӗ часах шӑтса тухнӑ.
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Куртӑм эпӗ: акӑ вӑл хӑйне валли ҫӳллӗ ту катса кӑларчӗ те ун ҫине вӗҫсе хӑпарчӗ.6. Видел я, и вот, он изваял себе большую гору и взлетел на нее.
3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эсӗ курнӑ сакӑр пӗчӗк ҫунат — пысӑк ҫунатсем айне вырӑнаҫнӑскерсем, вӗсемпе пӗрлешнӗскерсем — акӑ мӗне пӗлтереҫҫӗ: 20. патшалӑхра сакӑр патша ҫӗкленсе тухать, вӗсем патшара нумайччен лараймӗҫ, вӗсенӗн ҫулӗсем вӗҫсе иртсе кайӗҫ.
3 Езд 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иккӗмӗш каҫхине эпӗ тӗлӗк куртӑм: акӑ тинӗсрен ӑмӑрткайӑк вӗҫсе хӑпарчӗ, унӑн вуникӗ ҫунат тата виҫӗ пуҫ.
3 Езд 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Ҫавӑн чухне Сывлӑш вӗҫсе ҫӳренӗ, йӗри-тавра сӗмлӗх те шӑплӑх тӑнӑ: ҫынна пултарман пулнӑ-ха.39. Тогда носился Дух, и тьма облегала вокруг и молчание: звука человеческого голоса еще не было.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ун чухне ҫӗр ҫинче пурӑнакансем кӗтменскерӗ патшара ларӗ, вӗҫен кайӑксем урӑх вырӑна вӗҫсе кайӗҫ.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ хуравласа каларӑм: вӗҫсе пыракан ҫыру тӗрки куратӑп; унӑн тӑршшӗ ҫирӗм чике, сарлакӑшӗ вунӑ чике, терӗм.Я отвечал: вижу летящий свиток; длина его двадцать локтей, а ширина его десять локтей.
Зах 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эпӗ каллех пуҫӑма ҫӗклерӗм те куртӑм: акӑ ҫыру тӗрки вӗҫсе пырать.
Зах 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй чарусӑр халӑх, хӑвӑра тимлӗ тишкерӗр, 2. палӑртса хуни ҫитиччен — кун хывӑх пекех вӗҫсе иртет вӑл — хӑвӑр ҫине Ҫӳлхуҫанӑн ҫулӑмлӑ ҫилли ҫитиччен, хӑвӑршӑн Ҫӳлхуҫа хаярлӑхӗн кунӗ ҫитиччен хӑвӑра тишкерӗр.
Соф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Учӗсем барсран та вичкӗнрех, ҫӗрлехи кашкӑртан та ҫивӗчрех; унӑн утлӑ ҫарӗ тӗрлӗ еннелле вирхӗнет; юланутҫисем унӑн инҫетрен килеҫҫӗ, тупӑшӗ ҫине вӑйкӑнакан ӑмӑрткайӑк пек вӗҫсе ҫитеҫҫӗ.
Авв 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Санӑн пуҫлӑхусем — хӗрлӗ шӑрчӑк пек, санӑн ҫарпуҫӗсем — сивӗ вӑхӑтра хушӑка пытаннӑ ӳпре-вис кӗтӗвӗ пек: хӗвел тухсанах вӗҫсе саланаҫҫӗ, вӗсем ӑҫта пулнине пӗлеймӗн те вара.
Наум 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Санӑн сутуҫусем тӳпери ҫӑлтӑртан та ытларах; анчах ҫакӑ хӗрлӗ шӑрчӑк саланӗ те вӗҫсе кайӗ.16. Купцов у тебя стало более, нежели звезд на небе; но эта саранча рассеется и улетит.
Наум 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ефрем йӑхӗн чапӗ, хунавлӑ пулнипе чапа тухни, кайӑк пек вӗҫсе ҫухалӗ; арӑмӗсем ҫуратаймӗҫ те, йывӑр ҫын та пулаймӗҫ, вӗсен ҫие те юлмӗ.
Ос 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эпӗ ҫапла каласа кӗлтунӑ чухне, хамӑн ҫылӑхӑмсене тата пӗтӗм халӑхӑмӑн, Израилӗн, ҫылӑхӗсене каласа парса чунтанах ӳкӗннӗ чухне, Ҫӳлхуҫа Туррӑма пӗтӗм чунтан Туррӑмӑн сӑваплӑ тӑвӗшӗн тархасланӑ чухне, 21. акӑ ҫаплах кӗлтунӑ чухне эпӗ унччен маларах курнӑ Гавриил ар хӑвӑрт вӗҫсе килсе мана пырса сӗртӗнчӗ.
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вырӑнӑм ҫинче ҫывӑрнӑ чухне тата ҫакна куртӑм: акӑ тӳперен Сыхӑ тӑраканни, Сӑвапли анчӗ те 11. хыттӑн кӑшкӑрса ҫапла каларӗ: «ку йывӑҫа касӑр, тураттине иртӗр, ҫулҫине сӑтӑрса тӑкӑр, ҫимӗҫне силлесе айккинелле ывӑтӑр; тискер кайӑксем ун айӗнчен тухса тарччӑр, вӗҫен кайӑксем ун тураттисем ҫинчен вӗҫсе кайччӑр; 12. анчах та унӑн тӗп тымарне ҫӗр айӗнчех хӑварӑр, вара вӑл, тимӗрпе те пӑхӑрпа тӑлланнӑскер, хирти курӑк хушшинче тӳпе сывлӑмӗпе шӑварӑнтӑр, ҫӗр ҫинчи курӑк хушшинче тискер кайӑксемпе пӗрле хӗсӗнкеленсе пурӑнтӑр. 13. Унран этем чӗрине туртса илӗҫ те ӑна тискер кайӑк чӗрине парӗҫ, ҫапла ҫичӗ вӑхӑт иртсе кайӗ. 14. Сыхӑ тӑраканнисем ҫапла тума хушнӑ, Сӑваплисем ҫапла йышӑннӑ — пурӑнаканнисем этем патшалӑхне Ҫӳлти Турӑ тытса тӑнине, ӑна кама парас тет, ҫавна панине, ҫынсем хушшинче чи кӗҫӗне юлнине те патшана лартнине пӗлччӗр тесе тунӑ та ҫакна» терӗ.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.